Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫивӗтленнӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Бунчук юнашар пырса тӑчӗ: анса ларакан хӗвелӗн йӑмӑк хӗрлӗ шевлисемпе ҫивӗтленнӗ урам вӗҫнелле чӑрсӑррӑн пӑхса, шӑппӑн хуравларӗ:

Бунчук остановился с ней рядом; ошалело глядя в конец улицы, где застряло солнце, затопляя все багровым половодьем, ответил тихо:

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Самантлӑха ҫамрӑк казак юррине итлесе тӑчӗ те, сарӑ пайӑркаллӑ ҫутӑпа ҫивӗтленнӗ чукун ҫул тӑрӑх пӑхкаласа, хӑюллӑн эшелон еннелле утса кайрӗ.

Постоял, прислушиваясь к песне; оглядел пути, отмеченные желтыми запятыми огней, уверенно пошел к эшелону.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Днепрӑн сӗвек ҫыранӗсемпе сӑрчӗсем тӗлӗнчи тӳпе ҫутӑ кӑвак, хӗрлӗ тата тӗксӗм сарӑ тӗссемпе пайӑркаланса ҫивӗтленнӗ те, тавра курӑм аялӑшӗнче мӗн пурри йӑлтах черченкӗллӗн курӑнса тӑрать, йӗппе чикнӗ евӗр куҫа чӗпӗтсе ыраттарать.

За покатым свалом Днепра небо крашено лазурью, киноварью, ржавой позолотой, каждый штрих на горизонте так неосязаемо воздушен, что больно касаться взглядом.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней