Поиск
Шырав ĕçĕ:
Темле асӑрхаса юлмалла мар паллӑсем тӑрӑх, хӑйне ҫав тери ирӗклӗн тыткалани, хӑвӑрт ҫаврӑнкалани тӑрах ҫак ҫын вӑрманта хӑйне хӑй килти пекех туйни, кунта вӑл кашни йывӑҫа, кашни йывӑҫ тӗмине, кашни сукмака пӗлни курӑнса тӑчӗ.
33 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пӗр вӑхӑт хушши лӑпкӑ пулчӗ, унтан каллех — ҫаврӑнкалани, хӑвӑрт сывлани илтӗнчӗ.
VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Сире искусство пек туйӑнса кайнине вӗсем упалла ҫаврӑнкалани вырӑнне ҫеҫ шутлӑччӗҫ.И то, что вам показалось искусством, они сочли бы просто за неповоротливость.
XVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫӳллӗ те типшӗм, ялан тап-таса хырӑннӑ пиччӗшӗ, хӑйӗн ҫар ҫынни кӗлеткипе Володьӑна тӳрех парӑнтарчӗ; вӑл вӑр-вар ҫаврӑнкалани те, тытӑннӑ ӗҫе хӑнӑхнӑ салтак аллисемпе хӑвӑрт та ҫӑмӑллӑн, ӑнӑҫлӑ та тӗплӗн туни те, Хура тинӗс хӗрринчи хӗвелпе пиҫнӗ ҫынсенни пек ылттӑн тӗслӗ мар хӑмӑр питҫӑмарти те, чикӗри салтаксен симӗс картузӗ те, аякран куракан, пурне те асӑрхакан тимлӗ куҫӗсем те ачана килӗшрӗҫ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл вӗҫӗмсӗр сулкаланни, пӗр майлӑ ҫаврӑнкалани, майӗпе аллисем валли упражненисем туни ҫине (кусене вӑл ҫав тери тӑрӑшса, пӗр пек сулӑнкаланакан сехет маятникӗ пек туса пынӑ), пурин ҫине те пӑхма йывӑр пулнӑ, ҫавӑнпа та утма пултаракан юлташӗсем ҫак вӑхӑтра коридор тӑрӑх сулланса ҫӳреме тухса кӑйнӑ, койка ҫинчен тӑрайман Стручков вара одеялпа пуҫӗ ҫинченех витӗнсе, ҫывӑрса кайма тӑрӑшнӑ.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
- 1