Поиск
Шырав ĕçĕ:
Халӗ вӑл, аяккарах кайса, Миша ҫине ҫиленерех пӑхса тӑчӗ.
4. Вӑрлани // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
— Эппин дисциплина пирки пушшех те аванрах пӗлмелле ун! — ҫиленерех каларӗ Митя, вара статьяна хӑй патнерех шутарчӗ те ӑна тепӗр хут вуласа тухрӗ.
25 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Василий хӑй хумханнине ҫиленерех шӳтлесе каланипе пытарма тӑрӑшрӗ.» — Василий старался грубоватой шутливостью замаскировать свое волнение.
7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Кирлӗ мара калаҫатӑр, Павел, — ҫиленерех каларӗ Тоня, — халех кӗрӗр кунта.— Вы чепуху говорите, Павел, — рассердилась Тоня, — идите сейчас же сюда.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Мӗн тӑвас тетӗр ӗнтӗ эсир кӑвакал чӗпписемпе? — тесе ыйтрӑм эпӗ ачасенчен ҫиленерех.
Ачасемпе кӑвакал чӗппи // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 15–16 с.
— Чӑтса ирттерӗпӗр, — кӑмрӑк ҫине пӑхса ҫиленерех каласа хучӗ вӑл.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
— Мӗн «анне» тетӗн тата? — ҫиленерех хушрӗ Василиса Прокофьевна.
Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫапла чуптунӑшӑн тарӑхаҫҫӗ те вӗсем, сайра хутра тенӗ пек, ҫулҫисемпе ҫиленерех пӑшӑлтатса, пӗр-пӗринпе калаҫкаласа илеҫҫӗ.
II. Голова // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Мӗнре тата? — ҫиленерех ыйтрӗ Руденко.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Пирӗн пекарь, кӑмака анине кӗреҫипе вӑйлӑн, ҫиленерех шӑйӑрттарчӗ те, сасартӑк мӑшкӑлларах каласа хучӗ: — Пӗчӗк чӑрӑшсене тӳнтерме пысӑк вӑях кирлӗ мар, эсӗ ак хыра тӳнтерсе пӑх… — терӗ.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
— Мӗншӗн ман пата пымарӑр? — тесе ҫиленерех ыйтрӗ те вӑл мӑйӑхӗпе куҫне шӑлма тытӑнчӗ.— Что же не ко мне? — сердито спросил он и стал долго вытирать глаза, усы.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Акӑ мӗнле шухӑш тытнӑ иккен, кӑвакарчӑнӑм, — терӗ вӑл ҫиленерех кӑна, — пит аван!— Так ты вот что задумал, голубчик, — говорила она сердито, — хорош!
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Мӗн тейӗн? — ҫиленерех ыйтрӗ манран кукамай.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Кайӑр, эпӗ халех пырӑп, — терӗ вӑл ҫиленерех.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Архангельскри промышленниксем унӑн пиччӗшне, экспедицине кайма тесе, ҫӳреме юрӑхсӑр йытасем сутни ҫинчен тата ҫиленерех ҫырнӑ вӑл, ҫав йытӑсене, имӗш, хулари ачасем те мӑшӑрне «ҫирӗм пуса» сутма пултарнӑ пулать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Мӗн калаҫмалли пур? — терӗм эпӗ ҫиленерех, — ҫӗмӗретӗп-и…
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1