Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Пуҫна ан ус, Азиз!

Автор: Валентин ГРИГОРЬЕВ

Источник: http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... id=2567024

Добавлен: 2017.12.02 18:46

Предложений: 74; Слово: 579

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Сельское хозяйство

«Шупашкар районӗнчи «Туруновский» ЯХПКра ҫак тарана ҫитсе те тырӑ вырма тухман. Комбайнсене арестленӗ». Сӑлтава тӗпчесе уҫӑмлатма вырӑна ҫитрӗмӗр.

Хуҫалӑх ертӳҫи Азиз Бадиров ирех пӑсӑк кӑмӑллӑ. Каллех инкек-мӗн. Хир карапне ҫӗрле такамсем юсавсӑра кӑларнӑ, темиҫе болтне кӑларса кайнӑ. Механизаторсем кӑлтӑка вӑхӑтра асӑрханӑ.

- Унсӑрӑн ытларах шар кураттӑмӑр. Тапратнӑ пулсан техника татах арканатчӗ, - терӗ Азиз Магеррамович. - Арестлени вара тӗрӗсех, анчах комбайнсене мар, тракторсене. Ял хуҫалӑх министерстви ҫине тӑнипе ҫак кунсенче чарӑва пӑрахӑҫларӗҫ. Трактористсем халӗ хӗрсех кӗрхи культурӑсем акма ҫӗр хатӗрлеҫҫӗ.

Азиз Бадиров Азербайджанри пӗр ялта ҫитӗннӗ, уй-хире пӗчӗкренех кӑмӑлланӑ. Шкул ҫулӗсенче вӑл Чӑваш ҫӗр-шывӗ ҫинчен пачах та пӗлмен. Каярах, Баку университетӗнче математик пулма хатӗрленекенскер, ҫу кунӗсенче студентсен строительство отрячӗпе Совет Союзӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗнче пулса курнӑ. Ҫавӑн чухне Ҫӗмӗрле районӗн каччипе ҫывӑх туслашнӑ.

Азиз ҫамрӑклах тӗрлӗ ӗҫпе пиҫӗхнӗ. Унра усламҫӑ туртӑмӗ палӑрнӑ. Пӗр вӑхӑт Ҫурҫӗрте вӑй хунӑ, суту-илӳре те ӗлкӗрнӗ. Предприниматель Бакура темиҫе хваттер туянма вӑй ҫитернӗ.

Пӗррехинче Чӑваш Енри юлташӗ ӑна хӑнана чӗннӗ, пӗрле ӗҫлеме сӗннӗ. Кунта Азиз хӳхӗм хӗрпе паллашнӑ, туслӑх юратӑва куҫсан - ҫемье ҫавӑрнӑ. Чӑваш Республики уншӑн ҫапла майпа иккӗмӗш кил пулса тӑнӑ.

Ют ҫӗрте те усламҫӑ пулма пӑрахман вӑл, предприяти уҫнӑ. Темиҫе ҫул каялла вара пултарулӑхне ҫӗр ӗҫӗнче тӗрӗслесе пӑхас килнӗ.

- Кӑмӑл пулсан ҫав ӗҫшӗн чуна пама хатӗр. Пуҫӑнтӑм тӑк ҫурма ҫулта чарӑнмастӑп, тӗллеве пурнӑҫлатӑпах, - тет А.Бадиров.

Шупашкар районӗнчи юхӑннӑ «Туруновский» ял хуҫалӑх производство кооператив пуянлӑхне вӑл укҫалла туяннӑ. Ҫавӑнпа Бакури хваттерӗсене те, кунти предприятие сутнӑ. Усӑ курман ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртсе пин ҫурӑ гектара ҫитернӗ. Тӗпрен илсен тӗш тырӑ ҫитӗнтернӗ. Пӗр вӑхӑт ҫӗр улми те лартса пӑхнӑ.

Вӑрманкас Тӑрӑн таврашӗнчи ҫӗр тӑмлӑ. Ҫуркунне юларах пиҫсе ҫитет. Ытти хуҫалӑх акса пӗтерет, кунта вара тин тытӑнаҫҫӗ. Ҫавна май «иккӗмӗш ҫӑкӑра» кӑларма йывӑр килнӗ. Юлашки ҫулсенче вӑраха кайнӑ ҫумӑра пула уйра вӑл сахал мар юлнӑ. «Эсӗ чӑваш мар, Кавказ ҫынни», - тесе нумайӑшӗ ҫӗнӗ хуҫана ӗҫре ура хунӑ. Комбайна сӑтӑр туни те ҫакӑнпах ҫыхӑннӑ тӑр.

Азиз Магеррамович халӗ тыр-пул ҫеҫ туса илет. Техникӑна арестленин сӑлтавӗ вара ҫапларах. Хуҫалӑх территорийӗнчех Кавказран килнӗ тепӗр ҫын «Артикум» предприяти уҫнӑ. Эрмен чӑх-чӗп ӗрчетсе услам тума шухӑшланӑ. Банкран пысӑк кредит илнӗ, Азиза ҫӑкҫӑ пулма сӗннӗ. Килӗшнӗ А.Бадиров, ара, вӑл та хӑй пекех кӑнтӑртан вӗт. Анчах эрмен таса чунлӑ пулман, тарса ҫухалнӑ. Пӑттине пӗҫернӗ-ха хӑй, халӗ ӑна Азиз Магеррамовичӑн «ҫимелле». Суд приставӗсем А.Бадирова уншӑн 15 млн тенкӗ тӳлемелле тунӑ. Парӑмӗ ытла пысӑк-ҫке, тӳрех ун чухлӗ укҫа епле кӑларса хурӑн. Куҫман пурлӑха А.Бадиров унччен йӑлтах вырнаҫтарнӑ-ҫке. «Туруновский» ЯХПК парӑмӗсемпе татӑлма «Туруновский» агрофирма» ООО йӗркеленӗ. Ҫӗнӗ общество чӑмӑртанӑ май вӑл кредит илме май килтерет. Урӑхла каласан - пӗр хуҫалӑхне аталантарса теприне «шурлӑхран» сӗтӗрет. Тӗрӗссипе, агрофирма пурлӑхне тӗкӗнмен, ЯХПК техникине кӑна арест хунӑ /ҫӑкҫӑ пулма кооператив урлӑ килӗшнӗ/. Комбайн ҫавӑнпа «ирӗклӗхре» юлнӑ та.

ЯХПКн - 118, агрофирмӑн 410 гектар ҫинче тыр-пул пухса кӗртмелле. Урпа тата ҫурхи тулӑ. Йӗпе-сапана пула пӗлтӗр кӗрхисем вуҫех те акайман…

- Ҫуркунне вӑхӑтра та ытларах акма май килетчӗ. Акана хутшӑнакансем пӗлтермесӗр-систермесӗр е касӑва, е урӑх ҫӗре тухса каятчӗҫ. Эпӗ чармастӑп, черет ҫитсен ӗне касӑвне каймаллах ӗнтӗ. Анчах хӑвӑрӑн вырӑна акаҫӑ тупса хӑварӑр тетӗп. Ҫын тупнӑшӑн ҫеҫ хамӑн кӗсьерен 500 тенкӗ кӑларса паратӑп. Ҫук, итлемеҫҫӗ. Вӑхӑчӗ вара иртет. Ҫавна пулах 558 гектар ҫинче ҫеҫ акма ӗлкӗртӗмӗр, - тет Азиз Магеррамович. - Ҫӗр типнӗрен вӑрлӑх вӑхӑтра шӑтмарӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче ҫеҫ лайӑх ҫунӑ ҫумӑрпа йӑшӑл тапса тухрӗ. Урпа халӗ пиҫсе ҫитнӗ, комбайн юсаса пӗтерсенех хире тухать. Темиҫе кунран ҫурхи тулӑ пусси те хатӗр пулӗ.

Халӑха нимӗн те кӑсӑклантармасть иккен. Ҫав кун чылайӑшне ӳсӗр куртӑмӑр. Тырӑ турттаракан водитель те ҫук.

Кӑнтӑрла иртсен Иван Иванов юсавлӑ комбайна хускатса урпа уйне ҫул тытрӗ. Азиз Бадиров вара тырӑ турттарма ЗИЛ-130 автомашина рулӗ умне вырнаҫрӗ.

Йывӑрлӑхсем татах та пулӗҫ-ха, анчах ҫирӗп тӗллевлисем парӑнмаҫҫӗ. Пуҫна ан ус, Азиз!

Сайт:

 

Статистика

...подробней