Поиск
Шырав ĕçĕ:
9. Вара [ӑна ҫавӑрса пӑрахнӑ та] пуҫне касса татнӑ, кӑралне хывса илнӗ, унтан хӑйсем ҫӗнтерни ҫинчен хӑйсен йӗрӗхӗсен ҫурчӗсенче тата халӑха пӗлтермешкӗн пӗтӗм Филисти ҫӗрӗ тӑрӑх кӑтартса ҫӳреме кӑларса янӑ; 10. унӑн кӑралне Астарта ҫуртне хунӑ, ӳтне Беф-Сан хӳми ҫине ҫакнӑ.
1 Пат 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. [Вӑл ура ҫине тӑрсан,] Аод сулахай аллине тӑсса сылтӑм енне ҫакнӑ хӗҫне ярса тытнӑ та патшана ӑшӗнчен чикнӗ; 22. вӑл хӗҫне каялла туртса кӑларман, ҫавӑнпа унӑн ҫивӗчӗшӗ ҫеҫ мар, аври те шалах кӗрсе кайнӑ, вара пӗтӗм хӗҫ ӳтпе хупланнӑ.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Иисус ҫапла Гай хулине ҫунтарса ярса ӑна ӗмӗрхи ишӗлчӗк, пушхир туса хӑварнӑ, паянхи кунчченех ҫапла вӑл; 29. Гай патшине ӗнтӗ йывӑҫран ҫакнӑ, [вӑл вара йывӑҫ ҫинче] каҫченех ҫакӑнса тӑнӑ; хӗвел ансассӑн, Иисус хушнипе, унӑн виллине йывӑҫ ҫинчен антарса хула хапхи умне пӑрахнӑ та ун ҫине тем пысӑкӑш чул купи купаласа хунӑ, вӑл паян кунчченех упранса юлнӑ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӗнтӗ ҫыннисене кӑларса янӑ, лешӗсем кайнӑ, вӑл вара чӳрече ҫумне хӗрлӗ вӗрен ҫыхса ҫакнӑ.И отпустила их, и они пошли, а она привязала к окну червленую веревку.
Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Моисей вара пӑхӑр ҫӗлен тунӑ та ӑна элем ҫине ҫакнӑ, ҫӗлен сӑхнӑ ҫын, пӑхӑр ҫӗлен ҫине пӑхсассӑн, чӗрӗ юлнӑ.
Йыш 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Моисей ӗнтӗ Ааронпа унӑн ывӑлӗсене илсе пынӑ та вӗсене шывпа ҫунӑ; 7. Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, Аарона хитон тӑхӑнтартнӑ, пиҫиххи ҫыхтарнӑ, унтан ӑна ҫиелти риза тӑхӑнтартнӑ, ун ҫийӗнчен ефод тӑхӑнтартнӑ, ӑна ефод пиҫиххийӗпе ҫавӑрса ҫыхса, ефодне ун ҫумне тачӑ ҫыхса хунӑ, 8. унтан ун ҫине кӑкӑрлӑх ҫакнӑ, кӑкӑрлӑхне урим тата туммим хунӑ, 9. пуҫне кидар тӑхӑнтартнӑ, кидар ҫине, мал енне, якатса ҫутатнӑ пӗчӗкҫӗ хӑма, сӑваплӑ ҫутанкка, ҫыпӑҫтарса хунӑ.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.