Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ҫакӑн сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫакӑн (тĕпĕ: ҫакӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑн хыҫҫӑн кӑштах вӑхӑт иртсен ҫакӑнса тӑракан трап патне, — вӑл карапӑн тепӗр енче, манӑн каюта шӑпах унталла тухать, — тара тытнӑ кимӗҫӗн шлюпки ишсе ҫитрӗ.

Вскоре после этого к навесному трапу, опущенному по той стороне корабля, где находилась моя каюта, подплыла лодка, управляемая наемным лодочником.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Укҫа кӗтнӗ май, — ҫакӑн ҫинчен хамӑн шаннӑ ҫыннӑма Лерха ҫырса пӗлтертӗм, — эпӗ куҫас-ҫӳрес хӗрӳ туртӑма Стерс патӗнче иртекен каҫсемпе тата гаваньре уҫӑлса ҫӳренипе пусӑрӑнтарса тивӗҫтеретӗп; унта, капмар карапсен ҫыран хӗрри ҫийӗн ҫакӑнса тӑракан хӳрисен ӗмӗлкисенче, хумхантаракан сӑмахсене — Чӑна тухманлӑхӑн паллисене — курса тӗмсӗлетӗп: «Сидней», — «Лондон», — «Амстердам», — «Тулон»…

В ожидании денег, о чем написал своему поверенному Лерху, я утолял жажду движения вечерами у Стерса да прогулками в гавань, где под тенью огромных корм, нависших над набережной, рассматривал волнующие слова, знаки Несбывшегося: «Сидней», — «Лондон», — «Амстердам», — «Тулон»…

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эпӗ кӑнтӑрла тӗлнелле вӑранса каяттӑм, яланах ҫав бухтӑра, эсӗ манпа тӗл пулнӑ ҫӗрте; «Этна» нихӑҫан та унтан тухман пек, манпа пӗрле вара — чӑн-чӑн суккӑрсем, хӑйсемшӗн хӑнӑхман кӑткӑс пӳлӗмсенче хыпашла-хыпашла куҫакансем; вӗсем пурнӑҫӗ тӑруках ҫапла улшӑннӑшшӑн хыттӑн кулянатчӗҫ, ҫывӑратчӗҫ, нумай ҫиетчӗҫ тата вӗҫӗмсӗр харкашатчӗҫ; эпӗ вара — ӑнлантарсам мана ҫакна? — каяймастӑп, кимӗ пин метр ҫӳллӗшӗнче ҫакӑнса тӑрать тейӗн; анчах хӗвел аннӑ-анманах, ыйха путсанах, тӗлӗкре ҫакна кураттӑм: хушусем паратӑп, суккӑрсем вун виҫҫӗшӗ те — чӑн-чӑн морякла ҫаврӑнӑҫуллӑ, опытлӑ, ӗҫре вӗресе тӑраҫҫӗ; тата — паллӑ мар ҫар флочӗ тӑнӑ тӗле чее маневрсемпе пырса кӗретпӗр те карапсене путаратпӑр, кашнинчех каялла тухса шӑвӑнатпӑр, ҫакӑн хыҫҫӑн вара шанӑҫ пуҫӗпех пӗтнӗн макӑратпӑр.

Я просыпался около полудня, всегда в той бухте, где ты встретил меня, как будто «Этна» никогда не покидала ее, и со мной были подлинные слепые, бродившие ощупью в непривычном им сложном помещении военного судна; они громко жаловались на диковинную перемену жизни, спали, много ели и вечно ссорились, и я — объясни мне это? — не мог уйти, как если бы лодка висела на высоте тысячи метров; но, мгновенно засыпая с закатом солнца, видел во сне, что отдаю приказания, что все тринадцать слепых с быстротой и опытностью истинных моряков кипят в боевой работе и что, выплывая рядом хитрых маневров к самому пеклу неизвестного военного флота, мы топим суда, всегда ускользая обратно, а после этого плачем в безысходном отчаянии.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.

Нок кимме шыв ҫийӗн ҫакӑнса ӳсекен тӗм хушшине пытарнине, ҫакӑн хыҫҫӑн чӗлӗмне табак тултарса чӗртнине, ҫулташӗ ҫине самант-самантӑн сӑнавлӑн тӗсенӗ май, темшӗн, тертлӗн те шӑппӑн кулкаланине Гелли чӗнмесӗр пӑхса тӑчӗ, унӑн пӑлханчӑк пуҫ миминче тавралӑх чӑн-чӑнах мар-тӑр тетерекен тӗлӗнмелле шанманлӑх вӑрана-вӑрана хускалать.

Она молча смотрела, как Нок, спрятав лодку под свесившимися над водой кустами, набил и закурил трубку; как, мельком взглядывая на спутницу, хмуро и тягостно улыбался, и странное недоверие к реальности окружающего моментами просыпалось в ее возбужденном мозгу.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Ахальтен мар унта ҫакӑн пек пуриншӗн те паллӑ анекдот ҫӳрет: стена ҫинче Гитлер портречӗ ҫакӑнса тӑрать-мӗн.

Недаром там ходит всем известный анекдот: на стене висит портрет Гитлера.

Вӑрттӑн кулӑш // Г. Рыклин. Ҫӗлен-калтасем. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви. 1941 — 52 с. — 48–52 c.

Грэя малтан туса хатӗрленӗ уҫӑмлӑ планпа ӗмер ӗмӗрлеме, ҫемье чысне вараламасӑр вилме, ҫакӑн хыҫҫӑн вара портрета куҫса стена ҫинче ҫакӑнса тӑма пӳрнӗ.

Грэем, обреченным по известному, заранее составленному плану прожить жизнь и умереть так, чтобы его портрет мог быть повешен на стене без ущерба фамильной чести.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ахаль шкул ҫурчӗ ҫинче ҫакӑн пек пысӑк ялав ҫакӑнса тӑрать пулсан, пӗр-пӗр администраци ҫурчӗ ҫине мӗнлине ҫакнӑ-ши?

Если на обычном школьном здании висит такой большой флаг, то какая бы висела на здании администрации?

Брусчаткӑласа пӗтернӗ Газиантеп // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5902-%D0%91% ... D0%BF.html

Вӑл «Трисе пӳрчӗн» ҫакӑн пек ҫакӑнса тӑнине кам та пулин курас пулсан пӗтӗм Ленниберга ҫыннисем, тен, вӗсен кӑна мар, пӗтӗм Смоланд округӗнче пурӑнакансем, мӗн виличчен хӑйӗнчен шӑл йӗрессе пӗлет вӑл.

Он прекрасно понимает, что, если кто-нибудь увидит его в таком положении, он станет посмешищем для всей Лённеберги, а может, и для всего Смоланда до конца своих дней.

Вырсарникун, ноябрӗн вунтӑваттӑмӗшӗнче, Катхульт хуторӗнче пастор кӗлӗ вулани, Эмиль хӑйӗн ашшӗне хупса хуни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Сан шутупа, хутор хуҫи ҫакӑн пек вӑйлӑ ҫумӑр айӗнче ҫара пуҫӑн ҫакӑнса тӑрать пулсан мӗн тӑвать?

Как ты думаешь, что делает хозяин хутора, если он висит с непокрытой головой под проливным дождём?

Вырсарникун, ноябрӗн вунтӑваттӑмӗшӗнче, Катхульт хуторӗнче пастор кӗлӗ вулани, Эмиль хӑйӗн ашшӗне хупса хуни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Пыратӑн эс, сан тавра ҫӗрти ҫӑтмах: груша ӳсет, турат тулли апельсин… виноград ак ҫакӑн пӗк ҫупкӑмӑн-ҫупкӑмӑн ҫакӑнса тӑрать!..

Идешь, а вокруг тебя рай земной: груши зреют, апельсины на ветках… виноград висит вот этакими кистями!..

V // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн вара хресченсен союзӗн алӑкӗ ҫинче «Ӗҫсӗр кӗме юрамасть!» тесе ҫырнӑ хӑма ҫакӑнса тӑма пуҫланӑ.

Тогда на дверях крестьянского союза появилась надпись: «Без дела не входи!»

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Акӑ ҫакӑн пек грушӑсем йывӑҫ ҫинче ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, тӗрлӗ ҫырла пур унта.

Груши, вот такие, прямо на дереве висят, и ещё есть ягоды разные.

Дюшес ятлӑ груша // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Унта ҫакӑн пек пӗлтерӳ ҫакӑнса тӑрать:

висит объявление:

Маруся вӗренме тытӑнать // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Вӑл ҫуртӑн ҫийӗ тӳрем пулнӑ, алӑкӗ тӑрринче ҫакӑн пек вывеска ҫакӑнса тӑнӑ:

Дом был с плоской крышей и с вывеской над входом:

«Виҫӗ Партас апатланмаллинче» // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Хальхи вӑхӑтра генерал пулма та, кашта ҫине ҫакӑнма та ҫӑмӑл, кӗт-ха тепӗр чухне ҫакӑн пек ӑссӑр самана ҫаврӑнса килессе.

Жди, пока опять настанет такое сумасшедшее время, когда так же легко стать генералом, как и быть повешенным.

Улттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Эпир хуйхӑрнинчен ытла шӳт тӑватпӑр, пурне те чӗре патне ҫывӑха илес пулсан, турӑ ан хуштӑр та — ҫакӑн пек пурнӑҫпа тахҫанах ҫакӑнса вилсе пӗтмелле!»

Шутка у нас гостюет чаще, чем горе, а не дай бог делалось бы все всурьез — при такой жизни давно бы завеситься можно!»

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӗртен пӗр ачама та тата сана кӑна шеллетӗп эпӗ, санпала иксӗмӗр пурӑннӑ пурнӑҫ, пирӗн иксӗмӗрӗн юрату ҫакӑн пек кӗске пулнишӗн кӑна шеллетӗп.

И только жалко мне одного — дитя и тебя, что с тобой наша жизня, любовь была такая короткая.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мӗншӗн тесен, малашне те ҫакӑн пек пурӑнсан, манӑн ҫак япаласене витмелӗх тумтир те пулас ҫук!

Затем, что, ежели дальше так жить, мне, один черт, нечем будет всю эту музыку прикрывать!

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫакӑн пек пулса тухать ку япала: арӑмна куккуна пар та хӑв… патне кай, урӑх нимӗнле те мар.

Выходит вроде: жену отдай дяде, а сам иди к…, не иначе.

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Шӑпах ҫакӑн пеккисем, вырӑнти условисене пӗлменнисем, килеҫҫӗ те вара… — Секретарь ытлашширех каласа хурасран тытӑнса тӑчӗ, унтан, хулленреххӗн, малалла тӑсрӗ.

Вот такие приезжают, без знаний местных условий… — Секретарь сдержался и уже тише продолжал.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней