Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫакӑнса (тĕпĕ: ҫакӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Типнӗ туратсем ҫинче выльӑх-чӗрлӗх пуҫ шӑммисем ҫакӑнса тӑни ку пӳртре юмӑҫ пурӑннине астутарать.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл йӑрхахра ҫакӑнса тӑракан хысне илсе тумланчӗ те, утнӑ ҫӗртех тӳмисене тӳмелесе, хушса хӑварчӗ:

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малти стена ҫумӗнче киреллӗ сехетпе пысӑк тӗкӗр ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лӑп-лап ҫыпҫӑнасса-мӗне питех ӗненмерӗ пулсан та, ку хырлӑхра хӑйсен ӳсӗмӗнчи ҫамрӑк хӗр ҫакӑнса вилнине аса илнипе, унӑн ҫанҫурӑмӗ ҫӳҫенчӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунта вӑл ҫӑвӗн-хӗлӗн, тепре кирлӗ пуличченех, ҫакӑнса тарать.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл вуттине хыпалансах кӑмака умне купаласа хучӗ, ҫӗтӗк сӑхманне хывса, ҫине алӑк патӗнчи пӑтара ҫакӑнса тӑракан самаях хӳхӗм пальто тӑхӑнчӗ, ҫӗлӗкне улӑштарчӗ, «эпӗ ҫил пек хӑвӑрт» терӗ те пӳртрен тухса та кайрӗ.

Помоги переводом

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах чылайӑшӗн алӑкӗсем ҫинче пысӑк ҫӑрасем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫул — малалла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗлке паҫӑрхи туратпа вулӑ хушшине ларса кӑштах сывлӑш ҫавӑрчӗ, унтан икӗ аллипе те туратран ҫатӑрласа тытрӗ те урисене ерипен вулӑ тӑрӑх аялалла шутарса пычӗ, унтан пӗтӗм кӗлетке йывӑрӑшӗпе йывӑҫран ҫакӑнса тӑчӗ.

Помоги переводом

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑвӑл юман купташкинчен майлаштарса тунӑ ҫак вӗлле ӗмӗртен варах ҫакӑнта ҫакӑнса тӑрать.

Помоги переводом

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав хурама туратӗнчен ҫакӑнса вилесшӗн мар-и вӑл?

Помоги переводом

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗллесенче сыснапа сурӑх тушкисем те ҫак чӑлантах ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Чим-ха, кӑтартам эппин сана…» — терӗ те Сахар, алӑк хӑлӑпӗнчен ҫакӑнса тӑракан ҫӑрана хӑпӑл-хапӑл ярса илчӗ, унпа путвала питӗрсе те хучӗ, хӑй алкумне кӗрсе кайрӗ.

Помоги переводом

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чуну тухсан, вӗрене йӑлласа ҫыхап та, пӗтӗм ял халӑхне пухап, хӑй ҫакӑнса вилнӗ теп.

Помоги переводом

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗрене тепӗр аршӑн туртсан, унӑн урисем урайӗнчен уйрӑлаҫҫӗ те, вӑл сывлӑшра ҫакӑнса юлать, вара темиҫе минутран чӗри те тапма чарӑнать.

Помоги переводом

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лавкка алӑкӗ ҫинче икӗ ҫӑра ҫакӑнса тӑни ӗмӗрне пулман…»

Помоги переводом

Икӗ ҫӑра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Алӑкӗ ҫинче икӗ ҫӑра ҫакӑнса тӑнине курсан, Тарье чутах лаплатса ӳкмерӗ — хӑрах аллипе крыльца карлӑкӗнчен тытма ӗлкӗрчӗ.

Помоги переводом

Икӗ ҫӑра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хрестук, кӳр-ха ҫавна, — хушрӗ Сергей хӗре, стена ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан тилхепе ҫинелле кӑтартса.

Помоги переводом

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӑпсасем ҫинче ҫакӑнса тӑракан алӑк ҫавӑн чухне каялла хӑй вырӑнне анса ларнӑ, кашкӑр вара ниҫтан та тухма пултарайман.

Помоги переводом

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кайран, ҫекӗлӗнчен вӗҫертсен, алӑк тӑпсасем ҫинче ҫакӑнса юлать те чӳречене хупласа лартатъ.

Помоги переводом

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӳрт хыҫӗнче кивӗ улӑм витнӗ пӗчӗк кӑна вите, алӑкӗ хӑрах тӑпси ҫинче ҫакӑнса тӑракан ҫатан сарай.

Помоги переводом

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней