Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вилесене шӑтӑка антарчӗҫ; хыттӑнах ӗсӗклесе туземецсем шӑтӑка тӑпра купаласа ҫиелтен ҫеремпе витсе хучӗҫ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Пирӗн ытти масарсем пекех, вӑл хурлӑхлӑн курӑнать: ун таврашӗнчи канавсем тахҫанах ҫеремпе витӗннӗ, сӑнсӑрланнӑ йывӑҫ хӗрессем тахҫан ӗлӗк сӑрланӑ ҫивиттисем айӗнче пуҫне пӗксе ҫӗрсе лараҫҫӗ, чул плитасем, такам аялтан тӗртнӗ пек, пурте вырӑнтан хускалнӑ; икӗ-виҫӗ ҫаралса юлнӑ йывӑҫ кӑшт кӑна сулхӑн параҫҫӗ, виле тӑприсем хушшинче сурӑхсем чарусӑррӑн ҫӳреҫҫӗ…
XXVIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вӗсем персе вӗлернӗ ҫынсен тӑпри патне ҫитрӗҫ, — вил тӑприне ҫиелтен ҫеремпе витсе хунӑ-мӗн.Они подошли к могиле расстрелянных, — могила сверху была укрыта дерном.
XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫулне кӗскетес тесе, Давыдов айккинелле пӑрӑнчӗ, тӳрӗрен, ҫеремпе кайрӗ, анчах ҫур ҫухрӑм пек те утаймарӗ — ӑна сасартӑк, темле курӑнман чикӗ урлӑ каҫса, урӑх тӗнчене пырса кӗнӗ пек туйӑнчӗ: атӑ кӗли ҫумне пӗрчӗллӗ кушак хӳри ҫапӑнма пӑрахрӗ, таврара чӑпар чечексем курӑнми пулчӗҫ, чечеке ларнӑ тӗрлӗ курӑксен тутлӑ шӑрши сирӗлчӗ, таҫта ҫухалчӗ, ун умне таҫта ҫитиех ҫара, сӑрӑ, тӗксӗм ҫеҫен хир сарӑлса выртрӗ.
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл мӗн юрланине калама та хӗн: вӑл урӑхран шкула ҫӳремелле марри, шыва кӗмелли, ҫырла-кӑмпа пухмалли тата ытти ҫӗрте пӗр тӗслӗ ҫуллахи савӑнӑҫсем ҫитни ҫинчен, пӗлме ҫук, ешӗл ҫеремпе ҫаруран утма, уй-хирпе ҫарана сӑнаса пыма, хурт-кӑпшанкӑсем сӗрленине итлеме ҫав тери лайӑххи ҫинчен юрлать-и тен.
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унтан йывӑҫ картасем, ҫеремпе витӗннӗ шӑтӑксем пуҫланчӗҫ.
XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Разведчиксен команди халӗ палаткӑра вырнаҫман, вӑл нимӗҫ офицерӗсен пулнӑ блиндажа — питӗ лайӑх, ҫиелтен тӑватӑ хут шултра пӗренесемпе тата ҫеремпе витнӗ ҫирӗп сооружение йышӑннӑ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
- 1
- 2