Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсемпе пӗрле «Вилӗм батальонӗнчи» вольноопределяющисем пулнӑ, ҫаннисем ҫине вӗсем пуҫ чашки ӳкерсе хунӑ пулнӑ.Их сопровождали вольноопределяющиеся батальонов смерти с черепами на рукавах.
IX сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Ҫаннисем, пальто аркисем, ҫухависем ҫине, шлепке хӗррине мӗн чухлӗ майра йӗппи чиксе тултарнӑ-ши вӑл — кӑна шутласа та кӑларма май пулман.
Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ҫекӗл ҫинче Сашӑн ҫаннисем ҫӗтӗлсе пӗтнӗ гимнастерки ҫакӑнса тӑрать, сӗтел ҫинче компас тата ытти вак-тӗвексем выртаҫҫӗ…Висит на колышке Сашина гимнастерка с разорванным рукавом, компас, лежат разные вещи…
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Кӗҫех хулара ҫаннисем ҫине шурӑ татӑк ҫыхнӑ полицайсем курӑнма пуҫларӗҫ.Вскоре в городе стали появляться полицаи с белыми повязками на рукавах.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Кашниннех куртка ҫаннисем тата шӑлаварсем чӗркуҫҫи тӗлӗнче ҫурӑлса пӗтнӗ, ҫӳҫӗсем ӳссе кайнӑ, тӑрмаланса кӑна тӑраҫҫӗ; Ваҫҫукӑн хӑлха хыҫӗнчи ылтӑн тӗслӗ хӗрлӗрех ҫӳҫӗ ункӑн-ункӑн кӑтраланса тӑрать.
56 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Ҫаннисем ҫине пуҫ шӑммисем ӳкернӗ, тимӗр каскӑллӑ ҫынсем тата малашне мӗн пуласси паллӑ марри ҫеҫ хӑрушӑ, кунсӑр пуҫне тата унӑн пӗтӗм отрядшӑн тытмалли ответлӑхӗ пушшех те хӑрушӑрах.
52 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
«Лахтарьсене тыткӑна илсе эпир ҫак йӗр тӑрӑхах каялла, отряд патне каятпӑр», — тесе шухӑшларӑм та эпӗ, чупса пынӑ ҫӗртех алӑсене полушубка ҫаннисем ӑшӗнчен кӑлартӑм, унӑн тӳмисене татрӑм, вара вӑл балахонпа пӗрлех юр ҫине ӳксе юлчӗ.
Хушса кӗртнӗ сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Апат-ҫимӗҫ чикмелли сумкӑсем, михӗсем ҫӗкленӗ ҫынсем, хӑйсене ҫаннисем ҫине хӗрлӗ повязкӑсем ҫыхнӑ дежурнӑйсем тытса чарса хапхасем айӗнче, подвалсенче пытантариччен часрах киле ҫитме тӑрӑшса пур еннелле чупма тытӑнчӗҫ.
2. Миша Алексеев // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Унашкал кӗлеткесем ялтӑркка шурӑ статуэткӑсем хушшинче тӑтӑшах тӗл пулаҫҫӗ; тӑваткӑл тӗрӗллӗ шӑлаварпа ҫине кӑвак фрак тӑхӑннӑ, ҫаннисем вӑрӑм та тӑвӑр.
Ӗҫри кунсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Пӗр енче ултӑ пин хресчен, вӗсем хӑйсен сӑран курткисем ҫине Иисус чӗрине тӗрленӗ, ҫаврашка шлепкесем ҫине шурӑ хӑюсем ҫакса янӑ, ҫаннисем ҫине христиан тӗнӗ ҫинчен калакан сӑмахсем ҫырнӑ, пиҫиххисем ҫине четкӑсем ҫакнӑ; вӗсем тупӑсене вӗренпе сӗтӗрнӗ, начар тумланнӑ, дисциплинӑна пӑхӑнман, анчах чӑрсӑр та пурне те тума хатӗр тӑнӑ.
II. Доль // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Шӑнса хӗрелнӗ аллисене пальто ҫаннисем ӑшне чиксе, сивӗ ҫапнӑ урисене такӑртаттарса ҫӳрерӗ вӑл, мӑйне тӑсса, Митя пурӑнакан ҫуртӑн ҫутӑ чӳречи патне пыра-пыра пӑхрӗ, алӑк умӗнче утса ҫӳрерӗ.
27 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Аллисене кӗрӗк ҫаннисем ӑшне чиксе, вӑл урам тӑрӑх вӑрттӑн утса пычӗ.
VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Сергей пӗр-ик теҫеткине атӑ кунчисем ӑшне тата ҫавӑн чухлех кӗпе ҫаннисем ӑшне чикнӗ.Сергей засунул десятка два за голенища сапог и столько же в рукава рубашки.
Вӑтӑр улттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Вӗсен хура картузӗсем, ҫухависем тата ҫаннисем ҫинче кӑвак кантсем пулнӑ.На их черных фуражках, воротниках и обшлагах были синие канты.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Аркисем ура хушшинче ҫапкаланса пынӑ, ҫаннисем ҫав тери вӑрӑм пулнӑ пирки, вӗсен ӑшӗнчен пӳрне вӗҫӗсем ҫеҫ курӑннӑ.Полы путались в ногах, а рукава были так длинны, что из них виднелись только кончики пальцев.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Пальто ҫаннисем, пӗрсе ҫӗленипе, хунар евӗрлӗ туйӑннӑ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Блузӑн сарлака ҫаннисем хулпуҫҫисем патнеллех анса кайнӑ.
XXXV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Хӑйӗн капӑр платьи вырӑнне сарӑ-кӗрен тӗслӗ сарлака пурҫӑн блуза тӑхӑннӑ, ҫаннисем унӑн уҫӑ, усӑнса тӑраҫҫӗ; пилӗкӗ ҫинче пӗтӗрсе ҫыхнӑ хулӑн шнур.
XXXIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Пӗрин ҫинче хура ансӑр кӗпе тӑхӑннӑ хӗрарӑма ӳкернӗ, пиҫиххине вӑл хул айӗнченех хытӑ туртса ҫыхнӑ, кӗпе ҫаннисем купӑста евӗр темиҫе хутламлӑ, хура шлепки савук майлӑ, ун ҫинчен хура чӗнтӗр усӑнса тӑрать, кӗпе арки айӗнчен ӑйӑ пекех шӗвӗр сӑмсаллӑ ансӑр хура туфлисене хура хӑюсемпе хӗреслӗ ҫыхса тӑхӑннӑ урасем курӑнаҫҫӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Юланутсем иккӗшӗ те шинельпе, шинель ҫинчен портупейсемпе туртса ҫыхнӑ, ҫаннисем ҫинче виҫшер хӗрлӗ квадрат, анчах Гаврилов комбатӑн петлицисем симӗс, унӑн юлташӗн хӗрлӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.