Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫулӗпех (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Яхта унчченхи ҫулӗпех пырать.

Яхта держалась прежнего курса.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хула варринче те, хула хӗррисенче те пурӑнӑҫ хӑйӗн ҫулӗпех пынӑн туйӑнать, революциллӗ влаҫӑн пуҫ миминче — Губкомра та пурте хӑй йӗркипе пулса пырать.

В центре и на окраинах жизнь, казалось, не выходила из проложенного русла, и даже там, где был мозг революционной власти — в губкоме, — все шло обычным чередом.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Анчах ун пек-кун пек нимӗн те куҫ тӗлне пулмарӗ, «Дункан», хӑй ҫулӗпех кайса, тӗтреллӗ Клайдран тухнӑранпа хӗрӗх икӗ кун иртсен, Талькагуано бухтинче якӑр ярса ларчӗ.

Но ничего примечательного не встретилось, и «Дункан», идя своим путём, через сорок два дня после выхода из туманного Клайда бросил якорь в порту Талькагуано.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Сирӗн яхтӑн хӑй ҫулӗпех малалла каймалла.

Ваш яхта должна продолжать свой путь.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Халӗ мӑнукӗсем те аслашшӗн ҫулӗпех утаҫҫӗ.

Сейчас и внуки идут по стопам дедушки.

Вӗсем Ҫӗнтерӳпе яла таврӑннӑ // Николай Воронцов. «Канаш», 2020.02.14

Вӑл ҫак кивӗ пушӑ арман ҫумӗпе иртрӗ, унран аллӑ утӑмран та ытла мар, ҫаврӑнса пӑхмарӗ, хӑй ҫулӗпех малалла кайрӗ.

Он прошел мимо заброшенной мельницы, шагах в пятидесяти от нее, но не обернулся, а продолжал идти дальше.

XI. Башибузук // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Акӑ вӑл ҫирӗп те ҫаврака япалана хыпашласа тупрӗ, ҫӑмӑллӑн сывласа илчӗ, пӳскине кӗсйи тӗпнех майлаштарса чикрӗ те, Петька ҫулӗпех, карта витӗр тухса кайрӗ.

Наконец он нащупал упругий резиновый шарик, облегченно вздохнув, быстро засунул мячик поглубже в карман и тем же путем, что и Петька, юркнул за изгородь.

25-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак хушӑра манӑн пурнӑҫӑм Заполярьенче хӑй ҫулӗпех пычӗ.

Между тем моя жизнь в Заполярье шла своим путём.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

21. Этем Ывӑлӗ ӗнтӗ, Хӑй ҫинчен ҫырнӑ пек, Хӑйӗн ҫулӗпех пырать, анчах Этем Ывӑлне тытса паракана хуйхӑ ҫитӗ: ҫав ҫынна ҫураличчен ҫуралманни аванрах пулнӑ пулӗччӗ, тенӗ.

21. Впрочем Сын Человеческий идет, как писано о Нем; но горе тому человеку, которым Сын Человеческий предается: лучше было бы тому человеку не родиться.

Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Патшана ларнӑ чухне Ахаз ҫирӗмре пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунултӑ ҫул хушши патшара ларнӑ; Ҫӳлхуҫа умӗнчи ӗҫсене вӑл хӑйӗн ашшӗ пек, Давид пек, туса пыман, 2. Израиль патшисен ҫулӗпех ҫӳренӗ, ҫитменнине тата Ваал кӗлеткисене шӑратса туса тултарнӑ; 3. Енном ывӑлӗсен айлӑмӗнче тӗтӗрнӗ, Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем хушшинчен хӑваласа янӑ халӑхсен ирсӗр йӑли-йӗркине йышӑнса, Ахаз хӑй ывӑлӗсене те вут-ҫулӑм витӗр кӑларнӑ; 4. тӳпем вырӑнсемпе сӑртсем ҫинче, кашни лаштра йывӑҫ айӗнче чӳк тунӑ, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ.

1. Двадцати лет был Ахаз, когда воцарился, и шестнадцать лет царствовал в Иерусалиме; и он не делал угодного в очах Господних, как делал Давид, отец его: 2. он шел путями царей Израильских, и даже сделал литые статуи Ваалов; 3. и он совершал курения на долине сынов Еннома, и проводил сыновей своих через огонь, подражая мерзостям народов, которых изгнал Господь пред лицем сынов Израилевых; 4. и приносил жертвы и курения на высотах и на холмах и под всяким ветвистым деревом.

2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Патшана ларнӑ чухне Ахаз ҫирӗмре пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунултӑ ҫул хушши патшара ларнӑ, хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнчи ӗҫсене вӑл хӑйӗн ашшӗ пек, Давид пек, туса пыман, 3. Израиль патшисенӗн ҫулӗпех ҫӳренӗ, Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем хушшинчен хӑваласа янӑ халӑхсен ирсӗр йӑли-йӗркине йышӑнса, хӑй ывӑлне те вут-ҫулӑм витӗр кӑларнӑ, 4. тӳпем вырӑнсемпе сӑртсем ҫинче, кашни лаштра йывӑҫ айӗнче чӳк тунӑ, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ.

2. Двадцати лет был Ахаз, когда воцарился, и шестнадцать лет царствовал в Иерусалиме, и не делал угодного в очах Господа Бога своего, как Давид, отец его, 3. но ходил путем царей Израильских, и даже сына своего провел чрез огонь, подражая мерзостям народов, которых прогнал Господь от лица сынов Израилевых, 4. и совершал жертвы и курения на высотах и на холмах и под всяким тенистым деревом.

4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Республика пурӑнмалли вырӑн тӑвассипе курӑмлӑ ҫитӗнӳ тӑвать, — терӗ М.Игнатьев. — Кашни ҫын пуҫне ӑна хута ярасси федерацин Атӑлҫи округӗнче малта пыракан регионсен йышӗнче шутланать. Раҫҫей строительство министрӗ Михаил Мень пушӑн 10-мӗшӗнче, эпӗ унпа курнӑҫнӑ чухне, ҫӗршыври ансат мар экономика лару-тӑрӑвне пӑхмасӑр Чӑваш Ен строительстви, вӑл шутра пурӑнмалли вырӑн хута ярассипе, пысӑк калӑпӑшлӑ пулнине палӑртрӗ. Нумай хутлӑ пурӑнмалли ҫуртсем хӑпартассипе пӗлтӗр ӳсӗм ҫулӗпех талпӑннӑ: строительство калӑпӑшӗ 2014 ҫултинчен 19% пысӑкрах. Ҫав вӑхӑтрах хваттер ыйтӑвне татса парас текенсен тупӑшӗ пӗчӗкленнине шута илсе уйрӑм ҫынсем валли пурӑнмалли вырӑн виҫӗмҫулхинчен 29% сахалрах тунине йышӑнатпӑр».

Помоги переводом

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Кукашшӗн ҫулӗпех утма ӗмӗтленет, Иринӑн ашшӗ уголовлӑ шырав майорӗ пулнӑ.

Помоги переводом

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Хӗрӗ те амӑшӗ ҫулӗпех кайнӑ.

Дочь тоже пошла по стопам матери.

Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней