Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫитӗнӳсем (тĕпĕ: ҫитӗнӳ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хисеплӗ ҫамрӑксем, сире ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми шанӑҫ, хастар кӑмӑл, мӗнпур ырӑ пуҫарӑва пурнӑҫлас ӗҫре ҫитӗнӳсем, ӑнӑҫу сунатпӑр.

Помоги переводом

Республика Пуҫлӑхӗн стипендиачӗсем // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11718 ... iach-sem-2

2021-2022 вӗренӳ ҫулӗнче 35 ҫамрӑк 11-мӗш класс пӗтернӗ, вӗсенчен саккӑрӑшӗ «Вӗренӳре ҫитӗнӳсем тунӑшӑн» медале тивӗҫнӗ (2021 ҫулта - 50 пулнӑ, медале тивӗҫнисем - 11).

Помоги переводом

Пахалӑхлӑ пӗлӳ илме майсем пур // А.ВАСЮКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11882 ... majsem-pur

Сывлӑх, пур тӗрлӗ ырлӑх тата професси ӗҫ-хӗлӗнче ҫитӗнӳсем сунатӑп!

Желаю здоровья, благополучия и успехов в профессиональной деятельности!

Олег Николаев халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/03/19/glava ... aet-s-dnem

Вӗсем хӑйсен республика, Раҫҫей шайӗнчи ҫӗнтерӗвӗсемпе ҫамрӑксене тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ, ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлма хавхалантараҫҫӗ.

Своими победами на республиканских, российских соревнованиях они подают пример для молодежи, поощряют стремление к успехам.

Марафонра палӑрчӗҫ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d0%bc%d0%b ... %97%d2%ab/

Ҫитӗнӳсем ҫӑмӑл килменнине палӑртать стипендиат, вӗрентекенсене хӑйне тарӑн пӗлӳ панӑшӑн, ашшӗ-амӑшне куллен хавхалантарса пынӑшӑн тав тӑвать.

Помоги переводом

Ҫамрӑкла вӗренни – чул ҫинче // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d2%ab%d0%b ... %87%d0%b5/

Ун кӑмӑлӗнче ҫак енсем малта тӑман пулсан хӗрача вӗренӳре те, спортра та ҫитӗнӳсем тӑваймастчех.

Помоги переводом

Ҫамрӑкла вӗренни – чул ҫинче // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d2%ab%d0%b ... %87%d0%b5/

Тӑвай муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов 2022 ҫулта муниципалитет епле ӗҫлесе, ҫитӗнӳсем туса пыни пирки тӗплӗн каласа кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Тӑвай муниципаллӑ округне аталантармалли тӗллевсене палӑртнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/14/chva ... icipalitet

Республика Правительстви витӗм кӳнине кура, хӑш-пӗр ҫитӗнӳсем туса пыма май килнине те каланӑ вӑл.

Помоги переводом

Чӑваш Енре граждансен ҫӑхавӗсенчен 50 проценчӗ рекламӑпа ҫыхӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/17/chav ... -procenche

Сирӗн пултарулӑха аталантарма, спортри ҫитӗнӳсем туса пыма хӑтлӑ условисем йӗркелӗпӗр.

Помоги переводом

Кашни ача тӗрӗс ҫул-йӗрпе пыни питех те пӗлтерӗшлӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/kash ... ni-piteh-t

Эсир нумай ӗҫ-хӗлре ҫитӗнӳсем тӑватӑр, пӗлтерӗшлӗ пуҫарусемпе анлӑ проектсене пурнӑҫлас тӗлӗшпе пысӑк социаллӑ яваплӑх кӑтартатӑр.

Вы добиваетесь успеха во многих профессиях, проявляете высокую социальную ответственность в реализации важнейших инициатив и масштабных проектов.

Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/03/08/ole ... nim-zhensk

— Саламлатпӑр, тата пысӑкрах ҫитӗнӳсем тума сӗнетпӗр, Ревлен Петрович, Лида Егоровна, — ҫамрӑксен аллине тытса чӑмӑртарӗ Владимир Сергеевич.

Помоги переводом

Хыҫсӑмах // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн правительство награда парса чыс тунӑ вӗсене.

Помоги переводом

Хыҫсӑмах // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Чуна ҫӗклентерекен, паянхи кун ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума пултарнӑшӑн канӑҫ кӳрекен мӑн кӑмӑллӑ ӗшенӳ туйӑмӗ ҫеҫ пӗтӗм кӗлеткене ӑшшӑн сарӑлать.

Помоги переводом

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хурҫӑ пек ҫирӗп вӑй-хал, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума ырлӑх-сывлӑх! — илтӗнчӗҫ унтан та кунтан савӑнӑҫлӑ сасӑсем.

Помоги переводом

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Юлашкинчен Ефим Егорович ял-йышсене ырлӑх-сывлӑх сунчӗ, Ҫӗнӗ ҫулта тата пысӑкрах ҫитӗнӳсем тума сӗнчӗ.

Помоги переводом

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ӳсен-тӑрана хӳтӗлемелли хими хатӗрӗсене 2010-2013 ҫулсенче туса кӑларас енӗпе тунӑ пысӑк ҫитӗнӳсем витӗм кӳнипе 2013 ҫулта асӑннӑ производство кризис умӗнхи 2008 ҫул кӑтартӑвӗнчен 31,6 процент иртсе кайнӑ.

Помоги переводом

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Ҫапла тумасан сирӗн ҫитӗнӳсем пирки никам та пӗлмӗ.

Если этого не сделать, то о многих ваших достоинствах никто не узнает.

8-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Лариса Николаевнӑна республикӑри конкурсра тупӑшса пысӑк ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу сунатпӑр.

Помоги переводом

Тӑван чӗлхепе чи лайӑх вӗрентекен – Лариса Данилова // Л.Владимирова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%82%d3%9 ... %b5%d0%bd/

Профессире ҫитӗнӳсем тунӑшӑн, ачасене тарӑн пӗлӳ тата воспитани парассипе тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн муниципаллӑ округ администрацийӗн Хисеп грамотипе вӗрентекенсемпе воспитательсен пӗр ушкӑнне наградӑларӗҫ.

Помоги переводом

Педагогсемпе ачасене телейлӗ ҫулталӑк кӗттӗр // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%bf%d0%b ... %b0%d0%bb/

В. И. Ленин юбилейне пирӗн республикӑри ӗҫҫыннисем коммунизм строительствин мӗнпур участокӗсенче пысӑк ҫитӗнӳсем тунипе кӗтсе илессишӗн кӗрешеҫҫӗ.

Помоги переводом

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней