Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫуралса (тĕпĕ: ҫурал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уяв йӗркелӳҫи, Сидоров Николай, вӑл Кӗрлев ялӗнче ҫуралса ӳснӗскер, халӗ Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнать.

Помоги переводом

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

— Эпӗ ҫуралса ӳснӗ Нурӑс салинче вырӑссем те, чӑвашсем те пурӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Хальхи вӑхӑтра хам ҫуралса ӳснӗ Шупашкар районӗнче кашни литр сӗте 14 тенкӗлле ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пахалӑха кура тӳлеҫҫӗ-и? // Михаил КАРПОВ. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Ертӳҫи тата тӗп дирижерӗ пулма Ҫӗрпӳ районӗнче ҫуралса ӳснӗ РСФСР тава тивӗҫлӗ артистне, Чӑваш АССР халӑх артистне, паллӑ композитора Аристарх Орлов-Шуҫӑма ҫирӗплетнӗ.

Помоги переводом

Республика чапне ҫӗклекен коллектив // Хыпар. «Хыпар», 2013.04.02

Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ пултаруллӑ уйрӑм юрӑҫсемпе композиторсене Раҫҫейре иртнӗ ӗмӗрӗн 20-30-мӗш ҫулӗсенче тин пӗлме пуҫланӑ.

Помоги переводом

Республика чапне ҫӗклекен коллектив // Хыпар. «Хыпар», 2013.04.02

Нушара ҫуралса ҫитӗннӗ Юрӑна тискер вилӗм кӗтнӗ.

Помоги переводом

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Натальйӑпа Михаил пӗр ялтах ҫуралса ӳснӗ.

Помоги переводом

Ферма витине юхӑнтарман // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Вӗсене Шелттемре ҫуралса ӳснӗ Николай Николаев спонсор ирттерет.

Помоги переводом

Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Хӗрача Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тарапайра ҫуралса ӳснӗ.

Помоги переводом

Йӗппи ӑҫта — ҫиппи ҫавӑнта // Зинаида СОЛОВЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Вӑл Комсомольски районӗнчи Хирти Сӗнтӗр ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.

Помоги переводом

«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Хаклӑ хӑнасене, жюри председательне, республикӑри культура училищин преподавательне Е. Матлаевана, жюри членӗсене — И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче пӗччен юрламалли кафедра преподавателӗнче вӑй хуракан, Карайра ҫуралса ӳснӗ В. Егорова, И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культурологи кафедрин аслӑ преподавательне, республикӑри тата Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреатне Р. Андреевана, Чӑваш енти тата Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреатне Н. Андреева, райадминистрацин культура, спорт, ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхне А. Лебедева, районти искусство шкулӗн директорне Н. Никонорова алӑ ҫупса кӗтсе илеҫҫӗ.

Помоги переводом

«Ҫуркуннехи тумлам» конкурсра // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Вӑл чи малтан пултарулӑх ҫынни ҫуралса ӳснӗ ялта иртнӗ.

Помоги переводом

«Ҫуркуннехи тумлам» конкурсра // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Халӑх пултарулӑхӗн районти ҫуртӗнче пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче черетлӗ хут Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистне Виталий Петрова халалласа, «Ҫуркуннехи тумлам» ятпа вокалистсен конкурсӗ пулчӗ.

Помоги переводом

«Ҫуркуннехи тумлам» конкурсра // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Ара, пирӗн тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ 400-е яхӑн ар моряк пулнӑ-ҫке.

Помоги переводом

Тинӗс-ҫар флочӗн кунне уявларӗҫ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.08.02

Арҫын ачасемпе хӗрачасем унта хаваспах ҫӳретчӗҫ, зачетсем паратчӗҫ, 2-3 блокран тӑракан ыйтусем ҫине хуравлатчӗҫ, фестиваль-конкурсра палӑратчӗҫ, презентацисем хатӗрлетчӗҫ, 5 кунлӑха Чӑваш Енри пӗрремӗш космонавт Андриян Григорьевич Николаев ҫуралса ӳснӗ яла - Шуршӑла кайни те асрах.

Помоги переводом

Районта та кадет класӗ пулӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26

Александр Пельдяков Чӑнлӑ районӗнчи Ирҫелӗнче ҫуралса ӳснӗ, нумай хура-шур курнӑ.

Помоги переводом

Сархайнӑ сӑнӳкерчӗк // Нина РАЗУМОВА. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

УОЧНКА председателӗ Олег Мустаев Каша ҫӗрӗ пултаруллӑ ҫынсемпе пуян пулнине, чӑвашсен тата тутарсен автономийӗсен пӗрремӗш председателӗсем те – Петр Уфимкинпа Азат Курчаков, чӑваш литературин классикӗ ҫак ялта ҫуралса ӳснине аса илчӗ, ҫавӑн пек ывӑлсем ӳстернӗшӗн ял халӑхне тав турӗ.

Помоги переводом

Палӑк кӑна мар... // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑнлӑ районӗнчи Кашара ҫуралса ӳснӗ чӑвашсен паллӑ ҫыравҫине Владимир Сатая тӑван ялӗнче бюст уҫрӗҫ.

Помоги переводом

Палӑк кӑна мар... // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Пелагея Борисова (Грушина) Чӑнлӑ районӗнчи Кашара пысӑк та туслӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ.

Помоги переводом

Председатель хӗрӗ // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Итле-ха, юлташӑм, манӑн ҫав тери хамӑр тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ пултаруллӑ ҫынсене литература тӗнчине кӑларас килет.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней