Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫуралса (тĕпĕ: ҫурал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл система — доноссем ҫырасси, элеклесси — ҫынсем революци интересӗсем ҫинчен манса кайнӑ ҫӗрте, чӑн малтан революци хӑрушсӑрлӑхра пуласси ҫинчен мар, хӑйсен хӑрушсӑрлӑхӗ ҫинчен шухӑшланӑ ҫӗрте, ҫын ЧКна ҫӗршывшӑн, пурин ӗҫӗшӗн хӑрушлӑх пурри ҫинчен пӗлнипе мар, пуринчен малтан хӑйӗншӗн хӑранипе чупнӑ ҫӗрте ҫуралса ӳсет: вӑл кама та пулин пытарса хӑварнӑ, шарламасӑр ирттерсе янӑ, кайса пӗлтермен тесе ан шухӑшлаччӑрах…

Помоги переводом

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Ҫут тӗнчере революци хӑрушсӑрлӑхӗнчен ытларах хаклӑ та таса япала ҫуккине пӗлсе тӑнинчен доноссем ҫырас система ҫуралса ӳсме пултараймасть!

Помоги переводом

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпӗ унта ҫуралса ӳснӗ…

Помоги переводом

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Палюков ялта ҫуралса ӳснӗ ҫын.

Помоги переводом

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл интеллигентсен ҫемйинче Пишпӳлекре ҫуралса ӳснӗ.

Помоги переводом

Эпир пулмасан кам пултӑр? // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... -r-3435572

Васильевка ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Орск хулинче пурӑнакан Сергей Володин ҫирӗп пӗренесенчен хӑпартнӑ пурашӑн укҫа-тенкӗ тӳленӗ.

Помоги переводом

Ял ҫыннисем часавай хӑпартнӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/t-van-k-tes/2023 ... tn-3412519

Сӑваплӑ ҫурта лартма хавхалантараканӗ - ҫӳлерех асӑннӑ ялта ҫуралса ӳснӗ Галина Бегун.

Помоги переводом

Ял ҫыннисем часавай хӑпартнӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/t-van-k-tes/2023 ... tn-3412519

Пирӗн тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ ҫынсем хушшинче кирек ӑҫта ӗҫлесен те, пурӑнсан та ырӑ ят ҫӗнсе илнисем сахал мар.

Помоги переводом

Ентеш хисеплӗ ята тивӗҫнӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b5%d0%b ... %bd%d3%97/

Хӑй ҫуралса ӳснӗ ҫӗршыв ҫыннисемшӗн вӑл чӑн-чӑн халӑх паттӑрӗ пулса тӑрать.

Помоги переводом

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Ҫурҫӗр полюсӗ урлӑ ҫул хывнӑ кунсене Чкалов ҫуралса ӳснӗ Василево ҫыннисем те нихҫан асран ярас ҫук.

Помоги переводом

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Акӑ Валерий Павлович ҫуралса ӳснӗ ҫуртра уҫнӑ, 1956 ҫулта вара ун патӗнче самолетсем валли павильон туса лартнӑ.

Помоги переводом

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Ҫак пурне те ҫывӑх мӑнаҫлӑ юханшыв хӗрринче ҫуралса ӳснӗ Валерий Чкалов.

Помоги переводом

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Вӑл Елчӗк районӗнчи Элекҫей Тимӗш ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ.

Помоги переводом

Совет шкулӗн чаплӑ деятелӗ // П. СИДОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкасси Мӑрат ялӗнче ҫуралса ӳснӗскер, Иван Николаевич Кӗҫӗн Кипекри сакӑр ҫул вӗренмелли шкула пӗтерсе тухнӑ та Шупашкарти педагогика техникумне кӗнӗ.

Помоги переводом

Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.

Вӗсен хушшинче Пушкӑртстанра ҫуралса ӳснисем те пур.

Помоги переводом

Сакӑр вунӑ ҫул иртсен салтак тӑван кӗтесӗнче ӗмӗрлӗх канлӗх тупрӗ // Ольга АНДРЕЕВА. https://ursassi.ru/articles/patriotizm/2 ... pr-3398106

Виталий Лукичӑн мӑшӑрӗ Людмила Николаевна та Кистенлӗ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, вӑл та преподаватель.

Помоги переводом

Хӑй тӗслӗхӗпе вӗрентет // Елена ФЕДОТОВА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... et-3402259

Ҫакна та палӑртса хӑвармалла: Владимир Касютинӑн тымарӗсем Пушкӑртстанран – асламӑшӗ Ӗпхӳре ҫуралса ӳснӗ, мӑн аслашшӗсем Бирскпа Пелепей хулисенче пурӑннӑ.

Помоги переводом

Журфест – тӑван кӗтесе юратса // Ирида МАТНИЯЗОВА. https://ursassi.ru/articles/forum/2023-0 ... sa-3398077

Асӑннӑ проект шайӗнче хуласемпе ялсенче ҫуралса ӳснӗ, халӗ ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенче пурӑнакансем хӑйсен Пӗчӗк тӑван ҫӗршывне пулӑшу пама пултараҫҫӗ.

Помоги переводом

Журфест – тӑван кӗтесе юратса // Ирида МАТНИЯЗОВА. https://ursassi.ru/articles/forum/2023-0 ... sa-3398077

Пушкӑртстанра ҫуралса ӳснӗ Гульнара Зубаирова лотерейӑпа 21 миллион та 159 пин те 920 тенкӗ выляса илнӗ тесе пӗлтернӗ «Столото» пресс-служби.

Помоги переводом

21 млн тенкӗ выляса илнӗ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/lotereya-vylyav/ ... ln-3398010

Эпир Ҫеҫпӗл ҫуралса ӳснӗ яла, Касаккассине каятпӑр.

Помоги переводом

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней