Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫитиччен (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурте пуҫтарӑнса ҫитиччен хӗрарӑмсем йӗтем ҫинчи пӳрте кӗрсе халап ҫапса лараҫҫӗ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитиччен вӑрҫӑ пӗтес ҫук, — ура ҫине тӑчӗ комсомол организаци секретарӗ Ваҫук.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӑна йӑлтах кӗрсе ҫитиччен ку сасӑ ӑна тӗлӗкре илтӗннӗн туйӑнчӗ.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Анук Дусьана пристане ҫитиччен ӑсатасшӑнччӗ, лешӗ килӗшмерӗ.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗн кӑна илтмерӗ-ши Богданов хулана ҫитиччен?

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ кассир тӗп хулана кӑнтӑрла ҫитиччен тапранакан автобус ҫине билетсем сахалланса юлнине пӗлтерчӗ.

Помоги переводом

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Унта ҫитиччен мӗн чул вӑхӑт сая каять.

Помоги переводом

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

…Район шайӗнчи ларуран таврӑнакан Левенти киле ҫитиччен клуба кӗчӗ.

Помоги переводом

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

…Михаҫ, арӑмӗ вар-хырӑм ракӗпе аптраса вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗрсен, икӗ ҫула пуснӑ ывӑлӗ пиллӗке ҫитиччен хуҫалӑха пӗччен тытса тӑнӑ.

Помоги переводом

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Арҫын ун хыҫҫӑн, хуҫине ҫухатнӑ йытӑ пек, тӑкӑрлӑка ҫитиччен пычӗ, унтан, хӑйӗн пахчи тӗлне ҫитсен, уялла тухакан алӑкран кӗрсе улмуҫҫисем хушшинче ҫухалчӗ…

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Пур енче те ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ тӗле ҫитиччен тейӗн, пысӑк та пӗчӗк ҫутӑсем ялкӑшаҫҫӗ, ҫӑлтӑрлӑ пӗлӗт ҫӗре ӳкнӗ тейӗн.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Автобус килсе ҫитиччен вӗсем иртнӗ кунта тунӑ лайӑх ӗҫсемпе ҫитменлӗхсем пирки сӑмах сахал мар вакларӗҫ…

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ирина ӑна алӑк патне ҫитиччен ӑсатрӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Акӑ тата кӗтмен-туман ҫӗртен ҫӗнӗ ӗҫ тупӑнчӗ, пусма патне ҫитиччен сире алӑ ҫинче йӑтса пыма тивет.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Трибуна патне ҫитиччен вӑхӑт питех те вӑраххӑн шунӑн туйӑнчӗ.

Помоги переводом

Куҫлӑх // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 50–51 с.

— Ӑҫта ҫитиччен? — сиввӗн ыйтрӗ Раман.

Помоги переводом

«Жигули» туянаймарӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 34–35 с.

Кун чул пулса халиччен, Ҫур ӗмӗре ҫитиччен, Пӗр кирпӗч вӑл ҫаптарман, Пӗр хӑма вӑл ҫуртарман, Пӗр пӑта вӑл туянман, — Пӗр тӑкак та вӑл курман.

Помоги переводом

Ҫитет! // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 23 с.

Анчах ҫак чыса ҫитиччен малтан, 1917-мӗш ҫулта, Патӑръел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче ҫуралма тивнӗ-ха унӑн, пайтах ҫӑпата-пушмак ҫӗтме, пайтах шурӑ хут хуратма лекнӗ.

Помоги переводом

Василий Давыдов-Анатри // А.А. Галкин. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 2 с.

1351 ҫулта портулан пӗлтерни тӑрӑх (Флоренцире (Итали) упранать), Мадейрӑна португал карапӗсем кунта ҫитиччен чылай малтан уҫнӑ.

По свидетельству портулана 1351 года, хранящегося во Флоренции (Италия), Мадейра была открыта задолго до того, как португальские корабли достигли её.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Вӑрман касакансем ку вӑхӑтра ҫӗр типсе ҫитиччен анатри складра йывӑҫ сыпӑлаҫҫӗ.

Помоги переводом

49 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней