Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Пӗлетӗн-и, — терӗ, — эпӗ Ҫӗр ҫине килсе ҫитнӗренпе… ыран шӑп ҫулталӑк тулать…— Знаешь, — сказал он, — завтра исполнится год, как я попал к вам на Землю…
XXV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Вӗсем кунта килсе ҫитнӗренпе вӑхӑт икӗ сехете яхӑн иртрӗ ӗнтӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вӗсем ку вӑрмана килсе ҫитнӗренпе икӗ сехет ытла иртрӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Халӗ мана Джурдже тесе чӗнеҫҫӗ, хӑйӗн темле пиччӗшне асӑнас сӑлтавпа мана командир ҫав ята пачӗ, анчах манӑн вилнӗ хӗреснатте Тоза-тимӗрҫӗ ыйтнипе пуп кӗнекинче мана Владимир тесе ҫырнӑ; ҫирӗм ҫула ҫитнӗренпе столяр эпӗ, Кивӗ пасарта мастерской пулнӑ манӑн, халӗ — боец, хӑш-пӗр чухне паттӑр, тепӗр чухне апла мар.
13 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫуркунне ҫитнӗренпе атте килте сайра пулать.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗр тӗтреллӗ ир Аксинья тифран сывалса ҫитнӗренпе пӗрремӗш хут крыльцана тухрӗ те, ҫуркуннехи сывлӑшӑн ӳсӗртсе яракан уҫӑ варкӑшне сывласа, чылайччен анкӑ-минкӗллӗн пӑхса тӑчӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӗрарӑмсем хӑйсене пур арҫынсем те ман пекех лайӑх пӗлчӗрччӗ тесе ӗмӗтленмелле, мӗншӗн тесен вӗсенчен хӑрама пӑрахнӑранпа, пӗчӗк ҫитменлӗхӗсене пӗлсе ҫитнӗренпе эпӗ вӗсене ҫӗр хут та ытларах юрататӑп.
Июнӗн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
24. Ҫапла ӗнтӗ ӗненнипе тӳрре тухчӑр тесе, саккун пире ачана пӑхнӑ пек пӑхса Христос патне илсе пынӑ; 25. ӗненес вӑхӑт ҫитнӗренпе эпир ӗнтӗ — ача пӑхакан аллинче мар.
Гал 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1