Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вара Гапка ларчӗ те: — Ай, аннеҫӗм! Эпӗ сана — вӑл тӑнлӑ ҫын пулнӑ ӗнтӗ, яхӑнне те хӑй патне ярас ҫук пулӗ, тесеччӗ… Мӗн эпӗ сана, ухмаха, йӗнер ҫумне кӑкарса ҫӳрӗп-им? — тесе калассӑн та туйӑнатчӗ… — Ай, аннеҫӗм, — тесе хурать.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Кутузов пурнипе те килӗшме юратнӑ, ҫара ертсе пырас ӗҫе австриецсен аллине панӑ, унӑн айӑпӗпе поражени тӳснин сӑлтавӗ ҫакӑнта пулнӑ, Суворов 1 Павел патшапа та уйрӑмӑннах австриецсемпе яхӑнне те килӗшмен, тенӗ вӗсем элеклесе.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ун чухнехи, Петропавловскӑри поручикӑн куҫӗсем тесе яхӑнне те шутлама ҫук.Ни намеком даже не напоминали они тогдашние, петропавловские поручичьи глаза.
XVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Курак яхӑнне те килӗшмест, пӗтӗм ӗҫӗ те ҫавӑнпа тытӑнса тӑрать.
XII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Яхӑнне ямасть!
XXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Унпа тӗл пулса калаҫасси — яхӑнне те ҫук!А чтобы, скажем, встретиться с ним или поговорить — это ни в коем случае!
ХХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ачасене ҫав ҫырма патне яхӑнне те яман, ҫавӑнпа та вӗсем ҫав вырӑнтан сехӗрленнӗ.Детей не пускали даже на край оврага, и это вселило в них страх к оврагу.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Атте» чӑн-чӑн командир пулчӗ, — вӑл пурне те лайӑх вӗрентет, пуринчен те хытӑ ыйтать, дисциплинӑна пӑсакансене яхӑнне те каҫармасть, тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлекенсене кашнинех ӗҫпе те, сӑмахпа та пулӑшма хатӗр.
4. «ЛА 5» // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Ҫапла сыватнӑ хыҫҫӑн эпӗ каллех Чушка ҫине утланса ларма шут тытрӑм, анчах вӑл яхӑнне те ямасть, вӗҫерӗнсе чупса кайрӗ.После лечения я снова попробовал сесть на Чушку, но она опять вырвалась и убежала.
Чушка-финтифлюшка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Эпӗ те хама ярмаркӑна илсе кайма ыйтрӑм, анчах атте яхӑнне те ямасть.
1. Тӑван килте // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Эпир упа ҫурине малтанхи вырӑна, кучер кайса илнӗ ҫӗре, сӗнсе пӑхрӑмӑр, анчах унта яхӑнне те илмерӗҫ.
Упа ҫури // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 30–35 с.
Ӑна тытма хӑтланчӗҫ, анчах вӑл яхӑнне те ямасть, пӗр гимназистне ҫыртма та ӗлкӗрчӗ.Его пробовали взять, но он отчаянно защищался и даже успел укусить одного гимназиста.
Упа ҫури // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 30–35 с.
Мана атте пачах уйрӑм йышши, питӗ чаплӑ, эпӗ ӑнланайми тата яхӑнне пыма пултарайми ҫынсем хушшинче пурӑннӑн туйӑнатчӗ, унӑн вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме тӑрӑшни — ӑна хисеплемесӗр кулни пулать, тесе шутлаттӑм.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн тӑсӑлса карӑннӑ сӑпайлӑ пӗҫҫисем йӗнер ҫинче ытла та лайӑх выртни мана та ӑмсантарать, уйрӑмах ак мӗншӗн: мӗлкесем ҫине пӑхсассӑн, хитре курӑнассипе яхӑнне те эпӗ унпа танлашаймастӑп.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мулла Варьӑна тутар масарне пытарма ирӗк памасть, сӑмах яхӑнне те ямасть.Что мулла не даст похоронить Варю на татарском кладбище, мы и не сомневались.
IV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
— Яхӑнне те ямарӑр иккен апла?
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Эпӗ ҫак самантра, вут-ҫулӑмра ялкӑшакан Сталинграда курса тӑнӑ чух, пулас хаяр атака умӗнхи вӑрттӑн шӑплӑхра, манӑн пурнӑҫ ҫулӗ ҫакӑнта татӑлса каясса яхӑнне те ямастӑп.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Телей яхӑнне те пулин…
3 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Ҫав кунах ответ ҫитрӗ: «Верещагинӑна вӗҫме яхӑнне те хушмастӑп», — тенӗ унта.В тот же день пришёл ответ: «Категорически запрещаю вылет Верещагино».
Атӑсем илме вӗҫни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Мотора сивӗ «килӗшмест», ҫавӑнпа вӑл яхӑнне те ӗҫлесшӗн мар.
Самолёт тата ҫӑматӑ // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.