Поиск
Шырав ĕçĕ:
8. Ҫӳлхуҫаран Захарийӑна сӑмах пулнӑ: 9. ун чухне Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла каланӑ: тӳрӗ сут тӑвӑр, кашниех хӑвӑр тӑванӑра ырӑлӑх кӑтартӑр, хӗрхенӗр; 10. тӑлӑх арӑмпа тӑлӑх ачана, ютран килнӗ ҫынпа чухӑна ан хӗсӗрлӗр, пӗр-пӗрне хирӗҫ хӑвӑр ӑшӑрта усал шухӑш ан тытӑр, тенӗ.
Зах 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Саваоф Ҫӳлхуҫаран мана сӑмах пулчӗ: 5. ҫак ҫӗрӗн пӗтӗм халӑхне тата священниксене ҫапла кала: пиллӗкмӗшпе ҫиччӗмӗш уйӑхсенче, ҫитмӗл ҫул хушши ӗнтӗ, типӗ тытса йӗнӗ чухне, Маншӑн типӗ тытнӑ-ши эсир?
Зах 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Дарий патшана ларсан тӑваттӑмӗш ҫулхине, тӑххӑрмӗш уйӑхӑн, хаслев уйӑхӗн, тӑваттӑмӗш кунӗнче, Захарийӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ.
Зах 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫаран мана сӑмах пулчӗ: 10. Хелдай, Товия тата Иедай тыткӑнран, Вавилонран, таврӑнчӗҫ.
Зах 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫаран мана сӑмах пулчӗ: 9. ҫак Ҫуртӑн никӗсне Зоровавель алли хывнӑ; ӑна ун аллиех туса пӗтерӗ, Мана сирӗн патӑра Саваоф Ҫӳлхуҫа янине пӗлӗн вара.
Зах 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вунпӗрмӗш уйӑхӑн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗнче, — ку вӑл шеват уйӑхӗ, — Дарий патшана ларсан иккӗмӗш ҫулхине, Захарийӑна — Аддо ывӑлӗн Варахийӑн ывӑлне, пророка — Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 8. ҫӗрле эпӗ ҫакна куртӑм: акӑ путланкӑ вырӑнти мирт йывӑҫӗсем хушшинче ҫӳрен ут утланнӑ ар тӑрать, ун хыҫӗнче — ҫӳрен, ула, шурӑ утсем.
Зах 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Дарий патшана ларсан иккӗмӗш ҫулхине, саккӑрмӗш уйӑхӗнче, Захарийӑна — Аддо ывӑлӗн Варахийӑн ывӑлне, пророка — Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 2. Ҫӳлхуҫа сирӗн аҫӑрсене питӗ хытӑ ҫилленсе ҫитнӗ, 3. ҫавӑнпа эсӗ вӗсене кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать те: Ман енне ҫаврӑнӑр, вара Эпӗ те сирӗн енне ҫаврӑнӑп, тесе калать Саваоф Ҫӳлхуҫа те.
Зах 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Уйӑхӑн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗнче Аггее иккӗмӗш хут Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 21. Зоровавеле, Иудейӑна тытса тӑракана, кала: Эпӗ тӳпепе ҫӗре кисрентерӗп; 22. патшалӑхсенӗн аслӑ пуканне сирпӗтсе антарӑп, суя тӗнлӗ патшалӑхсен хӑватне пӗтерсе тӑкӑп, ҫар ураписене, вӗсем ҫинче ларакансене тӳнтерӗп, вӗсен учӗсемпе юланутҫисем пӗр-пӗрин хӗҫӗ айне ӳксе пӗтӗҫ.
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тӑххӑрмӗш уйӑхӑн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗнче, Дарий патшана ларсан иккӗмӗш ҫулхине, Ҫӳлхуҫаран Аггей пророк урлӑ сӑмах пулнӑ: 11. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: священниксенчен саккун ҫинчен ыйт та кала: 12. кам та пулин кӗлтуса тасатнӑ аша хӑйӗн тумтирӗн аркипе йӑтса пынӑ чухне унӑн арки ҫӑкӑра е пӗҫернӗ ҫимӗҫе, е эрехе, е йывӑҫ ҫӑвне, е мӗнле те пулин апата сӗртӗнчӗ пулсан, таса пулӗ-и вӑл?
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫиччӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн ҫирӗм пӗрремӗш кунӗнче, Ҫӳлхуҫаран Аггей пророк урлӑ сӑмах пулнӑ: 2. халӗ ӗнтӗ Зоровавеле — Салафиил ывӑлне, Иудейӑна тытса тӑраканскере, тата Иисуса — Иоседек ывӑлне, аслӑ иерее — тата халӑх йӑлкӑмне ҫапла кала: 3. ҫак Ҫуртӑн малтанхи чапне курнисенчен кам та пулин тӑрса юлнӑ-и сирӗн хушшӑрта, тата ӑна халӗ мӗнлерех куратӑр эсир?
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Салафиил ывӑлӗ Зоровавель, Иоседек ывӑлӗ Иисус тата ытти мӗнпур халӑх хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн сӑмахне, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри Аггей пророк урлӑ янӑ сӑмаха итленӗ те, халӑх Ҫӳлхуҫаран хӑраса ӳкнӗ.
Агг 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫӳлхуҫаран Аггей пророк урлӑ сӑмах пулнӑ: 4. сирӗншӗн вара вӑхӑт ҫитнӗ-и? ҫак Ҫурт юхӑнса ларнӑ чухне сирӗн хӑвӑрӑн илемлетнӗ ҫуртӑрсенче пурӑнмалла-и?
Агг 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Дарий патшана ларсан иккӗмӗш ҫулхине, улттӑмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче, Зоровавеле — Салафиил ывӑлне, Иудейӑна пӑхса тӑракана — тата Иисуса — Иоседек ывӑлне, аслӑ иерее — Аггей пророк урлӑ Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 2. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла каланӑ: ҫак халӑх акӑ мӗн калать: «вӑхӑт ҫитмен-ха, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тумалли вӑхӑт мар-ха» тет, тенӗ.
Агг 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Аллӑма Иудея ҫине, Иерусалимӑн мӗнпур ҫынни ҫине тӑсӑп; ҫак вырӑнта юлнӑ Ваалсене тӗппипех пӗтерӗп, чӳк пуҫӗсемпе священниксен ятне те манӑҫтарӑп; 5. ҫурт тӑрринче тӑрса ҫӳлти ҫар ушкӑнне пуҫҫапакансене те, Ҫӳлхуҫа ячӗпе тата хӑйсен патши ячӗпе тупа туса пуҫҫапакансене те, 6. Ҫӳлхуҫаран уйрӑлса кайнисене те, Ҫӳлхуҫана шыраманнисене те, Ӑна тархасламаннисене те пӗтерсе тӑкӑп.
Соф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Халӑхсен ӗҫӗ вут-ҫулӑмпа пӗтни, йӑхсем хӑйсене кӑлӑхах асаплантарни Саваоф Ҫӳлхуҫаран килмест-и вӑл?13. Вот, не от Господа ли Саваофа это, что народы трудятся для огня и племена мучат себя напрасно?
Авв 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ионӑна Ҫӳлхуҫаран иккӗмӗш хут сӑмах пулнӑ: 2. тӑр та Ниневие, аслӑ хулана, кай, Эпӗ сана мӗн калама хушнине ҫавӑнта вӗрентсе ҫӳре, тенӗ.
Иона 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫав ҫынсем Ҫӳлхуҫаран сехӗрленсех ӳкнӗ, вӗсем Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ, ырӑ ӗҫсем тума сӑмах панӑ.16. И устрашились эти люди Господа великим страхом, и принесли Господу жертву, и дали обеты.
Иона 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иона хӑй каласа панипе, ҫынсем ӗнтӗ вӑл Ҫӳлхуҫаран тарса ҫӳренине пӗлнӗ.Ибо узнали эти люди, что он бежит от лица Господня, как он сам объявил им.
Иона 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ионӑна, Амафия ывӑлне, Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 2. тӑр та Ниневие, аслӑ хулана, кай, унта вӗрентсе кала, мӗншӗн тесессӗн унӑн усал ӗҫӗсем Ман патӑма ҫитрӗҫ, тенӗ Ҫӳлхуҫа.
Иона 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа Турӑ Эдом ҫинчен ҫапла калать: эпир Ҫӳлхуҫаран хыпар илтрӗмӗр, ӗнтӗ халӑхсене: «ҫӗкленӗр те, ӑна хирӗҫ вӑрҫӑпа тухатпӑр!» тесе пӗлтерме хыпарҫӑ та янӑ.
Авд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.