Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӗрӗс, агрономилле кӑтартса панӑ тарӑнӑш пур ҫӗрте те сухаламаҫҫӗ: пӗр плугӗ тарӑн илет, ҫӗр сийне анлӑн сире-сире пӑрахать, тепри ҫӗр питне кӑна сирсе тухать; тырӑсене те тӗрлӗрен акаҫҫӗ: пӗр ҫӗрте речӗ-речӗпе, тепӗр ҫӗрте шӑйрӑксемлӗ; пӗр ҫӗрте ҫурхи тырӑсем ҫӳллӗ, таса, вӗсене хуҫалла лайӑх тата вӑхӑтра ҫумласа тасатнӑ, теприсене ҫумкурӑкӗ пусса илсе пӗтерсе лартнӑ, — ҫӗрӗҫлекен юлхавланнӑ курӑнать, ҫуркунне тырӑ пӗрчине ҫӗре пӑрахнӑ та, ун ҫинчен манса кайнӑ, анчах хӑй ҫимӗҫне пухма хатӗрленет; кунсӑр пуҫне тата пилӗк пусӑллӑ пусӑҫаврӑнӑшӗпе, тап-таса ҫӗртмепе тата курӑк акнӑ уйпа юнашар халӗ те вилмен карчӑка-йӑранлӑ анасене курма пулать; пӗр сӑмахпа каласан, ҫӗре пур ҫӗрте те пӗр пек ӗҫлесе ҫемҫетмен, анчах плуг хӑйӗн тӗренӗ вӗҫӗпе те пулин пырса тивмен пӗр татӑк ҫӗр те ҫук; хӑшпӗр кая юлнӑ ҫӗрӗҫлекен хӑй пӗлекен тӳремлӗх ҫине пӑхса, ҫакна пӗтӗмпех курать те ирӗксӗрех ҫапла калать:
XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
1. Иосиф йӑхӗнчен тухнӑ Манассия ывӑлӗн Махирӑн ывӑлӗ — Галаад, ҫав Галаад ӑрӑвӗн килӗ-йышӗн пуҫлӑхӗсем пынӑ та Моисей умӗнче, [Елеазар священник умӗнче] тата аслӑ улпутсем — Израиль ывӑлӗсенӗн тӑхӑмӗсен пуҫлӑхӗсем — умӗнче 2. ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа пирӗн хуҫана шӑпа тӑрӑх Израиль ывӑлӗсене еткер ҫӗр валеҫсе пама хушнӑ, Ҫӳлхуҫа пирӗн хуҫана Салпаад тӑванӑмӑр ҫӗрне унӑн хӗрӗсене пама хушнӑ; 3. вӗсем Израиль ывӑлӗсен тепӗр йӑхне качча тухас пулсассӑн, вӗсен ҫӗрӗ пирӗн аттемӗрсен ҫӗрӗнчен тепӗр йӑха, вӗсем [качча] кайнӑ йӑха, куҫать, вара пире шӑпа тӑрӑх панӑ еткерлӗх ҫӗр шутӗнчен тухса ӳкет; 4. Израиль халӑхӗн юбилей ҫитсессӗн те, вӗсен ҫӗрӗ хӑйсем [качча] кайнӑ йӑх ҫӗрӗ ҫумне хушӑнать, ҫапла вара вӗсен ҫӗрӗ пирӗн аттемӗрсен еткерлӗх ҫӗрӗ шутӗнчен тухса ӳкет, тенӗ.
Йыш 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑвӑра аҫӑрсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри панӑ ҫӗрӗре мӗншӗн халиччен те еткерлӗхе илместӗр? тенӗ; 4. йӑхсерен виҫшер ҫын суйласа парӑр; эпӗ вӗсене ҫӗр пӑхма ярам, вӗсем кайччӑр, ҫӗре пӑхса тухчӑр, ӑна епле валеҫмеллине татса парса ман патӑма пыччӑр; 5. ҫӗре ҫичӗ пая уйӑрччӑр; Иуда хӑй ҫӗрӗ ҫинче кӑнтӑр енче юлтӑр, Иосиф килӗ вара хӑй ҫӗрӗ ҫинче ҫурҫӗр енче юлтӑр; 6. эсир вара юлнӑ ҫӗре ҫичӗ пая палӑртса ӳкерӗр те мӗн ӳкернине ман патӑма илсе килӗр: эпӗ сире ҫакӑнта Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр умӗнче шӑпа кӑларса парӑп; 7. левитсем валли сирӗн хушшӑрта пай ҫук, вӗсенӗн пайӗ — Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑрасси; Гад йӑхӗпе Рувим йӑхӗ тата Манассиян ҫур йӑхӗ хӑйсене Ҫӳлхуҫа чури Моисей Иорданран тухӑҫалла панӑ ҫӗре илнӗ, тенӗ.
Нав 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Египет чиккинчи Сихор шывӗнчен пуҫласа Екронӑн ҫурҫӗр чиккине ҫитиччен тӑсӑлакан ҫӗр те — Ханаан ҫӗрӗ, ӑна пилӗк патша, Филисти патшисем — Газа, Азот, Аскалон, Геф, Екрон, Аввей патшисем — тытса тӑраҫҫӗ; 4. кӑнтӑр енчи ҫӗр Меарӑран, Сидон ҫыннисен ҫӗрӗнчен, пуҫласа Афека, аморрейсен чиккине ҫитиччен сарӑлса выртакан ҫӗр те — ханаансен ҫӗрӗ, 5. ҫавӑн пекех [Филисти ҫӗрӗ] Гевла та, тухӑҫ енче, Ермон тӑвӗ ҫумӗнчи Ваал-Гадран пуҫласа Емаф хулине ҫитиччен сарӑлса выртакан пӗтӗм Ливан та — пӗтӗмпех Ханаан ҫӗрӗ.
Нав 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӗр хуппи туртӑнса тӑсӑлнӑ тапхӑрсенче Ҫӗрӗн варринчи чӑмӑрӗ сарӑлнӑ чух ҫакӑн пек пулать: ҫирӗп вырӑнсене татӑлнӑ ҫӗнӗ ҫурӑксем касса иртеҫҫӗ, кивӗ ҫурӑксем сарӑлаҫҫӗ, икӗ тӗрлӗ ҫурӑксем тӑрӑх та ҫӗр пичӗ ҫине шӑранса пулнӑ шӗвек сирпӗнсе тухать те каярах ҫиелти ту породисем пулса тӑрать, ҫурӑксем тӑрӑх ҫак хулӑн породӑсем ӑшне ҫӗр тӗпӗнчен шӑранса тухнӑ шӗвек кӗрсе тулать, массивсем тата породӑсем тулса ларнӑ тарӑнти ҫӗр ҫурӑкӗсем пулса тӑраҫҫӗ, тепӗр чух ҫав ҫӗр ҫурӑкӗсем, ҫӗр пичӗ патнех ҫитсе, вулкансем туса хураҫҫӗ.
5. Тусене мӗнле вӑйсем тунӑ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
2. Вӗсем чӑнахах та хӑватлӑ та вӑйлӑ халӑх пулнине пӗлсе тӑма ӑна вӗсен вӑрҫисем ҫинчен каласа кӑтартнӑ; галатсемпе ҫапӑҫнӑ чухне мӗн тери хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартни ҫинчен, вӗсене мӗнле парӑнтарса хырҫӑ тӳлесе тӑмалла туни ҫинчен, 3. ҫавӑн пекех Испани ҫӗрӗнче унти ылтӑн-кӗмӗл кӑларакан вырӑнсене хӑйсен аллине илес тесе вӗсем мӗн-мӗн туни ҫинчен каласа кӑтартнӑ: 4. хӑйсенчен темӗн чухлӗ аякра пулин те, ӑс тупса, ҫине тӑрса ҫав ҫӗре вӗсем пӗтӗмпех хӑйсен аллине илнӗ иккен, ҫавӑн пекех таҫти тӗнче хӗрринчи патшасем пыра-пыра тапӑнсассӑн та, вӗсем пурне те ҫӗмӗре-ҫӗмӗре тӑкса хӑватлӑн парӑнтарнӑ иккен, ыттисем вара вӗсене ҫулленех хырҫӑ тӳлесе тӑраҫҫӗ-мӗн; 5. вӗсем ҫавӑн пекех Филипа та, Китим патшине Персее те, хӑйсене хирӗҫ тухнӑ ытти патшана та вӑрҫӑра аркатса тӑкса парӑнтарнӑ, 6. темӗн тӗрлӗ вӑйлӑ Ази патшине Антиоха та — хӑйсене хирӗҫ ҫӗр ҫирӗм сӑланпа, утлӑ ҫарпа, вӑрҫӑ ураписемпе, питӗ йышлӑ ҫуран ҫарпа вӑрҫа тухнӑ Антиоха — ҫӗмӗрсе тӑкнӑ вӗсем; 7. ӑна вӗсем, чӗрӗллех тыткӑна илсе, ӑна хӑйне те, ун хыҫӗнчен ларакан патшасене те питӗ пысӑк хырҫӑ тӳлесе тӑмалла тунӑ, вӗсен ҫыннисене саклата илнӗ, вӗсен ҫӗрне валеҫтернӗ, 8. Инди ҫӗрне вара, Мидие те, Лидие те тата ытти лайӑх ҫӗрне те унран туртса илсе Евмений патшана панӑ; 9. вӗсене эллинсем пырса пӗтерме шухӑш тытнӑ иккен, 10. анчах Рим ҫыннисем, ҫавна пӗлсе, вӗсене хирӗҫ пӗр ҫарпуҫне янӑ, ҫапла вӗсене хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫнӑ, вӗсене темӗн чухлӗ вӗлерсе тӑкнӑ, арӑмӗсене, ачисене тыткӑна илсе кайнӑ, вӗсене ҫаратса тухса ҫӗрне туртса илнӗ, керемӗсене ҫӗмӗре-ҫӗмӗре пӗтерсе, эллин халӑхне халичченех хӑйсене пӑхӑнса тӑмалла туса хӑварнӑ; 11. хӑҫан та пулин хӑйсене хирӗҫ тӑнӑ ытти патшалӑхсемпе утравсене те вӗсем ҫӗмӗрсе тӑкса парӑнтарнӑ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Иордан хӗрринчи Моав тӳремлӗхӗнче, Иерихон тӗлӗнче, Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 51. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: Иордан урлӑ каҫса Ханаан ҫӗрне ҫитсессӗн, 52. унти пур халӑха та хӑвӑр патӑртан хӑваласа ярӑр, вӗсем тунӑ мӗнпур йӗрӗхе — ӳкерсе тунисене, шӑратса тунисене — пӗтӗмпе ҫӗмӗрсе тухӑр, вӗсенӗн тӳпем вырӑнӗсене те аркатса тӑкӑр; 53. ҫӗрӗсене туртса илӗр те ҫавӑнта пурӑнма вырӑнаҫӑр, Эпӗ ку ҫӗре сире еткерлӗхе паратӑп; 54. еткерлӗх ҫӗре шӑпа тӑрӑх йӑхсерен валеҫсе парӑр: нумай йышлине нумайрах ҫӗр парӑр, сахал йышлине сахалрах парӑр; кама ӑҫта шӑпа тухать, унӑн еткер ҫӗрӗ ҫавӑнта пулать; еткерлӗх ҫӗре аҫӑрсен йӑхӗсем тӑрӑх илӗр; 55. ҫавӑнта пурӑнакансене хӑвӑр патӑртан хӑваласа ямасассӑн, вӗсем, унта юлнисем, сирӗн куҫӑрсене тӑрӑнӗҫ, сире аякӑрсенчен чикӗҫ, сире хӑвӑр пурӑнакан ҫӗрте хӗстерме пуҫлӗҫ, 56. ун чухне Эпӗ вӗсене мӗн кӑтартма шутланине сире кӑтартӑп, тенӗ.
Йыш 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсир Эпӗ панӑ йӗркесем тӑрӑх пурӑнсассӑн, Манӑн ӳкӗтӗмсене астуса, вӗсене пурӑнӑҫласа тӑрсассӑн, 4. Эпӗ сире вӑхӑтлӑ ҫумӑр парӑп, ҫӗр хӑй ҫимӗҫне ӳстерсе парӗ, хирти йывӑҫсем те хӑйсен ҫимӗҫне кӳрӗҫ; 5. сирӗн авӑн ҫапасси иҫӗм ҫырли пухас вӑхӑтах ҫитӗ, иҫӗм ҫырли пухасси тырӑ акас вӑхӑта ҫитӗ, хӑвӑр ҫӑкӑрӑра тӑраничченех ҫиетӗр, [хӑвӑр] ҫӗрӗр ҫинче пӗр шикленмесӗр пурӑнатӑр; 6. [сирӗн] ҫӗрӗр ҫине тӑнӑҫлӑх ярӑп, выртӑр та — сире никам та кансӗрлемӗ, хаяр тискер кайӑксене [сирӗн] ҫӗрӗртен хӑваласа ярӑп, сирӗн ҫӗрӗр урлӑ хӗҫ каҫмӗ; 7. хӑвӑр тӑшманӑрсене хӑвала-хӑвала яратӑр, вӗсем сирӗн умӑрта хӗҫпе касӑлса тӑкӑнӗҫ; 8. сирӗн пилӗк ҫыннӑр ҫӗр ҫынна хӑваласа ярӗ, сирӗн ҫӗр ҫыннӑр вунӑ пин ҫынна хӑваласа ярӗ; тӑшманӑрсем сирӗн умӑрта хӗҫпе касӑлса тӑкӑнӗҫ; 9. сирӗн ҫине хӗрхенсе пӑхӑп, [сире пиллӗп,] сире хунавлӑ тӑвӑп, сире йышлӑлантарӑп, сирӗнпе хывнӑ Хамӑн халалӑма ҫирӗп тытса тӑрӑп; 10. эсир киввине, иртнӗ ҫулхине, ҫиетӗр, ҫӗннине пула киввине кӑларса пӑрахатӑр; 11. Хамӑн килӗме сирӗн хушшӑра лартӑп, Манӑн чунӑм сирӗнтен йӗрӗнмӗ; 12. сирӗн хушшӑрта ҫӳрӗп, сирӗн Туррӑр пулӑп, эсир вара Манӑн халӑхӑм пулатӑр.
Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Тӑвану ҫука юлса хӑйӗн ҫӗрне сутас пулсассӑн, унӑн ҫывӑх хурӑнташӗ пырӗ те тӑванӗ сутнӑ ҫӗршӗн тӳлесе ӑна каялла илӗ; 26. уншӑн тӳлесе илекенӗ пулмасассӑн, вӑл хӑй вӑй ҫитерсе тӳлесе татмалӑх пухсассӑн, 27. ҫӗрне хӑш ҫулта сутнине шута илсе катса юлтӑр та ыттине хӑй сутнӑ ҫынна патӑр, ҫапла хӑй ҫӗрне каялла тавӑртӑр; 28. тавӑрса памаллине тупма вӑйӗ ҫитеймесессӗн, сутнӑ ҫӗрӗ ӑна туяннӑ ҫын аллинче юбилей ҫулӗ ҫитиччен юлӗ, юбилей ҫулӗнче ҫав ҫӗр унӑн аллинчен кайӗ, сутакан ҫынни вара хӑйӗн ҫӗрне каялла тавӑрӗ.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее Синай тӑвӗ ҫинче ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, вӗсене кала: эсир Эпӗ хӑвӑра паракан ҫӗре ҫитсессӗн, Ҫӳлхуҫанӑн шӑматкунӗ ҫӗр канса вырттӑр; 3. ултӑ ҫулччен хӑвӑн хирне акса тӑр, ултӑ ҫулччен хӑвӑн пахчунта иҫӗм турачӗсене касса тӑр, вӗсем ӳстернӗ ҫимӗҫе пуҫтар, 4. ҫиччӗмӗш ҫул вара ҫӗршӗн канӑҫлӑх шӑмачӗ, Ҫӳлхуҫа шӑмачӗ, пултӑр: хӑвӑн хирне ан ак, иҫӗм турачӗсене ан кас; 5. хӑвӑн ану ҫинче хӑех ӳссе ларнине вырса ан ил, касман иҫӗм турачӗсем ҫинчи ҫырлана ан тат; ҫак ҫул ҫӗршӗн канӑҫлӑх ҫулӗ пултӑр; 6. ҫав ҫимӗҫсем сирӗншӗн пуриншӗн те ҫӗр шӑмачӗ иртичченех ҫимелли апат пулӗҫ: саншӑн та, санӑн арҫын чурушӑн та, хӗрарӑм чурушӑн та, тара тытнӑ тарҫушӑн та, сан патна пурӑнма куҫса пынӑ ҫыншӑн та, 7. санӑн выльӑхушӑн та, санӑн ҫӗрӳ ҫинчи тискер кайӑксемшӗн те ҫӗр ӳстернӗ мӗнпур ҫимӗҫ ҫимелли апат пултӑр.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тӳпепе ҫӗр ҫапла пулса кайнӑ, вӗсене ҫапла пултарнӑ, ҫавӑн чухне, Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӗрпе тӳпене пултарсассӑн, 5. ҫӗр ҫинче нимӗнле ӳсентӑран та, нимӗнле курӑк та ӳсмен-ха, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӗр ҫине ҫумӑр ҫутарман, ҫӗр ӗҫлесе тӑма этем те пулман, 6. анчах ҫӗр ҫинчен пӑс тухса тӑрса пӗтӗм ҫӗр питне шӑварса тӑнӑ.
Пулт 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Акӑ ӗнтӗ эпир те килсе ҫитрӗмӗр, хаклӑ ҫӗрӗм, ҫӗр ашшӗ, ҫӗр йышӗ, ҫӗр йыш амӑшӗ, ҫӗр пӳлӗхҫи, ҫӗр пӳлӗхҫи амӑшӗ.— Вот мы и пришли к тебе, дорогая наша земля, родительница и прародительница наша, кормилица наша.
Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Тарпа тата куҫҫульпе шӑварнӑ, юнпа лӳшкеннӗ ҫӗр ҫинче, типӗ варсемпе, ҫӗр хӑвӑлӗсемпе, тӑшман ҫине вӑрттӑн тапӑнма чавнӑ шӑтӑксем курӑнса тӑракан ҫӗр ҫинче, пур тӗрлӗ пусмӑрлӑха пула шутсӑр нумай вилнӗ ҫын шӑммисем ҫӗрекен масарла ҫӗр ҫинче, нумай-нумай усал ӗҫсемпе малашлӑхӑн хӑрушӑ вӑрлӑхӗсене чавса чикнӗ ҫӗр ҫинче, шӑпа палӑртса хунӑ кун шӑтса ӳснӗ.
VI. Хӗвел тухса саралнӑ вӑхӑтра // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
9. Халӑх йышӗ хӑйсен пуҫлӑхӗсемпе пӗрле: Форос ывӑлӗсем — икӗ пин те ҫӗр ҫитмӗл иккӗн; Сафат ывӑлӗсем — тӑватҫӗр ҫитмӗл иккӗн; 10. Арес ывӑлӗсем — ҫичҫӗр аллӑ улттӑн; 11. Фааф-Моав ывӑлӗсем Иисуспа Иоав ывӑлӗсемпе пӗрле — икӗ пин те сакӑрҫӗр вуниккӗн; 12. Илам ывӑлӗсем — пин те икҫӗр аллӑ тӑваттӑн; Зафуя ывӑлӗсем — тӑхӑрҫӗр ҫитмӗл пиллӗкӗн; Хорве ывӑлӗсем — ҫичҫӗр пиллӗкӗн; Ванний ывӑлӗсем — ултҫӗр хӗрӗх саккӑрӑн; 13. Вивай ывӑлӗсем — ултҫӗр вӑтӑр виҫҫӗн; Арге ывӑлӗсем — пин те виҫҫӗр ҫирӗм иккӗн; 14. Адоникам ывӑлӗсем — ултҫӗр вӑтӑр ҫиччӗн; Вагой ывӑлӗсем — икӗ пин те ултҫӗр улттӑн; Адин ывӑлӗсем — тӑватҫӗр аллӑ тӑваттӑн; 15. Езекия ӑрӑвӗнчи Атир ывӑлӗсем — тӑхӑрвун иккӗн; Килан тата Азинан ывӑлӗсем — утмӑл ҫиччӗн; Азар ывӑлӗсем — тӑватҫӗр вӑтӑр иккӗн; 16. Аннис ывӑлӗсем — ҫӗр пӗррӗн; Аром ывӑлӗсем — вӑтӑр иккӗн; Вассай ывӑлӗсем — виҫҫӗр ҫирӗм виҫҫӗн; Арсифуриф ывӑлӗсем — ҫӗр иккӗн; 17. Ветирус ывӑлӗсем — виҫӗ пин те пиллӗкӗн; Вефломон ывӑлӗсем — ҫӗр ҫирӗм виҫҫӗн; 18. Нетофа ҫыннисем — аллӑ пиллӗкӗн; Анафоф ҫыннисем — аллӑ саккӑрӑн; Вефасмон ҫыннисем — хӗрӗх иккӗн; 19. Кариафири ҫыннисем — ҫирӗм пиллӗкӗн; Кафирпа Вирог ҫыннисем — ҫичҫӗр хӗрӗх виҫҫӗн; 20. хадиасейсемпе аммидейсем — тӑватҫӗр ҫирӗм иккӗн; Кирампа Гаввис ҫыннисем — ултҫӗр ҫирӗм пӗррӗн; 21. Макалон ҫыннисем — ҫӗр ҫирӗм иккӗн; Ветолий ҫыннисем — аллӑ иккӗн; Нифис ывӑлӗсем — ҫӗр аллӑ улттӑн; 22. Каламолал тата Онус ывӑлӗсем — ҫичҫӗр ҫирӗм пиллӗкӗн; Иерех ывӑлӗсем — икҫӗр хӗрӗх пиллӗкӗн; 23. Санаас ывӑлӗсем — виҫӗ пин те виҫҫӗр пӗррӗн.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ Израиль ҫыннисен йышӗ: 3. Парош ывӑлӗсем — икӗ пин те ҫӗр ҫитмӗл икӗ ҫын; 4. Сафатия ывӑлӗсем — виҫҫӗр ҫитмӗл икӗ ҫын; 5. Арах ывӑлӗсем — ҫичҫӗр ҫитмӗл пилӗк ҫын; 6. Пахаф-Моав ывӑлӗсем, Иисус тата Иоав тӑхӑмӗсем — икӗ пин те сакӑрҫӗр вуникӗ ҫын; 7. Елам ывӑлӗсем — пин те икҫӗр аллӑ тӑватӑ ҫын; 8. Заттуй ывӑлӗсем — тӑхӑрҫӗр хӗрӗх пилӗк ҫын; 9. Закхай ывӑлӗсем — ҫичҫӗр утмӑл ҫын; 10. Ваний ывӑлӗсем — ултҫӗр хӗрӗх икӗ ҫын; 11. Бебай ывӑлӗсем — ултҫӗр ҫирӗм виҫӗ ҫын; 12. Азгад ывӑлӗсем — пин те икҫӗр ҫирӗм икӗ ҫын; 13. Адоникам ывӑлӗсем — ултҫӗр утмӑл ултӑ ҫын; 14. Бигвай ывӑлӗсем — икӗ пин те аллӑ ултӑ ҫын; 15. Адин ывӑлӗсем — тӑватҫӗр аллӑ тӑватӑ ҫын; 16. Езекия килӗнчен тухнӑ Атер ывӑлӗсем — тӑхӑрвун сакӑр ҫын; 17. Бецай ывӑлӗсем — виҫҫӗр ҫирӗм виҫӗ ҫын; 18. Иора ывӑлӗсем — ҫӗр вуникӗ ҫын; 19. Хашум ывӑлӗсем — икҫӗр ҫирӗм виҫӗ ҫын; 20. Гиббар ывӑлӗсем — тӑхӑрвун пилӗк ҫын; 21. Вифлеем ҫыннисем — ҫӗр ҫирӗм виҫӗ ҫын; 22. Нетофа ҫыннисем — аллӑ ултӑ ҫын; 23. Анафоф ҫыннисем — ҫӗр ҫирӗм сакӑр ҫын; 24. Азмавеф ҫыннисем — хӗрӗх икӗ ҫын; 25. Кириаф-Иарим, Кефира тата Беероф ҫыннисем — ҫичҫӗр хӗрӗх виҫӗ ҫын; 26. Рама тата Гева ҫыннисем — ултҫӗр ҫирӗм пӗр ҫын; 27. Михмас ҫыннисем — ҫӗр ҫирӗм икӗ ҫын; 28. Вефиль тата Гай ҫыннисем — икҫӗр ҫирӗм виҫӗ ҫын; 29. Нево ҫыннисем — аллӑ икӗ ҫын; 30. Магбиш ҫыннисем — ҫӗр аллӑ ултӑ ҫын; 31. тепӗр Елам ывӑлӗсем — пин те икҫӗр аллӑ тӑватӑ ҫын; 32. Харим ывӑлӗсем — виҫҫӗр ҫирӗм ҫын; 33. Лидда, Хадид тата Оно ҫыннисем — ҫичҫӗр ҫирӗм пилӗк ҫын; 34. Иерихон ҫыннисем — виҫҫӗр хӗрӗх пилӗк ҫын; 35. Сенаа ҫыннисем — виҫӗ пин те ултҫӗр вӑтӑр ҫын.
1 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ассири патши ҫапла калать: манпа тату тӑвӑр, ман патӑма тухӑр, эпӗ сире ҫак ҫӗр евӗрлех тепӗр ҫӗре — тырӑпа эрех ҫӗрне, улма-ҫырлапа иҫӗм пахчийӗсен ҫӗрне, ҫу йывӑҫҫисемпе пыл ҫӗрне — илсе кайиччен кашниех хӑйӗн иҫӗмне, хӑйӗн смоква йывӑҫӗн ҫимӗҫне ҫитӗр, хӑй ҫӑлӗнчи шыва ӗҫтӗр; ҫӗнӗ ҫӗре куҫса кайсассӑн та вилместӗр, пурӑнатӑр.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Моисей ҫавӑн пекех Гад йӑхне, Гад ывӑлӗсене те ӑрусерен еткерлӗх ҫӗр пайласа панӑ: 25. вӗсенӗн еткерлӗхӗ Иазер, пӗтӗм Галаад хули, Аммон ывӑлӗсен ҫӗрӗ ҫурри таран, Равва ҫывӑхӗнчи Ароера ҫитиччен сарӑлса выртакан ҫӗр, 26. Есевонран пуҫласа Рамаф-Мицфапа Ветонима ҫитиччен, Маханаимран пуҫласа Давир чикки таран выртакан ҫӗрсем пулнӑ, 27. тата айлӑмри Беф-Гарам, Беф-Нимра, Сокхоф тата Цафон хулисем — Сигон патшалӑхӗн, Есевон патшийӗн, юлашки ҫӗрӗ — Иордан шывӗпе чикӗллӗ, Иордан леш енче тухӑҫалла Хиннереф тинӗсӗ патне ҫитиччен тӑсӑлакан ҫӗр.
Нав 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Рувимпа Гад йӑхӗсене тата Манассиян ҫур йӑхне вара Иисус ҫапла каланӑ: 13. хӑвӑра Ҫӳлхуҫа чури Моисей мӗн каланине аса илӗр-ха, вӑл: Ҫӳлхуҫа Туррӑр сире канӑҫлӑх кӳрсе ҫакӑ ҫӗре пачӗ, тенӗ; 14. сирӗн арӑмӑрсем, ачӑр-пӑчӑр тата выльӑхӑр-чӗрлӗхӗр Моисей хӑвӑра Иордан леш енче панӑ ҫӗр ҫинчех юлччӑр; хӑвӑр вара — вӑрҫа юрӑхлисем — пурте кӑрал тытса тӑванӑрсем умӗнчен пырӑр, 15. Ҫӳлхуҫа [Туррӑр], хӑвӑра тивӗҫтернӗ пек, сирӗн тӑванӑрсене те канӑҫлӑх кӳриччен, вӗсем те Ҫӳлхуҫа Туррӑр паракан еткер ҫӗре иличчен вӗсене пулӑшса пырӑр; кайран хӑвӑрӑн ҫӗрӗре таврӑнӑр та унта — Ҫӳлхуҫа чури Моисей панӑ ҫӗр ҫинче, Иордан леш енчи хӗвелтухӑҫ еннелли ҫӗр ҫинче — хуҫа пулса пурӑнӑр, тенӗ.
Нав 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эсӗ хӑвӑн аллуна илме каякан ҫӗр ху тухса килнӗ Египет ҫӗрӗ пек мар: унта эсӗ, вӑрлӑхна аксассӑн, [ҫӗре] хӑвӑн урусен вӑйӗпе ҫу йывӑҫҫин пахчине шӑварнӑ пек шӑварнӑ; 11. эсир хӑвӑр аллӑра илме каякан ҫӗр вара сӑртлӑ-туллӑ, айлӑмлӑ ҫӗр, вӑл тӳперен ҫумӑр шывӗпе шӑварӑнса тӑрать, 12. ку ҫӗршӗн Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, тӑрӑшать: пӗр вӗҫӗмех, ҫулталӑк пуҫланса ҫулталӑк вӗҫленичченех, Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, ун ҫинчен куҫне илмест.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иаир, Манассия ывӑлӗ, пӗтӗм Аргов ҫӗрне Гесурпа Мааха ҫӗрӗсен чиккине ҫитичченех илчӗ, Васана вӑл хӑйӗн ячӗпе «Иаир ялӗсем» теме пуҫларӗ, вӗсем халӗ те ҫавах; 15. Махира эпӗ Галаад ҫӗрне патӑм; 16. Рувим йӑхӗпе Гад йӑхне вара Галаадран пуҫласа Арнон юхӑм шывӗ таран, юхӑм шывпа Аммон ывӑлӗсен ҫӗр чиккийӗ пулакан Иавок ҫырми хушшинче выртакан ҫӗре, 17. ҫавӑн пекех тӳремлӗхпе Иордан шывне, чикӗ пулса тӑраканскере, Киннерефран пуҫласа тӳремлӗхри тинӗс — Тӑварлӑ тинӗс — хӗррине ҫитиччен, Фасга тӑвӗ патӗнчи тухӑҫ енчи ҫӗре, патӑм.
Аст 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.