Поиск
Шырав ĕçĕ:
3. Вӑл халӑха ӑнӑҫлӑн Турӑ енне ҫавӑрнӑ, йӗркесӗр пурӑнӑҫӑн ирсӗрлӗхне пӗтернӗ; 4. Турӑран хӑпас халӑха тӳрӗ ҫулпа илсе кайнӑ, саккуна уяман ҫынсен вӑхӑтӗнче саккунсӑрлӑх йӗрӗнчӗкне кӑкланӑ.
Сир 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Пуян ҫынпа ан тавӑҫ — вӑл, сана ҫӗнтерсе, ҫиеле ан тухайтӑр: 3. ылтӑн нумайӑшне пӗтернӗ, ылтӑн патша кӑмӑлне те ҫавӑрнӑ.
Сир 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫакӑн ҫинчен вӗсем Самари, Кони ҫӗрӗсене тата Ветерона, тата Вельмень ҫӗрне, тата Иерихонпа Хова хулисене, тата Есора ҫӗрне, тата Салим айлӑмне хыпар янӑ, 5. вӗсем пур ҫӳллӗ тусен тӑррисене йышӑннӑ, унта вырӑнаҫнӑ ялсем тавра хӳме ҫавӑрнӑ, нумай пулмасть ҫеҫ тырпул вырса пуҫтарнӑскерсем, пулас вӑрҫа шута илсе, тырӑ хатӗрлесе хунӑ, 6. аслӑ священник Иоаким вара, ҫав вӑхӑтра Иерусалимра пулнӑскер, Ветилуя халӑхне тата Дофаим ҫывӑхӗнчи айлӑмӑн мал енче ларакан Ездрилон хулине хирӗҫ вырӑнаҫнӑ Ветомесфем халӑхне хут ҫырса янӑ — 7. вӗсене ту-сӑртлӑ ҫӗршыва хӑпармалли вырӑнсене йышӑнма хушнӑ, мӗншӗн тесессӗн Иудея ҫӗрне ҫавӑнтан кӗрсе ҫӳренӗ, ҫулӗ вара икӗ ҫын иртмелле мар хӗсӗк пулнӑ, ҫавӑнпа унта кӗме тӑракансене ҫӑмӑлах тытса чарма пултарнӑ.
Иудифь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Тутлӑлла ҫӑкӑр уявне ҫичӗ кун хушши савӑнӑҫлӑн та хӗпӗртевлӗн уявланӑ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа вӗсене савӑнӑҫ кӳнӗ: Ҫӳлхуҫанӑн, Израиль Туррин, Ҫуртне тунӑ чухне вӑй-хал парса пулӑшса тӑма Ассири патшин чӗрине вӗсем майлӑ ҫавӑрнӑ.
1 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫав ҫӗр халӑхӗ вара Иудея халӑхӗн вӑйне хавшатма, вӗсен ӗҫне чӑрмантарма тытӑннӑ; 5. ҫак ӗҫе путарас шутпа, вӗсем канашҫӑсене сӗрев парса хӑйсем майлӑ ҫавӑрнӑ, Перси патши Кир вӑхӑтӗнче тӑршшӗпех ҫапла пулнӑ, ку Перси патшине Дарий ларичченех ҫапла пулса пынӑ.
1 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл Давид хулин тулашри хӳмине тутарнӑ, хӳме Геон патӗнчен анӑҫалла тӑсӑлса, лапам вырӑнпа иртсе Пулӑ хапхинчен кӗмелли ҫӗре ҫитнӗ, хӳмене ӗнтӗ Офел тавра тытса ҫавӑрнӑ, ӑна питӗ ҫӳллӗ тунӑ.
2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ровоам Иерусалимра пурӑннӑ; Иудейӑри хуласене вӑл хӳме тытса ҫавӑрнӑ.5. Ровоам жил в Иерусалиме; он обнес города в Иудее стенами.
2 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Давид вара Турӑ саккунӗн арчине хӑй патне, Давид хулине, илсе каяс темен, ӑна Геф ҫыннин Аведдарӑн ҫурчӗ еннелле ҫавӑрнӑ.13. И не повез Давид ковчега к себе, в город Давидов, а обратил его к дому Аведдара Гефянина.
1 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Амврий ӗнтӗ Семир ятлӑ пӗр ҫынран икӗ талант кӗмӗл тӳлесе Семерон сӑртне туяннӑ, унта ҫурт-йӗр лартса ҫавӑрнӑ; ҫапла туса лартнӑ хулана вара, сӑрт-ту хуҫи Семир ячӗпе, Самари тесе ят панӑ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Турӑ ҫынни Ҫӳлхуҫа кӑмӑлне ҫавӑрнӑ, патша алли, хуҫланса, малтанхи пекех пулса тӑнӑ.И умилостивил человек Божий лице Господа, и рука царя поворотилась к нему и стала, как прежде.
3 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Соломонӑн ватлӑх кунӗсенче арӑмӗсем ун чӗрине урӑх турӑсем еннелле ҫавӑрнӑ; ӗнтӗ унӑн чӗрийӗ хӑй ашшӗн Давидӑн чӗри пек пулман: Ҫӳлхуҫа Турра пӗтӗмпех парӑнса тӑман.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Аслӑ картише йӗри-тавра виҫӗ ӗрет чул хӳмепе, тепӗр ӗрет йывӑҫ хӳмепе карталаса ҫавӑрнӑ — вӗсене чутласа янтӑланӑ чултан, кедр пӗренерен хӳнӗ пулнӑ; Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн шалти картишне те, Ҫурт пӑлтӑрне те ҫавӑн пекех карталанӑ.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Соломон ҫапла Ассур, Магдон, Газер, Тури Вефорон тата Валалаф хулисене туса лартнӑ; анчах ку хуласене вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртне туса лартнӑ хыҫҫӑн, Иерусалим йӗри-тавра хӳме хӳсе ҫавӑрнӑ хыҫҫӑн тунӑ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Фараон хӗрӗ ӗнтӗ Давид хулинчен патша ун ятне лартнӑ кермене куҫнӑ; ҫавӑн чухне Соломон хула йӗри-тавра хӳме ҫавӑрнӑ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫапла вӑл пӗтӗм иудейсен чӗрисене, пӗр ҫын чӗри пек туса, хӑйӗн майлӑ ҫавӑрнӑ; вӗсем вара патша патне ҫапла калама ҫын янӑ: таврӑнсам эсӗ, мӗнпур чуру та таврӑнтӑр.
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Авессалом ӗнтӗ патша патне сута пыракан кашни Израиль ҫыннипе ҫапла калаҫнӑ, вара майӗпен-майӗпен израильсен чӗрине хӑй майлӑ ҫавӑрнӑ.
2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Давид вара Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине хӑй патне, Давид хулине, илсе каяс темен, ӑна Геф ҫынни Аведдар ҫурчӗ еннелле ҫавӑрнӑ.
2 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ӗнтӗ филистимсем ӑна ярса тытнӑ та куҫне чиксе шӑтарнӑ, кайран ӑна Газа хулине илсе пырса икӗ пӑхӑр сӑнчӑрпа сӑнчӑрланӑ, Самсон вара тӗрме ҫыннисен ҫуртӗнче арман чулӗ ҫавӑрнӑ.
Тӳре 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
57. Сихем ҫыннисен усал ӗҫне те Турӑ хӑйсен пуҫӗ ҫинех ҫавӑрнӑ; вӗсене Иофамӑн, Иероваал ывӑлӗн, ылханӗ ҫитнӗ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Аммон ҫыннипе Моав ҫынни Ҫӳлхуҫа халӑхӗн йышне кӗме пултараймаҫҫӗ, вӗсен вуннӑмӗш сыпӑкӗ те Ҫӳлхуҫа халӑхӗн йышне кӗме пултараймасть, 4. мӗншӗн тесессӗн вӗсем эсир Египетран килнӗ чухне сире ҫул ҫинче ҫӑкӑрпа, шывпа кӗтсе илмен, мӗншӗн тесессӗн вӗсем сана хирӗҫ пулса ылханмашкӑн Месопотамири Пефор хулинчи Валаама, Веор ывӑлне, тара тытнӑ; 5. анчах Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Валаама итлес темен, унӑн ылханне Ҫӳлхуҫа Турру саншӑн пиллӗхе ҫавӑрнӑ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Турру сана юратать.
Аст 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.