Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫиетчӗ (тĕпĕ: ҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӗрӗллех ҫиетчӗ, тет!

Ел прямо на кореню!

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑй те начар ҫиетчӗ, тарҫисем вара, талӑкра ҫирӗмшер сехет ӗҫлетчӗҫ пулин те, лашасене апат пӑтратса пама е выльӑх-чӗрлӗхсене утӑ-улӑм пама ҫӗрхута пилӗкшер хут тӑрса тухатчӗҫ пулин те, вӗсене выҫӑпа антӑхтаратчӗ.

Сам, бывало, плохо жрет и работников голодом морит, хоть и работают они двадцать часов в сутки да за ночь встают раз по пять коням подмешивать, скотине метать.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Типӗ тытни сиенлӗ, анчах ӳт ҫиме юрамасть, Беликов типӗ тытмасть, тесе ҫӳрӗҫ, ҫавӑнпа ҫупах пулла ӗне ҫӑвӗпе пӗҫерсе ҫиетчӗ, апачӗ типӗ мар, апла пулин те, ӳт ҫиет тесе калама та ҫук.

Постное есть вредно, а скоромное нельзя, так как, пожалуй, скажут, что Беликов не исполняет постов, и он ел судака на коровьем масле, — пища не постная, но и нельзя сказать чтобы скоромная.

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Унтан вара хам вӗҫсе кайсан та пӗтӗм экипажӑм ман арӑма мухтаса маслина е ӳсӗртекен чие ҫиетчӗ.

И потом, в полёте, весь экипаж хвалит мою жену и ест маслины или пьяную вишню.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗҫӗмрен хуратул ҫиетчӗ.

Все гречу ел.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗҫлесе килнӗ хыҫҫӑн атте ларакан вырӑнта таянса ларатчӗ, аттен кашӑкӗпе аттен турилккинчен ҫиетчӗ.

и, хотя очень тяжело было видеть, как он приходит и садится, развалясь, на то место, где прежде сидел отец, и ест его ложкой, из его тарелки,

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӳррипех калатӑп, манпа юнашар ларакан ҫын пикенсех ҫиетчӗ пулсан та, эпӗ хӑрарӑм; Грушницкий темлерех чӑннине персе янӑ пулсан, вӑл хӑйшӗн чылаях кичем япаласем илтме пултарнӑ пулӗччӗ; анчах кӗвӗҫнипе вӑл кун ҫинчен шутламан та.

Признаюсь, я испугался, хотя мой собеседник очень был занят своим завтраком: он мог услышать вещи для себя довольно неприятные, если б неравно Грушницкий отгадал истину; но ослепленный ревностью, он и не подозревал ее.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл ахаль те апата суйласа кӑна ҫиетчӗ, сӗтпе-мӗнпе кӑна…

Он и так уж старался поменьше исть, молоком больше…

Пахчапа мунча хуҫи // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 52–58 стр.

Санӑн аҫу ҫиетчӗ те, ӗҫетчӗ те, анчах вӑл тӳрӗ сут тӑватчӗ, тӳррине тӑватчӗ, ӑна ҫавӑнпа лайӑхчӗ.

отец твой ел и пил, но производил суд и правду, и потому ему было хорошо.

Иер 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней