Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫынсем сан вӑхӑтунта та ҫителӗклӗ пурнӑҫпа пурӑнма пултарнине хӑвах кӑтартса патӑн эсӗ.Ты сама доказала, что и в твое время люди могут жить очень привольно.
9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ыттисем урӑх ҫӗршывсенче ӗҫлеҫҫӗ: вырӑн нумай унта, ӗҫ те ҫителӗклӗ, ирӗк те унта, пурнӑҫӗ те тулӑх.Другие работают в других странах: всем и много места, и довольно работы, и просторно, и обильно.
9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Общество мана тӗкӗнмен, мана тем те пӗр каласа пӗтермен, эпӗ Александр ҫине мӗнле пӑхнине курасшӑн пулман пулсан, — ун чухне, паллах, Дмитрий Сергеич сӗннӗ меслет шӑп та шай ҫителӗклӗ пулатчӗ, унӑн вилесси ҫинчен шухӑшламалла та пулмастчӗ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫакна тума кирлӗ пулнӑ тата ҫакна туни маншӑн ҫителӗклӗ пулнӑ пулсан, вӑл япалана вилӗмсӗрех сирсе яма май пурччӗ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ чунтан курайман ҫак ҫӗрҫӑтасшӗ уроксене кӑштах пӑрахма пултарнӑ пулӑттӑм, — заводра илекен шалу та ҫителӗклӗ пулнӑ пулӗччӗ, каннӑ та пулӑттӑм, ученӑй ӗҫне те тытӑнӑттӑм, ҫӗнӗрен чапа та тухнӑ пулӑттӑм.
XXV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Морфие ҫителӗклӗ ӗҫсессӗн, темӗнле хуйхӑ пулсан та, ыйхӑ килет килетех; хальхинче икӗ пилюля та ҫителӗклӗ пулчӗ, акӑ ыйхӑ пусса килет те ӗнтӗ.
XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мӗнех вара, шӑхӑрӑр та намӑслантарӑр, хӑвалӑр та ылханӑр, вӗсем сире усӑ панӑ, ку вӗсене ҫителӗклӗ, вара шӑхӑрса шавланӑ, аслати пек хытӑ ылханнӑ вӑхӑтра вӗсем мӗнле пулнӑ пекех, мӑнкӑмӑллӑ та ҫепӗҫскерсем, хаяр та ырӑскерсем, сцена ҫинчен анӗҫ.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗрисем ыттисенчен шалу ытларах илеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене шалу ытларах илни те ҫителӗклӗ, ҫавӑнпа ахаль ҫӗвӗҫсем усламран пурте пӗр пек илмелле тенине ӑнлантарса парасси йывӑртарах пулчӗ: ҫакӑ вӑл услама пайласа валеҫес ӗҫре тунӑ юлашки улшӑну пулчӗ, кӑна виҫҫӗмӗш ҫулӑн варринче турӗҫ; мастерскойра ӗҫлекенсем услам вӑл пӗр е тепӗр ҫын ӑста ӗҫленӗшӗн илекен укҫа маррине, вӑл мастерскойӑн пӗтӗмӗшле ӗҫӗн результачӗ пулнине — унӑн тытӑмӗн, унӑн тӗллевӗн результачӗ пулнине ӑнланчӗҫ, ҫак тӗллев вӑл — ӗҫлекен ҫынсене пурне те, вӗсен кирек мӗнле уйрӑмлӑхсем пулсан та, пӗр пек усӑ пулмалла тӑвасси, мастерской ҫакӑн пек ӗҫленинчен ӗҫлекенсем пурте услам тунӑ ҫӗре хутшӑнасси килет; мастерской мӗнле ӗҫлесси, унӑн пӗтӗмӗшле йӗрки пурте пӗр кӑмӑллӑ пулнинчен килет, пӗр кӑмӑллӑ пулас енӗпе вара кашни ҫын мӗнле кӑмӑллӑ пулни те питӗ паха; чи вӑтанчӑк е чи пултарусӑр хӗр пӗр сӑмах каламасӑр килӗшнин усси пуриншӗн те, пӗтӗм ӗҫ ӑнӑҫӑвӗшӗн усӑллӑ йӗркене сыхласа хӑварма, аталантарма чи вичкӗн те чи пултаруллӑ хӗр питӗ тӑрӑшса ҫӳренин уссинчен сахалах мар.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӗҫлӗ вырӑнта шутланман ахаль ҫӗвӗҫ-хӗрсем питӗ ҫепӗҫ пулчӗҫ, вӗсем, хӑйсем туса хунӑ йӗрке тӗрӗс маррине курса, ҫавӑн пек улӑштарма ыйтмарӗҫ: ӗҫлӗ вырӑнта ларакансем хӑйсемех ытлашшипе усӑ курни лайӑх маррине туйса илчӗҫ те, ҫӗнӗ йӗрке мӗнлине ҫителӗклӗ ӑнланса ҫитсен, ытлашши илни кирлӗ мар, терӗҫ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Закройщицӑсем тата ҫӗленӗ япаласене валеҫсе ҫӳресе тата урӑх ӗҫ туса расна шалу илекен хӗрсене ҫав расна шалу та ҫителӗклӗ, ҫавӑнпа вӗсем услам шучӗпе ыттисенчен ытларах илни тӗрӗс мар тесе шутларӗҫ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Каярахпа вӑл мастерскойра яра кун ӗҫлемесен те ҫителӗклӗ пулнине курчӗ, вара ӗҫ кунӗ кӗскелнине кура унӑн шалуне те пӗчӗклетрӗҫ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл урӑх ӗҫе тытӑнмасть пулсан, апла вара мана хамӑрӑн пур укҫа та ҫителӗклӗ.А если он этого не делает, значит, мне довольно и тех денег, которые у нас с ним есть.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпир ушкӑнпа начар пурӑнманнине эсир пӗлетӗр ӗнтӗ: эпир пуян ҫынсем мар, анчах пирӗн пурте ҫителӗклӗ.Мы с мужем живем, как вы знаете, без нужды: люди не богатые, но всего у нас довольно.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Дмитрий Сергеич унпа преферансла вылярӗ, малтан выляса илчӗ, унтан Марья Алексевнӑна каялла выляса илме май пачӗ, унтан тата 35 пус выляса ячӗ, — вӑл Марья Алексевнӑна пӗрремӗш хут савӑнтарчӗ, вӑл тухса кайнӑ чухне Марья Алексевна питӗ хаваслӑ юлчӗ, — укҫашӑн мар, хӑйне хӑех питӗ хаваслӑ юлчӗ: материализм ӑшне путсах ларнӑ чӗресен те тап-таса идеалла савӑнӑҫсем пур, ҫакӑ вӑл пурнӑҫа материализмла ӑнлантарса пани ҫителӗклӗ маррине ӑнлантарса парать те ӗнтӗ.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Епле-ха ҫакӑн хыҫҫӑн Марья Алексевнӑн татти-сыпписӗр сӑнама чарӑнмалла мар? — Лопухов корсет шал енне те пӑхмасть, пит-куҫӗнче те нимӗнле туйӑм ҫук, турӑш кӗнекисем те вулама парать, — ҫителӗклӗ те пек-ҫке ӗнтӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.