Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑн пек ҫитӗнӳсем туни ӗнтӗ ҫамрӑка Хура тинӗс хӗрринче, тӗлӗнмелле илемлӗ ҫӗрте вырнаҫнӑ «Артек» лагерьте пулса курма, канма май панӑ.
«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20
Кӑҫал республикипе 16100 ачана, районта 450 ҫамрӑка ӗҫпе тивӗҫтермелле.
Район ҫыннисемпе тӗл пулса ыйтусене уҫӑмлатнӑ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20
«Ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче 16 пин ытла ҫул ҫитмен ҫамрӑка ӗҫпе тивӗҫтермелле, ҫак тӗллевпе республика бюджетӗнче 7 млн тенке яхӑн, муниципалитетсенче 3 млн 343 пин тенкӗ пӑхса хунӑ. Ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелессипе организацисемпе предприятисемпе ӗҫпе тивӗҫтерекен центрпа шкулсем урлӑ 349 килӗшӳ тунӑ», – пӗлтерчӗ Альбина Егоровна.
Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26
Анчах 2 уйӑхранах ҫамрӑка ҫара илнӗ.
«Апатланма ларсан сӗтел ҫинче 13 кашӑкчӗ» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
Пӗлтӗр 550 ҫамрӑка ӗҫе явӑҫтарнӑ, кӑҫал 450 ачана вӑхӑтлӑх ӗҫпе тивӗҫтермелле.
Тӗллев - ӗҫпе тивӗҫтересси // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22
12. Вӑл Ассур ывӑлӗсене, ҫӗр пуҫлӑхӗсене, хула пуҫӗсене, хӑй кӳршисене, капӑр тумланнӑскерсене, утпа ҫӳрекен юланутҫӑсене, пӗтӗм маттур ҫамрӑка иленчӗ.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫамрӑка хӑй ҫулӗн пуҫламӑшӗнче вӗрент, вара вӑл ватӑлса ҫитсен те ҫав ҫултан пӑрӑнмӗ.6. Наставь юношу при начале пути его: он не уклонится от него, когда и состарится.
Ытар 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пӗррехинче эпӗ хам килӗм чӳречинчен, тимӗр эреш витӗр, пӑхса тӑраттӑм: 7. акӑ хайхи, пурӑнӑҫ тутине пӗлмен яш ачасем хушшинче ӑсӗ кӗрсе ҫитеймен пӗр ҫамрӑка асӑрхарӑм, 8. урам тӑваткӑлӗ кӗтессинчен тепӗр енне каҫрӗ те пӗр аскӑн арӑмӑн ҫурчӗ енне ҫул тытрӗ, 9. каҫ пулнӑччӗ ӗнтӗ, ӗнтрӗк ҫапнӑччӗ, тӗттӗмленсе пыратчӗ.
Ытар 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Ҫӳлхуҫа сан ҫине питӗ инҫетрен, тӗнче кӗтессинченех, халӑх ярӗ: ҫав халӑх ӑмӑрткайӑк пек вӑйкӑнса вӗҫсе килӗ, эсӗ унӑн чӗлхине те ӑнкараймӑн, 50. ватта хисеплемен, ҫамрӑка хӗрхенмен намӑссӑр халӑх пулӗ вӑл; 51. вӑл сана мӗн ҫука хӑваричченех выльӑху-чӗрлӗхӳн хунавне тата хӑвӑн ҫӗрӳ кӳрекен ҫимӗҫе ҫисе пурӑнӗ, сан валли ҫӑкӑр та, эрех те, йывӑҫ ҫӑвӗ те, вӑкӑрусен хунавне те, сурӑхусен хунавне те хӑвармӗ, хӑвна мӗн пӗтеричченех ҫапла тӑвӗ; 52. санӑн пӗтӗм ҫӗрӳ ҫинчи ху шанса тӑракан ҫӳллӗ те тӗреклӗ хӳмӳсене ишсе пӗтеричченех вӑл сана хӑвӑн пӗтӗм килӳ-ҫуртунта хӗссе пурӑнӗ; ҫапла хӑвна Ҫӳлхуҫа Турру панӑ пӗтӗм ҫӗрӳ ҫинче, пӗтӗм килӳ-ҫуртунта хӗссе пурӑнӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Янташра» юрланӑ тӑватӑ ҫамрӑка Шупашкарти 50-мӗш вӑтам шкулта вӗрентекенре ӗҫлеме ҫул уҫса патӑмӑр.
Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Хӗрӳ тапхӑрта ирхине 5 сехет валли ӗҫе килни те, каҫхине 9-10 сехетченех тар тӑкни те нимӗн чухлӗ те пӑшӑрхантармасть ҫамрӑка, апла тӑк хӑйӗн ӗҫне каччӑ чунтанах килӗштерет, ҫавӑнпах тивӗҫне те тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлать.
Яшсемпе хӗрсем – акӑ пирӗн пуянлӑх // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24