Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫитӗнӳсем (тĕпĕ: ҫитӗнӳ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Кашни ҫулах пирӗн мӑнаҫланмалли сӑлтавсем пур. Ҫитӗнӳсем те пур. Ял хуҫалӑхӗ малаллах аталанса пырать. Эсир пурте хӑвӑр ӗҫе парӑннӑ, ӑна юратакан ҫынсем. Малашне ҫӗнӗ плансем тӑвӑпӑр», - терӗ Олег Алексеевич.

Помоги переводом

«Ҫӗр ӗҫӗн культури ӳссе пырать» // Роза ВЛАСОВА. https://zivil.cap.ru/news/2021/07/15/r-n ... sse-piratj

1974, 1976, 1977 ҫулсенче «Социализмла ӑмӑртӑвӑн ҫӗнтерӳҫи»,1975 ҫулта «Ӗҫри кӑтартусене ӳстерсе пынӑшӑн», «Сысна ӗрчетес ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем кӑтартнӑшӑн» хисеп грамотисене тивӗҫнӗ хастар хӗрарӑм.

Помоги переводом

Тӑван ялах юлас терӗм… // В. КУРАКОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/23/tv ... yulas-term

«Волейболла выляма лайӑх, волейболла лайӑх выляни вара тата вӑйлӑрах. Вӑл хавхалану кӳрет, сывлӑха ҫирӗплетет, ҫитӗнӳсем тума пулӑшать», - теҫҫӗ Урхас Кушкӑри вӑтам шкулта вӗренекенсем.

Помоги переводом

Спортра вӑйлӑраххи ҫӗнтерет // Е. ЕЛЕГОНОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/sp ... hhi-nteret

Ӗҫре уйрӑм ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Елизавета Матюшова район администрацийӗн, культурӑпа социаллӑ аталану пайӗн Хисеп грамотисемпе чысларӗ.

Помоги переводом

Культура ӗҫченӗсем ҫулталӑкри ӗҫне пӗтӗмлетрӗҫ // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/ku ... ne-ptmletr

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ачасене вӗренӳре ҫитӗнӳсем тума тата палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама сунчӗ.

Помоги переводом

Хуракасси шкулӗнче хӑнара // О. САРБАЕВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/17/hu ... nche-hnara

Паянхи кун ҫитӗнӳсем тума тивӗҫлӗ условисем те кирлӗ.

Помоги переводом

Хӑравҫӑсем футболла вылямаҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/hr ... la-vilyama

Халӗ ҫитӗнӳсем кӑтартакан ҫамрӑк спортсменсем 6-7 ҫул хушши Эрик Вонифатьев патӗнче ӑсталӑха туптаҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӑравҫӑсем футболла вылямаҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/hr ... la-vilyama

Спортӑн ку тӗсне алла илме, ҫитӗнӳсем тума вара хӑй тӗллӗн кӑна вӗренни ҫителӗксӗртерех пулать.

Помоги переводом

Хӑравҫӑсем футболла вылямаҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/hr ... la-vilyama

Шӑпах вӗсем ӗнтӗ - ҫитӗнекен ӑрӑва сывӑ пурнӑҫ йӗркипе туслашма пулӑшакансем, спортра пысӑк ҫитӗнӳсем тума хавхалантаракансем.

Помоги переводом

Спорт - хавхалану ҫӑлкуҫӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. https://putpobedy.ru/publikatsii/14248-s ... anu-c-lkuc

Спорта пропагандӑлас ӗҫре, паллах, ҫитӗнӳсем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Спорт - хавхалану ҫӑлкуҫӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. https://putpobedy.ru/publikatsii/14248-s ... anu-c-lkuc

Ун йӗркипе кунта вӗренекенсен команди тӗрлӗ шайри ӑмӑртусенче курӑмлӑ ҫитӗнӳсем тӑвать.

Помоги переводом

Спорт - хавхалану ҫӑлкуҫӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. https://putpobedy.ru/publikatsii/14248-s ... anu-c-lkuc

1932 ҫултан хор ҫитӗнӳсем тума пуҫланӑ май унӑн ят-сумӗ ҫӗкленсех пынӑ.

Помоги переводом

Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/

Паллах, ҫитӗнӳсем те пур.

Помоги переводом

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

Вӑрмар муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Василий Шигильдеев культура ӗҫченӗсене ӗҫе чунтан парӑнса ӗҫленӗшӗн тав турӗ, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу сунчӗ.

Помоги переводом

Культура – ҫын пурнӑҫне хавхалану кӳрекенӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11751-kultur ... nu-k-reken

Ачасене саламлатпӑр тата малашнехи ҫитӗнӳсем сунатпӑр !

Помоги переводом

Ачасем кӑткӑс трассӑна тивӗҫлипе утса тухнӑ та ятлӑ жетонсем илнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/amr-k-ru/202 ... ln-3758624

Леонард Васильевич пуҫтарӑннисене Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх кунӗ ячӗпе ӑшшӑн саламларӗ, пурне те ҫитӗнӳсем сунчӗ.

Помоги переводом

Тивӗҫлисене — чыс-хисеп // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/2 ... %b5%d0%bf/

Тин ҫуралнӑ ачасен сывлӑхне упрас тӗлӗшпе ҫитӗнӳсем курӑмлӑ — Чӑваш Енӗн пепкесем вилнипе ҫыхӑннӑ кӑтартӑвӗсем ҫӗршывра чи пӗчӗккисем.

Помоги переводом

Курмалӑх пур, тунӑ ӗҫ те — куҫ умӗнче // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... %87%d0%b5/

ЧР Правительствин вице-премьерӗ Сергей Артамонов вӗceне уяв ячӗпе саламларӗ, малашне ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сывлӑx, ӑнӑҫy cунчӗ, уй-xир ӗҫӗceне пӗтӗмлетрӗ.

Помоги переводом

Паян Шупашкарта - Хресчен уявӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/payan-shupashkar ... chen-uyave

Морозова Маша бригадине, пирӗн заводри пӗрремӗш коммунизмла ушкӑна, пурнӑҫра телей, ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем сунар.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вӗренекенсем кӗҫҫерен тунӑ япаласемпе савӑнтараҫҫӗ, вӗсен ҫитӗнӳсем те пур, - каласа парать Галина Петровна.

Помоги переводом

Алӑ ӗҫӗ - питӗ лайӑх эмел // Неля САБАХОВА. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... el-3645896

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней