Поиск
Шырав ĕçĕ:
8. Филопатор вара, вӑхӑтлӑх ӑнӑҫупа мӑнаҫланса кайса, аслӑран та аслӑ Туррӑн ирӗкӗ ҫинчен шухӑшлама пӗлмесӗр, малтанхи шухӑшӗнчен чакма шутламан, ҫапла тумах шухӑшланӑ, вӑл иудейсене хирӗҫ ҫакӑн пек ҫыру ҫырнӑ: 9. «Птоломей Филопатор патша Египетра пурӑнакансене, вырӑнти ҫарпуҫсене тата ҫар ҫыннисене савӑнӑҫпа сывлӑх сунать.
3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
57. Ҫавӑнпа вӑл васкасах кайнӑ та патшана, ҫарпуҫсене тата аслӑ улпутсене ҫапла каланӑ: пире кашни кунах ҫитмен пурӑнӑҫ аптӑратать, пирӗн апат-ҫимӗҫ те сахал, хамӑр хупӑрласа илнӗ вырӑн вара ҫирӗп тӑрать-ха, ҫав хушӑрах пирӗн тата патшалӑха та пӑхса тӑмалла.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫакна илтсессӗн, патша ҫилленсе кайнӑ та хӑйӗн пӗтӗм тусне, ҫарпуҫсене, утлӑ ҫар пуҫлӑхӗсене чӗнсе пуҫтарнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара Навуходоносор патша, хӑй лартнӑ кӗлетке-йӗрӗхе чаплӑн уҫнӑ ҫӗре пуҫтарӑнччӑр тесе, сатрапсене, ҫӗршыв пайӗсен пуҫлӑхӗсене, хула пуҫлӑхӗсене, канашҫӑсене, ҫарпуҫсене, аслӑ тӳресене, хысна управҫисене, саккун йӗркине тытса пыракансене, сут ӗҫӗн ҫыннисене, тӗрлӗ ҫӗрсен тӳри-шарине чӗнме ҫын янӑ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иеремия вара хӑй патне Карей ывӑлне Иоанана, унпа пӗрле пулнӑ ҫарпуҫсене, пӗтӗм халӑха — кӗҫӗннинчен пуҫласа пысӑккине ҫитиех — чӗнсе илнӗ те 9. вӗсене каланӑ: эсир мана Ҫӳлхуҫа патне, Израиль Турри патне, ятӑр, Унӑн умӗнче хӑвӑршӑн тархаслама ыйтрӑр, Вӑл ӗнтӗ ҫапла калать: 10. эхер те ҫак ҫӗр ҫинчех юлатӑр пулсассӑн, Эпӗ сире ҫирӗплетӗп, аркатмӑп, вырӑнаҫтарӑп, кӑкламӑп: Эпӗ ӗнтӗ сире хӗн-хур кӑтартнӑшӑн ӳкӗнетӗп.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ӗнтӗ Исмаил аллине лекнӗ халӑх Карей ывӑлне Иоанана, унпа пӗрле килнӗ ҫарпуҫсене курсассӑн савӑнса ӳкнӗ; 14. вара Исмаил Массифӑран илсе тухнӑ халӑх каялла ҫаврӑннӑ та Карей ывӑлӗ Иоанан ушкӑнне хутшӑннӑ; 15. Нафания ывӑлӗ Исмаил вара хӑйӗн сакӑр ҫыннипе пӗрле Иоананран тарса Аммон ывӑлӗсем патне кайнӑ.
Иер 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Вара Дарий патша ура ҫине тӑнӑ та ӑна чуптунӑ, ӑна ҫыру ҫырса панӑ: ҫырӑвӗнче пур ҫӗрӗн пуҫлӑхӗсене, ҫарпуҫсене, пысӑк ирӗклӗ пуҫлӑхсене ҫав яш ачана тата унпа пӗрле Иерусалим хулине тума каякансене пурне те ирттерсе яма хушнӑ.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара Персипе Мидин пур аслӑ улпутне, пысӑк ирӗклӗ пуҫлӑхсемпе ҫарпуҫсене, ҫӗрсен пуҫлӑхӗсемпе канашҫӑсене чӗнсе илнӗ, 15. ӗнтӗ канаш тумалли пӳлӗме ларнӑ та мӗн ҫырнине вӗсем умӗнче вуласа панӑ.
2 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Дарий патша хӑйне пӑхӑнса тӑракансемпе килӗнчи ҫыннисене, Мидипе Персин мӗнпур аслӑ улпутне, 2. хӑйне Индирен пуҫласа Эфиопи таран пӑхӑнса тӑракан ҫӗршывсен ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫӗрӗн пӗтӗм аслӑ пуҫлӑхне, ҫарпуҫсене, тӳри-шарине пысӑк ӗҫкӗ туса панӑ.
2 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иодай священник вара ҫӗрпӳсене, ҫарпуҫсене, чӗнсе илнӗ те каланӑ вӗсене: [Турӑ Ҫуртӗнчен] илсе тухӑр ӑна, кам ун майлӑ пулать, ӑна хӗҫпе касса вӗлерӗр, тенӗ.
2 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Давид ӗнтӗ Израилӗн мӗнпур ҫулпуҫне, йӑх пуҫӗсене, ҫар ушкӑнӗсен пуҫлӑхӗсене, патшашӑн ӗҫлекенскерсене, тата пинпӳсемпе ҫӗрпӳсене, патшанӑн мӗнпур пурлӑхӗпе хуҫалӑхне, кӗтӗвӗсене пӑхса тӑракансене, хӑйӗн ывӑлӗсемпе хайрансене, ҫарпуҫсене, пӗтӗм паттӑр ара Иерусалима пуҫтарнӑ.
1 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Иодай священник вара ҫӗрпӳсене, ҫарпуҫсене, ҫапла хушса каланӑ: ӑна кунтан илсе тухӑр, кам ун майлӑ пулать, ӑна хӗҫпе касса вӗлерӗр, тенӗ.
4 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ӗнтӗ вӑл паян килнӗ те темӗн чухлӗ вӑкӑрпа пӑру, сурӑх пустарнӑ, патша ывӑлӗсене пурне те, ҫарпуҫсене тата Авиафар священника чӗнтернӗ, халӗ ун патӗнче ӗҫсе ҫиеҫҫӗ, сывӑ пултӑр Адония патша! тееҫҫӗ.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Анчах патша Иоавпа ҫарпуҫсене каланӑ сӑмах ҫӗнтернӗ.
2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Моисей вӑрҫӑран таврӑннӑ ҫарпуҫсене, пинпӳсене тата ҫӗрпӳсене ҫилленнӗ те 15. вӗсене каланӑ: эсир [мӗншӗн] пӗтӗм хӗрарӑма чӗрӗ хӑварнӑ? 16. вӗсем акӑ Валаам вӗрентнипе, Фегора юраса, Израиль ывӑлӗсене Ҫӳлхуҫаран ютшӑнтарчӗҫ, ҫавна пула мӗн чухлӗ Ҫӳлхуҫа халӑхӗ пӗтрӗ; 17. ҫапла вара пур арҫын ачине те вӗлерсе тухӑр, ар вырӑнӗ ҫинче арпа хутшӑннӑ пур хӗрарӑмне те вӗлерӗр; 18. арпа хутшӑнман хӗрачисене вара хӑвӑр валли чӗрӗ хӑварӑр; 19. ҫичӗ кун хушши тапӑр тулашӗнче пулӑр; ҫын вӗлернисем, вӗлернӗ ҫынна тӗкӗннисем пурте виҫҫӗмӗшпе ҫиччӗмӗш кунсенче тасалччӑр, эсир те, сирӗн пата тыткӑна лекнисем те ҫапла тӑвӑр; 20. пӗтӗм тумтире, пӗтӗм сӑран япалана, качака ҫӑмӗнчен мӗн тунине пурне те, пӗтӗм йывӑҫ савӑта тасатӑр, тенӗ.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1