Поиск
Шырав ĕçĕ:
Воспитани пама йывӑр ачасен ҫурчӗсем вӗсем — яланах вуннӑмӗш вырӑнта.
1 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫурчӗсем, ҫӗр ҫумнерех лӑпчӑнса ларнӑ та, кантӑкӗсен куҫӗсемпе хӑйсен хуҫисем ҫине те тӗлӗнсе темелле, те тӗксӗмӗн, те кӳренмелле тӑрӑхласа, кулса пӑхнӑн туйӑнаҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Юханшывӑн тепӗр ҫыранӗ тӳрем те хӑйӑрлӑ, унта Заречье пӳрт-ҫурчӗсем ҫума-ҫумӑнах йӗркесӗр купаланса, хӗсӗккӗн ларса тулнӑ: кивелсе хуралсах кайнӑ хӑйсем, ҫӗрсе ҫитнӗ ҫивиттисем ҫинче сип-симӗс мӑк таткаланчӑкӗсем выртаҫҫӗ, ҫурчӗсем хӑйӑр ҫинче чалӑш-чӗлӗш тайӑлса кайнӑ, сывӑ мар пӗчӗк куҫӗсемпе юханшыв ҫине шанчӑксӑррӑн пӑхса лараҫҫӗ, чӳречисенчи кантӑк ванчӑкӗсем, ӗнсе кайнӑ евӗр, кӑвакӑн-симӗсӗн ҫутӑлса, шурӑ илнӗ куҫсем пек курӑнаҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Хуралса ларнӑ, ҫурри ишӗлсе аннӑ пӳртсем хушшинче улпутсен мӑнаҫлӑн илемленсе тӑракан парклӑ, оранжерейӑллӑ ҫурчӗсем те мана кичеммӗн курӑнчӗҫ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Инҫетре ӗнтӗ Севяльянӑн кӑвак та шурӑ ҫурчӗсем курӑннӑ, Сервантес Триано урамӗпе, цыгансем пурӑнакан пылчӑклӑ хула тулашӗпе пырса, чӑнкӑ кӗпер ҫине кӗрсе кайнӑ.
Вӑтӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Ирхи тӗтре витӗр чул сӑртсем ҫинче хӗвел тухӑҫӗнчи пысӑк хулан сапаланчӑк ҫурчӗсем шуррӑн курӑнса тӑнӑ.Сквозь утренний туман белели разбросанные по каменным уступам дома большого восточного города.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Ыттисен ҫурчӗсем вара — сивӗ, унта шӑшисем, ҫара чулсем тата авалхи паллӑ ҫар ҫыннисен сӑнӗсен ӳкерчӗкӗсем кӑна…А у остальных — холод, мыши, голые камни и портреты предков-завоевателей…
Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Тӑлӑха юлнӑ пӗчӗк чӑвашсем валли улпутсен ҫурчӗсенчен ача ҫурчӗсем туса хунӑ.В бывших барских и буржуйских хоромах пооткрывали детские дома для маленьких осиротевших чувашей.
Хӑрушӑ пин те тӑхӑрҫӗр ҫирӗм пӗрремӗш ҫул // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Анчах та ҫурчӗсем!
19 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ҫурчӗсем вара пурте тенӗ пекех чултан тунӑскерсем, анчах пӑхма пит илемлех мар — витӗрех тӗтӗм ҫапнӑ вӗсене.Дома в Лонжюмо были каменные, невзрачные, насквозь прокопчённые.
Лонжюмо ялӗнче // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ҫуртсен деталӗсем пӗр виҫерен пулччӑр — ку сӑмах май, пурӑнмалли ҫуртсем тӑвас ыйтӑва хӑвӑртрах татса пама пулӑшӗ, — ҫурчӗсем хӑйсем тӗрлӗрен курӑнса ларччӑр.
4 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Йӗри-тавра йӑлтах хӑнӑхнӑскер, пӗлнӗскер темелле — урам ячӗсем те ҫавах, урамӗсем хӑйсем те, ҫурчӗсем те…Все вроде бы привычное, знакомое — и названия улиц, и сами улицы, и дома.
4 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Еникале хыҫӗнче, шыва путнӑ сулӑсемпе тулса ларнӑ бухта урлӑ, нумай хӗн-хур тӳснӗ Керчь хулин аджим-ужайскӑн шурӑ чулӗнчен тунӑ ҫурчӗсем виле чайкӑсем пек курӑнса лараҫҫӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Манӑн, темиҫе ӗмӗр иртсен «хӑрушлӑх» сӑмаха маннӑ хулана хӳтӗлесе хӑварнин эпопейине тӗпчесе ҫырма тытӑнакансем валли, ҫак Сталинград хулин ытти ҫурчӗсем пекех ҫуртӑн историне, эпӗ Таракульран тата унӑн ҫапӑҫури юлташӗсенчен илтнӗ пекех, май килнӗ таран тӗплӗн ҫырса хӑварас килчӗ.
Таракуль редучӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 103–115 с.
Ҫурчӗсем, магазинӗсем, урамӗсем вара!
Атӑл хӗрринче // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 97–102 с.
«мессерсем пек» тарӑхмасӑр, васкамасӑр вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ, каҫхи хулан ҫурчӗсем ҫийӗнче кашни тӑрра, готика шпильне, тӑшман батарейин кашни ҫулӑмне хыпашласа вӗҫеҫҫӗ.
XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Мӗн куҫ курнӑ таран, горизонта ҫитиех кварталсен чултан тунӑ ҫурчӗсем, башньӑсем, шпильсем, храмсен куполӗсем, завод трубисем, Дунайӑн тепӗр ҫыранӗнче каллех тапранми чул катрамӗсем тӑсӑлаҫҫӗ.
XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Обозсем, утӑпа пушӑ патрон ешчӗкӗсем тиенӗ лавсем, санитарнӑй двуколкӑсем, радиостанцисен тӑваткал ҫурчӗсем иртсе пыраҫҫӗ; ывӑнса аптӑранӑ лашасем йывӑррӑн утаҫҫӗ; тупӑсен лафечӗсенчен тытса, тусанпа, хуйхӑпа кӑвакарнӑ сӑн-питлӗ ҫынсем аран талпӑҫса шӑвӑнаҫҫӗ, — пурте хӗвелтухӑҫнелле, пурте хӗвелтухӑҫнелле, Острая Могила ҫумӗпе иртсе Краснодон, Каменск еннелле, Северный Донец хыҫнелле каяҫҫӗ вӗсем…
1 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Хуларан инҫех те мар автоколоннӑн туса пӗтермен ҫурчӗсем: сарай, пысӑк гараж, шоферсемпе механиксене пурӑнмалли пӳртсем курӑнаҫҫӗ.
Икӗ йӗлтӗрҫӗ // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӑрман касни, тайгара прачаксем уҫни, темиҫе километр тӑршшӗ юр тасатса ҫул туни, пурӑнмалли ҫуртсем тата йӑла ҫурчӗсем ҫӗнӗрен темиҫе туса лартни — ҫаксем пурте Сталин сӑмах тухса каланипе хавхаланнӑ строительсен хастарлӑ ӗҫӗ пулнӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.