Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫиллентер сăмах пирĕн базăра пур.
ҫиллентер (тĕпĕ: ҫиллентер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кума, кунашкал калаҫса турра ан ҫиллентер, — хирӗҫлерӗ ӑна Анук.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Никама та ан кӳрентер, никама та ан ҫиллентер, ан макӑрт, ан хӗсӗрле.

Помоги переводом

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Киремете ан ҫиллентер, тархасшӑн.

Помоги переводом

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Асту, пупа ан ҫиллентер.

Помоги переводом

Пӗтрӗ шкула ҫӳресси // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Лешӗ ан ҫиллентер тесе ӑна вӑл пуп ҫывӑхне пыма хӑйман пек кӑтартать.

А чтобы тот ничего не заподозрил и не рассердился, корчил из себя стеснительного, несмелого парня.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах никама та ан текӗн, ан ҫиллентер.

Но никого не трогай, не серди.

Кам айӑплӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пыр та ҫиллентер эс ӑна!

Его ведь ничем не проймешь.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Ун вилӗмӗ — таса вилӗм, турра ан ҫиллентер, старик.

— Смерть его святая, не гневи Бога, старик.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ан ҫиллентер мана.

Не серди меня.

II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хӑвӑн сӑмахупа Турра ан ҫиллентер, Вӑл санӑн аллун ӗҫне пӗтерсе ан пӑрахтӑр.

Для чего тебе делать, чтобы Бог прогневался на слово твое и разрушил дело рук твоих?

Еккл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней