Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пуҫ кӑвакарнинчен тарса хӑтӑлма ҫук пекех, ҫав вӑрӑм ҫулсен йывӑрлӑхӗсене те ҫурӑм ҫинчен антарса пӑрахма ҫук.Невозможно снять с плеч тяжесть этих долгих лет, как не уйти от седины…
Иккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Манӑн тахҫанах Выселкӑри пӗтӗм урамсемпе тӑкӑрлӑксене ҫитсе курас килетчӗ — тӗрӗсрех каласан, ҫуртсенчен юлнӑ мӑкӑрсемпе лакӑмсене, вӑтӑрмӗш ҫулсен варринче вӑл вырӑнсенче урамсемпе тӑкӑрлӑксем пулнине ҫавсем тӑрӑх ҫеҫ пӗлме пулать-ҫке.
Хӑйне евӗрлӗ перепиҫ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Аллӑмӗш ҫулсен ҫурринчен пуҫласа пахчасенче ыраш е тулӑ лаптӑкӗсем курӑнми пулчӗҫ.
Хирӗҫлӗхсен пӗрлӗхӗ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Нумай ҫулсем хушши, аллӑмӗш ҫулсен ҫурричченех, Выселка ҫыннисен ӗҫ кунӗ пуш-пушӑ пулнӑ.В течение многих лет до середины пятидесятых годов трудодень высельчан равнялся почти нулю.
Хирӗҫлӗхсен пӗрлӗхӗ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Хӗрӗхмӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче вара каллех сас-хура тухнӑ: район центрӗнче юпасем лартаҫҫӗ — ӗлӗкхи пек, вӑхӑтлӑха тесе, кукӑр-макӑрсене мар, ҫӳллӗ те яштака хыр юпасем, аялти вӗҫӗсене сӑмала сӗрсе, нумайлӑха лартаҫҫӗ.
Пробошник // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Тахҫан ҫирӗммӗш ҫулсен ҫурринче Выселкӑн кукӑр урамӗсемпе тӑкӑрлӑкӗсем тӑрӑх, пӳртпе пӳрт хушшине, шӑп та шай пурте пӗлекен пӗр юрӑри пек, йывӑҫ юпасем лартса тухнӑ.
Пробошник // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Пилӗк кӗнекеллӗ «Ӗмӗр сакки сарлака» романпа йышлӑ пьесӑсен, калавсен авторӗ Никифор Федорович Мранька литература ӗҫне ҫирӗммӗш ҫулсен вӗҫнеллех пуҫӑннӑ.
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл ҫирӗм тӑххӑрмӗш ҫула кайнӑ, анчах ун умӗнче вӑл хӑйсем хушшинчи ҫулсен уйрӑмлӑхӗ тата та пысӑкрах пулнӑ пек, шкул ачи пек, ҫамрӑк студент пек тӑрать.
XIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ҫулсен пахалӑхӗ — республикӑн ят-сумне йӗркелекен тӗп паллӑсенчен пӗри, унӑн инвестици вӑй-халӗн паха кӑтартӑвӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
60-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче вӗсен карапӗ Владивостокри ҫар портне килсе чарӑннӑ.В начале 60-х годов их судно прибыло в военный порт Владивосток.
Ӗҫе чунтан парӑннӑ // Лидия УГАХИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 8 стр.
Бахчасенче унта та кунта арпуспа дыня аврисене хӑйсен айне туса хӑварнӑ тачка сийлӗ хӑйӑр юшкӑнӗн куписем палӑраҫҫӗ; ҫуллахи ҫулсен хӗррисенчи лакӑм-тӗкӗмсене, урапа йӗрӗсене пушшех тарӑнлатса, ахӑрашса кайнӑ ҫумӑр шывӗ юхса тулнӑ.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
1980 ҫулсен варринчи ҫӗнӗ тапхӑр варкӑшӗ Чӗмпӗр чӑвашӗсемшӗн те ӑшӑ хыпар, савӑнӑҫ илсе ҫитерчӗ.Новый этап веяния в середине 1980-х годов принес Симбирским чувашам теплые новости и радость.
Журналистикӑна чунтан парӑннӑ // Николай ЛАРИОНОВ, Алена АЛЕКСЕЕВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 5 стр.
Пӳрт ӑшчикки тӳрех салтак пурнӑҫӗн наркӑмӑш пек йӳҫек сывлӑшӗпе, этем тарӗн, табакӑн, йӳнӗ супӑньпе пӑшал ҫӑвӗн уйрӑлми хутӑшса кайнӑ шӑршипе, — инҫетри ҫулсен шӑршипе тулса ларчӗ.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Регионта саккунсӑр майпа пухӑнса выртакан ҫӳп-ҫап вырӑнӗсене тупса пӗтерес ӗҫе малалла тӑсмалла, ҫулсен строительство ӗҫӗсен пахалӑхне тӗрӗслесе тӑмалла тенӗ вӑл.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн регионти уйрӑмӗн активӗпе тӗл пулнӑ // ЧР Пуҫлӑх администрацийӗн пресс-служби. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=5c ... b4575c9e35
Ҫеҫенхирти ҫулсен хуҫисем, сире путевка ӑҫта илсе пырать, ҫавӑнта пур ҫӗрте те кӗтнӗ хӑна пулса тӑраканскерсем, сирӗнпе тӗл пулсан, сирӗн тусанланса пӗтнӗ пит-куҫусене курсан, мӗнле стансовет кучерӗ е вӑкӑрсем кӳлнӗ лавӑн лавҫи сирӗнтен кӗвӗҫнипе хӑйӗн кӑкӑрӗ ыратнине туймӗ-ши; вӗсенчен кам-ха, машин рулӗ умне хӑй мар пулсан та, хӑйӗн ывӑлне е ачин ачине лартасси ҫинчен чун-чӗрере вӑрттӑнла ӗмӗт тытмасть-ши!..
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унта ҫӗре тӑп-тӑваткалӑн сарӑ чатӑрсем кара-кара илнӗ, — ку пиҫсе ҫитекен тулӑ пусси; ҫав чатӑрсем хушшинче ҫулсен ансӑр йӗрӗсем выртаҫҫӗ, ҫав ҫулсем тӑрӑх, хыҫне хӑю пек тусан хӑварса, тетте пек грузовиксем чупаҫҫӗ; акӑ ӗнтӗ сарӑ хир те, тусан мӑкӑрлантаракан автомашинӑсем те ҫук, тӗлӗнмелле сип-симӗс улӑх тӑсӑлса выртать, кӗтӳсем ҫӳреҫҫӗ — сӑрӑ та хӗрлӗ ӗнесем сурӑх пысӑкӑш курӑнаҫҫӗ.
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унӑн пуҫӗпе шухӑшне хавхалану ҫутатса тӑрать, ҫутҫанталӑк ӑна хӑйӗн вӑрттӑнлӑхне каласа кӑтартать, истори ӑна хӑйӗн тӗп шухӑшне уҫса парать, ун юрринче вара пин-пин ҫулсен пурнӑҫӗ сӑнланса иртет.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Асаилӳ вӑл — телейсӗрсене хӗртекен инкек, — иртнӗ ҫулсен чулӗсене те чӗртсе тӑратать, тахҫан ӗҫнӗ наркӑмӑш ҫине те пыл тумламӗ ярса парать…
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Тепӗр тӑватӑ ҫултан Обломовка чугун ҫулсен станцийӗ пуласси ҫинчен пӗлтерместӗп ӑна.Не скажу тебе, что года через четыре она будет станцией дороги,
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
1870-мӗш ҫулсен вӗҫнелле Раҫҫейӗн Хура тинӗсре икӗ «поповка» (2) ,майӗпен ҫӳрекен темиҫе корветпа шхуна тат пассажирсене турттаракан пӑрахутсем кӑна пулнӑ.
Иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.