Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӑна илтсенех чунӗнче хӗпӗртӳллӗ темӗнле туйӑм амаланса ҫӗкленет, калаҫакан сасӑ ун умне ҫепӗҫ те килӗшӳллӗ ҫын сӑнарне кӑларса тӑратать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 114–118 с.
Дрэп ҫак самантсенче ӑсран тайӑлманнин сӑлтавӗ — телейлӗ чӗрӗ сасӑ; вӑл унӑн хальхи тӑрӑмне ҫепӗҫ йӗрпе чӗрсе хускатрӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.
Вара Рене — амӑшӗннилле васкавлӑ хусканусемпе — Шамполионӑн вӗри пуҫне хӑйӗн ҫепӗҫ кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртарӗ те ӗсӗклесех йӗрсе ячӗ, Шамполион та чунӗ пушанса юлнине ҫӗнтерсе Ренерен тӗршӗнчӗ, — ҫак юрату вӑйӗпе ҫемҫелнӗскер, хумханса ӳкнӗскер; юратӑвӗ вара курайманлӑхра вӗҫленчӗ, курайман юратура — хӑрушӑ юмах туйӑмӗнче.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Унӑн чӗринче малтанхи пекех курайманлӑхпа юрату тавлашаҫҫӗ, чи юратуллӑ, ҫепӗҫ ытам та асӗнче кӑкӑрӗнчен кӗскен чышнӑ чухлӗ юлман.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Ҫурма уҫӑ кӑкӑрӗ ҫинче аялти кӗпе хӗрри чӗтрекелет, чӗри таппине лӑпкӑ хусканупа евӗрлет, ҫакна курсан, кӑмӑл-туйӑмӗн вӑрттӑн пӗлтерӗшӗн вӑйӗпе, — ҫывӑракан ҫак чун тӗлӗшпе Шамполион ҫепӗҫ ҫывӑхлӑх тата унпа пӗрле пулнин савӑнӑҫне туйса илчӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Ҫепӗҫ те ҫемҫе, шурӑ ҫӳллӗ ҫамки янкӑр уҫӑ, ирӗклӗн, анчах тунсӑхлӑн пӑхакан куҫӗсемпе, пӗтӗмӗшпе вара сӑн-пичӗпе чаплӑ килӗшӳлӗхре.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
О, ҫепӗҫ старик!
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Лисс халӑхӗ авантюристсемпе контрабандистсенчен тата моряксенчен тӑрать; хӗрарӑмсем ангелсемпе мегерӑсене пайланаҫҫӗ; ангелсем, ӑнланмалла ӗнтӗ, ҫамрӑк, пӑхсан ӗнтсе илесле хитре, ҫепӗҫ, мегерӑсем вара — ватӑ; анчах мегерӑсем те, ҫакна манас марччӗ, пурнӑҫра усӑ кӳреҫҫӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Кӗпе пурҫӑнӗ витӗр чӗр куҫҫисен ҫепӗҫ, ачаш ӑшши Гнорӑн пит ҫӑмартисем ҫумне ҫыпӑҫать; вӑл ҫак ӑшӑра рехетленет — пуҫне тачӑрах чӑмӑртаса тата тилӗрӳ куҫҫулӗ шӑваракан сӑн-питпе; ыттисемшӗн ҫухалнӑскер — нимӗн те чӗнмест.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Унта яшлӑх; таса юратӑвӑн чуна ҫутатакан ҫепӗҫ сассисем; пуҫа илӗртӳллӗн ҫавӑракан сехре хӑппилӗх янӑракан пурнӑҫран туллирех те савӑнӑҫлӑрах; хуйхӑ-асапӑн тӗттӗм тамӑкӗ — чун хавалне сакӑр ҫул кисретни, ухмаха ернӗ пек — сакӑр ҫул ҫунни-ӗмӗтленни, куҫҫуль тӑкни, ылханни, питех те киревсӗр шӑпа; вӑхӑт юхан-ҫӑпанлӑхӗ; пепке ҫине ӳкнӗ сӑрт; хӗвел, хӑйӑр, шӑплӑх.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Вӑл тинкерӳллӗн, йывӑррӑн пӑхнине хура ҫӳҫлӗ портрет юмарт, ҫепӗҫ кулӑпа хуравларӗ.Темноволосый портрет ответил его цепкому, тяжелому взгляду простой, легкой улыбкой.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
— Ыйхӑ ҫӗтрӗ, — Кармен Гнорпа юнашар хӑяккӑн тӑрать; унӑн алли, ҫамрӑк ҫын ҫепӗҫҫӗн тытнӑскер, каччӑн ҫанни ӑшне шанса-ӗненсе йӑпшӑнчӗ, пуставпа кӗпе хушшине самантлӑх ачашланӑвӗн ҫепӗҫ сисӗмне хӑварчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Вӑрттӑн ҫепӗҫ аса илӳсем уншӑн, ытти кирек мӗнле юмарт чуншӑнни пекех, общество математикин ыйтӑвӗсенчен витӗмлӗрех.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Манӑҫа тухма пуҫланӑ аса илӳсем ҫӗкленчӗҫ; ирхи шӑплӑхра вӗсене хӑйсен сисӗнми хӑвӑртлӑхӗпе тата таврӑнмилӗхӗпе пӑхӑнтаракан тӗлӗксен ҫепӗҫ сӗмӗ ҫапрӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Ҫав хушӑра инҫетри вӑрмансемпе тусӗнчен иртсе Ҫурҫӗр Ҫырма масарӗ патне ҫуркуннен янкӑр уҫӑ ирӗ йӑпшӑнса-ҫывхарса килет; унӑн йӑпшӑнӑвӗ — юратакан хӗр савнӑ ҫыннин тӑнлавӗнчен перӗнсе, пӑхӑнуллӑ ҫӳҫ ӑшӗнче — пуҫне ӑшӑтса, куҫӗсене кулӑпа ҫиҫтерсе, пуҫне вара сасӑсӑр сывлӑх сунӑм вӑхӑтӗнче хускалмасӑр тӑма хушса ҫепӗҫ пӳрнесем куҫнӑ евӗр.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Нок хӑйӗн унчченхи тискер, йывӑр пурнӑҫӗ пирки уйлама пикенчӗ: вараланчӑк юрату, тӗрме, мӑнаҫлӑ ӑншӑртпа киленсе ҫынсене хирӗҫ тӑни, ӳчӗпе мар пулин те чунӗпе вӗсенчен яланлӑхах уйрӑлма тӗв туни; хуҫӑлнӑ пурнӑҫсен шанчӑклӑ, ҫепӗҫ ҫулташне ҫеҫ — ӗмӗте — юратни…
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Анчах унӑн тинӗсӗн — Сигбин ҫиллӗ вӗтӗ хум евӗр кукӑр-макӑр ҫырӑвӗ юратуллӑ, ҫепӗҫ ӳпкев кӳрсе килнӗ тинӗсӗн — пӑхӑнтаруллӑ йыхӑрӑвӗпе кӗрешме текех вӑйӗ юлмарӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Ӑнлантарайми ӑнтӑлуллӑ хӑпартлану чунне вӑрманӑн ҫынсӑр савӑнӑҫӗнчен сӑнчӑрларӗ, вара, куҫҫульпе тулнӑ сывлавне пусарса, мӑйӗ ҫине курӑнми ҫепӗҫ алӑ выртрӗ.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Вӗсен Тарта курӑнми нумай-нумай куҫӗ сывлӑшра ҫаврӑнать-пӑтранать, ҫав куҫсем унӑн аллисем ҫине чечек куҫҫульне тӑкаҫҫӗ, хурт-кӑпшанкӑн симӗсрех хӗлхемӗсемпе йӑлтӑртатаҫҫӗ те ҫухалаҫҫӗ — тимлӗ-тимлӗ шухӑшпа, тунсӑхпа, аса илӳлле ҫепӗҫ кулянупа тулнӑскерсем.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Анчах ҫаксенчен нимӗнпе те кая мар урӑх тӗлӗнтермӗш те пур: ҫепӗҫ кулӑ, хаваслӑх, каҫару ыйтни тата… вӑхӑтра каланӑ, кирлӗ сӑмах.Но есть не меньшие чудеса: улыбка, веселье, прощение, и — вовремя сказанное, нужное слово.
VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.