Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫулсерен патшалӑх влаҫӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ертӳҫисем сывӑ пурнӑҫ йӗркипе пурӑнмаллине тата спортпа туслашмаллине хӑйсен тӗслӗхӗпе ҫирӗплетеҫҫӗ, — терӗ Юрий Егорович физкультурӑпа спорт спартакиадине ирттересси ырӑ йӑла пулса тӑнине палӑртса.
Спорт кулленхи ӗҫре вӑй парать // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
Тӑрӑшни усса кайнине тӑтӑшах ҫӗнсе илнӗ ҫитӗнӳсем те ҫирӗплетеҫҫӗ.
Икӗ хутчен «ылтӑн» ҫӗнсе илнӗ // М. МИХАЙЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.29
Ӳсен-тӑранри активлӑ веществосем иммунитета ҫирӗплетеҫҫӗ, инфекци чирӗсемпе кӗрешеҫҫӗ.
Ылтӑн хунав // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№
Ӑна Луганскри Хӗрлӗ ҫар штабӗн пуҫлӑхне ҫирӗплетеҫҫӗ.
Пархоменко урамӗ // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20
Вӑл пултаруллӑ учитель пулнине ачасем олимпиадӑсенче ҫӗнтерсе ҫирӗплетеҫҫӗ.
Воспитани центрӗн ертӳҫи // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29
Вӗсем эпир проектсене обществӑпа, халӑхпа сӳтсе явнине ҫирӗплетеҫҫӗ, пӗр шухӑш патне пырса тухма пулӑшаҫҫӗ.
Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
муниципалитетӑн тӑтӑш турттармалли маршручӗсем тӑрӑх тӑтӑш турттарас ӗҫе йӗркелемелли правилӑсене ҫирӗплетеҫҫӗ, муниципалитетӑн тӑтӑш турттармалли маршручӗсем тӑрӑх йӗркелесе тӑман хаксемпе тӑтӑш турттарас ӗҫе пурнӑҫлас тӗлӗшпе палӑртакан, муниципалитетӑн тӑтӑш турттармалли маршручӗсемпе ҫӳрекен транспорт хатӗрӗсен расписанийӗ тӗлӗшпе палӑртакан требованисене кӗртсе;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче автомобиль транспорчӗпе пассажирсем турттарассине йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
6. Енчен те тӑтӑш турттарас ӗҫе йӗркелесе тӑракан хаксем тӑрӑх пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене туянасси ҫинчен калакан документсемпе (ҫавнашкал ӗҫсене пӗртен-пӗр подрядчикран туяннӑ чухне) е тата патшалӑх е муниципалитет контракчӗпе подрядчике ҫавнашкал ӗҫсене пурнӑҫланипе пулнӑ тӑкаксен пӗр пайне саплаштарма субсидисем уйӑрса пама палӑртнӑ пулсан, патшалӑх е муниципалитет контракчӗн малтанхи (чи пысӑк) хакне, пӗртен-пӗр подрядчикпе тӑвакан патшалӑх е муниципалитет контракчӗн хакне асӑннӑ субсидисене шута илсе ҫирӗплетеҫҫӗ.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче автомобиль транспорчӗпе пассажирсем турттарассине йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
5. Енчен те тӑтӑш турттарас ӗҫе йӗркелесе тӑракан хаксем тӑрӑх пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене туянасси ҫинчен калакан документсемпе (ҫавнашкал ӗҫсене пӗртен-пӗр подрядчикран туяннӑ чухне) е тата патшалӑх е муниципалитет контракчӗпе килӗшӳллӗн пассажирсене илсе ҫӳренӗшӗн тата багаж турттарнӑшӑн илекен тӳлеве патшалӑх заказчикне е муниципалитет заказчикне куҫарса памалла пулсан, патшалӑх е муниципалитет контракчӗн малтанхи (чи пысӑк) хакне, пӗртен-пӗр подрядчикпе тӑвакан патшалӑх е муниципалитет контракчӗн хакне асӑннӑ тӳлеве шута илмесӗр ҫирӗплетеҫҫӗ.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче автомобиль транспорчӗпе пассажирсем турттарассине йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
7. Муниципалитетӑн нормативлӑ право акчӗсемпе предпринимательлӗх тата инвестици ӗҫӗ-хӗлӗн субъекчӗсем валли маларах пӑхса хӑварнӑ тивӗҫсене улӑштаракан е ҫӗнӗрен палӑртакан муниципалитетӑн нормативлӑ право акчӗсен проекчӗсен йӗркелӳ тӗлӗшӗнчен витӗм кӳреслӗхне хаклас ӗҫе ҫирӗплетнӗ йӗркепе тумалли муниципаллӑ районсен тата хула округӗсен переченьне Чӑваш Республикин саккунӗпе палӑртаҫҫӗ. Ҫав хушӑрах муниципаллӑ районсене тата хула округӗсене кӑтартнӑ перечене кӗртмелли виҫесене Чӑваш Республикин саккунӗпе ҫирӗплетеҫҫӗ, вӗсем Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑх ӗҫ-хӗлне тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ объективлӑ уйрӑмлӑхсене, ҫавнашкал муниципалитет пӗрлӗхӗсене шанса панӑ патшалӑх полномочийӗсен йышӗн шайне палӑртаҫҫӗ.».
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен" саккунӗн 2 статйин 2-мӗш пайӗн 2-мӗш тата 3-мӗш пункчӗсем хӑйсен вӑйне ҫухатни ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
«7. Предпринимательлӗх тата инвестици ӗҫ-хӗлне пурнӑҫлассине пырса тивекен муниципалитет акчӗсене ҫирӗплетнӗ йӗркепе экспертиза ирттермелли муниципаллӑ районсен тата хула округӗсен переченьне Чӑваш Республикин саккунӗпе палӑртаҫҫӗ. Унпа пӗрлех муниципаллӑ районсене тата хула округӗсене асӑннӑ перечене кӗртмелли виҫесене Чӑваш Республикин саккунӗпе ҫирӗплетеҫҫӗ, вӗсем Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑх ӗҫ-хӗлне тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ объективлӑ уйрӑмлӑхсене, ҫавнашкал муниципалитет пӗрлӗхӗсене шанса панӑ патшалӑх полномочийӗсен йышӗн шайне палӑртаҫҫӗ.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен" саккунӗн 2 статйин 2-мӗш пайӗн 2-мӗш тата 3-мӗш пункчӗсем хӑйсен вӑйне ҫухатни ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
6) 274 статьяна ҫакӑн пек ҫырса хурас: «274 статья. Чӑваш Республикин Резерв фончӗн укҫи-тенкине пухмалли йӗрке Чӑваш Республикин Резерв фондне Чӑваш Республикин республика бюджечӗн дефицитне укҫа-тенкӗпе тивӗҫтермелли ҫӑл куҫсен йышӗнче тата (е) Чӑваш Республикин республика бюджечӗн тӑкакӗсен йышӗнче кӑтартаҫҫӗ. Чӑваш Республикин Резерв фондне ҫаксен шучӗпе йӗркелеҫҫӗ: Чӑваш Республикин республика бюджечӗн налук тупӑшӗсен тата налукпа ҫыхӑнман тупӑшсен пайӗсенчен, Ҫул-йӗр фончӗн бюджечӗн укҫа-тенкине пухмалли ҫӑл куҫсем шутланакан укҫа-тенкӗсӗр пуҫне; Чӑваш Республикин республика бюджечӗн пӗрлехи счечӗ ҫинче юлнӑ, тӗллевлӗн уйӑрса пама палӑртман укҫа-тенкӗ пайӗнчен. Чӑваш Республикин Резерв фончӗн виҫине Чӑваш Республикин Чӑваш Республикин черетлӗ финанс ҫулӗнчи тата планпа пӑхнӑ тапхӑрти республика бюджечӗ ҫинчен калакан саккунӗпе ҫирӗплетеҫҫӗ.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче бюджет правин хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/laws.aspx?gov_id=49&id ... BD&size=20
Кӑшт вӑхӑт иртсен ӑна шкул заведующийӗ пулма ҫирӗплетеҫҫӗ.
Аппӑшне качча илсе йӑмӑкӗпе ӗмӗрне ирттернӗ // ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17
Малтанлӑха ӑна пуҫламӑш класри ачасене параҫҫӗ, каярахпа шкул заведующийӗ пулма ҫирӗплетеҫҫӗ.Для начала ему доверять детей начальных классов, затем назначат заведующим школой.
Аппӑшне качча илсе йӑмӑкӗпе ӗмӗрне ирттернӗ // ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17
«Эпӗ сире пурнӑҫра ҫӑмӑл ҫулпа утма сӗнместӗп. Йывӑрлӑхсем ҫынна вӑйлатаҫҫӗ, кӑмӑл-туйӑма ҫирӗплетеҫҫӗ кӑна, — терӗ РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗме вӗренӗве ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ ятпа саламланӑ май. — Диплом илни ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫланнине пӗлтерет. Сирӗн кашнин пысӑк ӗмӗт пур. Паянхи ӗҫе нихӑҫан та ырана ан хӑварӑр».
Чи лайӑххисем // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Тӗрӗссипе, чӑваш ҫи-пуҫне мӗнпур ӗҫтеш, ашшӗ-амӑшӗ пӗрле янтӑлаттӑмӑр, — ӗҫӗ чун туртӑмӗпе пӗр килнине ҫирӗплетеҫҫӗ пултаруллӑ хӗрарӑмӑн сӑмахӗсем.
"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Кунта хӑшӗ чупать, хӑшӗ утса ҫӳрет, теприсем вара волейболла, футболла выляҫҫӗ, нумаях пулмасть кунтах вырнаҫтарнӑ спорт оборудованийӗ ҫинче кӗлеткине ҫирӗплетеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ спортзал - пысӑк ҫитӗнӳсем // Н.БЕЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.01
Америкӑри хальхи ӑсчахсем клевер пӗверӗн, ват хӑмпин, пыршӑлӑхӑн тӗрлӗ чирӗнчен, подагрӑран пулӑшнине ҫирӗплетеҫҫӗ.
Хӗрлӗ клевер чечеке ларсан // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№
Статистика тӑрӑх, гражданла мӑшӑрланура 3-5 ҫул пурӑннӑ хыҫҫӑн мӑшӑрсем уйрӑлаҫҫӗ е хӑйсен ҫыхӑнӑвӗсене саккунпа ҫирӗплетеҫҫӗ.
Ҫырӑнмасӑр кӑна пурӑнар-и? // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25
Артур вара ку енӗпе ҫемьене ҫӗнӗ ача хутшӑнса пымассерен ҫирӗп асӑрхаттараканни: «Светлана Николаевна тӗрӗссине пурпӗрех пӗлет, суйса-вӑрласа ан аппаланӑр, мӗн кирлине унран тӳррӗн ыйтӑр», — воспитани ӗҫӗ хӑйӗн ҫимӗҫне панине ҫирӗплетеҫҫӗ кил ӑшшине упраканӑн сӑмахӗсем.
Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№