Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сирӗн ывӑлӑр службӑра тӑракан батальон командирӗ сире чӗререн тав тӑвать. Сире Антон ывӑлӑра воспитани панӑшӑн тав тӑвас тетӗп, вӑл пирӗн подразделенинче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра хӑйне тивӗҫлипе, присяга панӑ пекех, тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Шӑпах сирӗн ывӑлӑр пек гвардеецсене пула пирӗн паттӑр подразделенинче мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисем йӗркеленеҫҫӗ, ӳссе пыраҫҫӗ, ҫар дисциплини тата коллектив ҫирӗпленет. Антон малашне те паттӑрлӑх, дисциплина тата хӑйӗн Тӑван ҫӗршывне парӑнса пурӑнмалли тӗслӗх пуласса шанатӑп! — ҫырнӑ 20-мӗш стрелковӑй батальон командирӗ подполковник Евгений Кучинский. Антон пысӑк та туслӑ, ӗҫчен ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх сӗт-ҫу енӗпе ӗрчетекен фермер хуҫалӑхӗнче, ашшӗ-амӑшӗн тӑватӑ ача хушшинче вӑл чи асли. Вырӑнти шкулта тӑхӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗнче диплом илнӗ. РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсене ӑна 2023 ҫулхи июлӗн 2-мӗшӗнче чӗнсе илнӗ. Ҫирӗп кӗлеткеллӗ каччӑ Типҫӗр ҫарсен спецназӗн командине Новосибирск хулинчи вӗренӳ чаҫне лекнӗ. Унӑн ҫар подразделенийӗ Новосибирскри аслӑ ҫарпа команднӑй училищӗн базинче вырнаҫнӑ. Ҫар дисциплинин требованийӗсем кунта пур салтаксемшӗн те ҫирӗп. Салтаксем ӳт-пӳ енчен пиҫӗхме, алла-аллӑн тытӑҫса ҫапӑҫмалли меслетсене тӗпчеме, стрелоксен кирек мӗнле хӗҫпӑшалтан те пеме хӑнӑхма ҫине тӑрса тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, кунта Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен чӑн-чӑн ҫирӗп ҫынсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитӗнсе, ҫирӗпленсе ҫитсен, Антон Тимофеев та шӑпах ҫакӑн пек салтак пулса тӑнӑ. Ҫар чаҫӗн командованийӗ РФ оборона министрӗн приказӗпе 2024 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнче салтака «Ҫар тивӗҫне кӑтартуллӑ пурнӑҫланӑшӑн» медальпе наградӑланӑ.
Мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисене малалла тӑсать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3757022
Пӗрисем каланӑ тӑрӑх, ӑна вырӑссем кӑна тӑваҫҫӗ, вӑл Хусанпа ҫапӑҫмалли тӗреклетнӗ вырӑн пулать, ахаль ҫынсене унта никама та кӗртмеҫҫӗ.
9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӑрҫӑра ҫапӑҫмалли ӑсталӑха пӑлхарсем ашшӗнчен ывӑлне кӑна парса хӑваратчӗҫ.
Пӑлхар ҫар ҫынни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Тӗрӗсех, паян Ремис ватӑ хӑйӗн Аспар мӑнукне пӑлхарсен хӗҫпе ҫапӑҫмалли ӑсталӑхне вӗрентрӗ.
Пӑлхар ҫар ҫынни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Туртса илес пулсан — патшалӑх хресченсем валли кивҫенле укҫа уйӑрса памалла: унсӑрӑн — юн тӑкса ҫапӑҫмалли те килсе тухӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Вӗсен ҫӗршӗн ҫапӑҫмалли сӑлтавӗ те ҫук.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Икӗ ен ҫар ҫыннисем те хӑйсен ҫул пуҫӗсен сӗнӗвне хавхалансах йышӑннӑ, унтан вӑхӑтлӑх килӗшӳ тунӑ, икӗ ҫул пуҫ ҫапӑҫмалли чечеклӗ уҫланкӑна тачӑ ҫавӑрса ункӑланӑ.
Ҫул пуҫсен ҫапӑҫӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 302–303 с.
Юлашкинчен тата Вейротерпа австриецсем хӑйсен ҫӗршывӗнче пулнӑ пулин те ҫапӑҫмалли вырӑнсене начар пӗлнӗ.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ухӑпа арбалет — аякран пемелли хӗҫпӑшалсем, хӗҫпе сӑнӑ — ҫывӑхран ҫапӑҫмалли хӗҫпӑшалсем.Лук и арбалет— оружие дальнего боя, а меч и копье — ближнего.
Азенкур патӗнчи ҫапӑҫу // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Сирӗн вара Мускавра, кампа ҫапӑҫмалли пурах.
XXXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Постра тӑракан городовой васкасах шӑхӑрса ячӗ; тахҫантанпах кӗтсе тӑнӑ сигнала илтсен, ытти постсенчи городовойсем те шӑхӑрса янӑ, ҫав сигнал Страстной монастырь кил картине ҫиҫӗм пек ҫитнӗ, — вара утса пыракан студентсем хыҫҫӑн жандармсен эскадронӗ сиккипе чуптарнӑ, вӗсем хыҫҫӑн сумцӑсем те: вӑя хӗрхенме кирлӗ пулман, мӗншӗн тесен студентсен пӗчӗк ушкӑнӗсӗр пуҫне никампа та ҫапӑҫмалли ҫук.
XI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Хамӑр ӑҫта ҫапӑҫмалли ҫинчен калаҫатпӑр-ха эпир.
IX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Пирӗн полкра реактивлӑ двигательсем лартнӑ тӑшман самолечӗсемпе мӗнле меслетсемпе ҫапӑҫмалли ҫинчен сӳтсе явма ятарласа конференци пухӑнчӗ.
12. Фотокинопулемет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Вара вӑл ҫапӑҫмалли йӗркесене тӑрса тухнӑ легионсем патне кайрӗ, Фронт тӑрӑх ҫӳренӗ чухне Спартак салтаксен умӗнче сӑмах каларӗ:
XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Фурий хӑйӗн тӑватӑ когортине аран-арӑн ҫапӑҫмалли линие йышӑнтарма ӗлкӗрчӗ.Фурий едва-едва успел разместить свои четыре когорты в боевую линию.
XIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Шурӑмпуҫ килнӗ чухне шӑхличсемпе кӑшкӑртрӗҫ, ҫынсем ҫапӑҫмалли йӗркесене тӑрса тухрӗҫ; Спартакпа Эномай хӑйсен ҫыннисене смотр туса ирттерчӗҫ.
XI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вӑл юриех ҫапӑҫмалли иккен.
Чи пӗчӗк чӗпӗсем // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Ку вара ӗҫре юрататчӗ, хӗрхенетчӗ, француз романӗнчи паттӑр геройӑн мӗнле пулма кирлӗ пек, виҫҫӗмӗш сӑмахӗ тӑрӑх вӑл хӑйӗн шпагине йӗннинчен туртса кӑларса, ҫапӑҫмалли позицие тӑратчӗ.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Картишӗнче денщиксем, вестовойсем туллиехчӗ, вӗсем патне кӗпе ҫӑвакан хӗрарӑмсем, горничнӑйсем, кухаркӑсем пырса ҫӳретчӗҫ; пур кухнясенче те куҫҫуль юхтармалли, ятлаҫмалли, ҫапӑҫмалли романсемпе драмӑсем яланах пула пула иртетчӗҫ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫакӑн вырӑнне вӗсем арена ҫине ҫапӑҫмалли костюмпа тухнӑ Деннине татах тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ.Новый взрыв аплодисментов приветствовал Дэнни, когда тот шел обратно.
IV // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.