Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫитӗннӗ (тĕпĕ: ҫитӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Анне, эсӗ мана ку таранччен суйса пурӑннӑ, — тейӗ ҫитӗннӗ хӗр — Эсӗ ман аттене юратманнишӗн эпӗ те айӑплӑ-и, уншӑн эпӗ унӑн ятне те пӗлмесӗрех пурӑнма тивӗҫлӗ пултӑм-и?

Помоги переводом

3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

— Ҫемьере эпӗ пӗр ача ҫитӗннӗ, — чӳречерен урамалла пӑхса калаҫнӑ Петр Петрович.

Помоги переводом

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Эсир — ҫитӗннӗ ҫынсем, сирӗн ырӑ туйӑмсене эпир нимӗнле приказпа та пӗтерме пултараймастпӑр.

Помоги переводом

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вара манӑн, ҫитӗннӗ хӗрӗм пур ҫинчех, ӑна тупаймасӑрах, ӑна курмасӑрах, калаҫмасӑрах, ачашламасӑрах, унпа пӗрле пӗрре те кулса е макӑрса курмасӑрах, пӗччен вилес-и?

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫурхи е ҫуллахи кунсем тепӗр чухне тем тери шӑрӑх пулсан та, вӑл яланах вӑрӑм ҫанӑллӑ кӗпепе ҫӳренӗ: ҫитӗннӗ хитре хӗр хӑйӗн илемсӗр аллине ҫынсене кӑтартасшӑн пулман.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Хӗр ҫитӗннӗ, вӑтам шкултан та лайӑхах вӗренсе тухнӑ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вара Нонна халь ҫитӗннӗ иккенне аса илеттӗм, хамран хам кулаттӑм.

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Кӗске вӑхӑтрах ҫав пӗчӗк хӗрача ҫитӗннӗ пек те, кӑштах ватӑлнӑ пек те туйӑнчӗ…

Помоги переводом

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Пуш уйӑхӗнче республикӑра ҫитӗннӗ инвалидсен уйрӑм категорийӗсене реабилитацилеме сертификатсем пама пуҫлаҫҫӗ.

В марте в республике начнется выдача сертификатов на реабилитацию отдельных категорий взрослых инвалидов.

Пушкӑртстан Республикинче сывлӑх начартарах ҫынсемшӗн тӑрӑшас ҫул шайӗнче СВО ветеранӗсемпе вӗсен ҫемйисем валли мероприятисем иртеҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... te-3641333

Ҫак паллӑ художница чӑваш кил-йышӗнче ҫуралнӑ, Сентӗрвӑрри хулинче ӳссе ҫитӗннӗ.

Помоги переводом

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Халӗ ӗнтӗ вӑл ҫитӗннӗ, каччӑ пулчӗ пуль.

Помоги переводом

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Иккӗшӗ — ача, пӗри — ҫитӗннӗ ҫын.

Помоги переводом

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫамрӑклах ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнӑ Роза ватӑ асламӑшӗ патӗнче Хусанта ӳссе ҫитӗннӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫак вӑхӑтра ачисем ыйхӑран вӑранчӗҫ те, вӗсене тирпейлеме тиврӗ, Анукпа Кӗтерук Атӑл хӗрринче ӳссе ҫитӗннӗ пулин те, пӑрахут ҫине пуҫламӑш хут ларса курнипе кунта вӗсемшӗн пурте ҫӗнӗ тата хальччен курман япаласем ҫеҫ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпир, ялта ҫитӗннӗ ача-пӑча, кирек епле ӗҫе те хӑнӑхса ӳсрӗмӗр.

Помоги переводом

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Ҫавӑнпа вӗсем маттур ҫитӗннӗ те ӗнтӗ.

Помоги переводом

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Унта пирӗн ялти кашни ҫитӗннӗ ҫын, ача пӗлекен ҫӑлкуҫ тапса тӑрать.

Помоги переводом

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Ялта ҫитӗннӗ ҫамрӑксем хулана аслӑ шкулсене вӗренме кӗме килеҫҫӗ те ҫав ҫул студентсен йышне тӑрайманнисем каялла тӑван кӗтесе таврӑнмаҫҫӗ: чылайӑшӗ вӑхӑтлӑх ӗҫе стройкӑна вырнаҫать.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хӗрӗх ҫул хушшинче кунта пайтах ырӑ ӗҫ тунӑ, мӗн чухлӗ ӗҫ паттӑрӗ ӳссе ҫитӗннӗ.

Помоги переводом

33 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗрарӑмсемпе ҫитӗннӗ хӗрсем тӑлӑх арӑмсен пухӑвӗнче каланӑ меслетсене аса илчӗҫ — вӗри мунчара сӑмакунпа тарласан, пилӗке вӗри милӗкпе пӑшӑхласан, сухан, эрӗм, ытти курӑксем ӗҫсен ҫие юлнинчен хӑтӑлма пулать имӗш.

Помоги переводом

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней