Поиск
Шырав ĕçĕ:
13. Эпӗ тӳпене хупӑнтарнӑран ҫумӑр ҫумасӑр тӑрӗ-и е хӗрлӗ шӑрчӑка пӗтӗм ҫӗре ҫаратса хӑварма хушӑп-и, е Хамӑн халӑхӑм ҫине мур чирӗ ярӑп-и, 14. Манӑн ятӑмпа хисепленекен халӑхӑм йӑвашланса кӗлтума тытӑнсассӑн, Мана шыраса тупса хӑйсен усал ҫулӗсенчен пӑрӑнсассӑн, Эпӗ тӳперен вӗсене илтӗп те вӗсен ҫылӑхӗсене каҫарӑп, вӗсен ҫӗрне сиплесе тӳрлетӗп.
2 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах Ҫӳлхуҫа Давида, манӑн аттеме, каланӑ: «санӑн чӗрӳнте Ман ятӑмпа Ҫурт лартас ӗмӗт пур; ҫакӑ чӗрӳне канӑҫ паманни аван вӑл. 9. Ҫапах та Ҫурта эсӗ мар, санран ҫуралас ывӑлу, — Ман ятӑмпа ҫавӑ Ҫурт лартӗ» тенӗ.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Туррӑмӑр каланӑччӗ: 5«Хамӑн халӑхӑма Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ кунранпа Эпӗ Израилӗн нихӑш йӑхӗнче те Хамӑн ятӑмпа Ҫурт лартмашкӑн хула суйламан, Хамӑн Израиль халӑхӑмӑн патшине лартмашкӑн ҫын суйламан, 6. анчах Иерусалима Хамӑн ятӑм ҫавӑнта пултӑр тесе суйласа илтӗм тата Хамӑн Израиль халӑхӑма тытса тӑмашкӑн Давида суйласа илтӗм» тенӗччӗ.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Анчах Турӑ мана каларӗ: санӑн Ман ятӑмпа Ҫурт лартма тивӗҫ ҫук, мӗншӗн тесессӗн эсӗ вӑрҫӑ вӑрҫнӑ ҫын, эсӗ юн юхтарнӑ, терӗ.
1 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Давид Соломона каланӑ: ывӑлӑм! Ҫӳлхуҫа Туррӑм ячӗпе Ҫурт тӑвас шухӑш манӑн чӗрем варринчех пулнӑ, 8. анчах мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: «эсӗ юн нумай тӑкнӑ, пысӑк вӑрҫӑсем вӑрҫнӑ; санӑн Ман ятӑмпа Ҫурт лартма тивӗҫ ҫук, мӗншӗн тесессӗн Ман умӑмра ҫӗр ҫине нумай юн юхтартӑн. 9. Акӑ санӑн ывӑл ҫуралӗ, вӑл тӑнӑҫ пурӑнасскер пулӗ; Эпӗ ӑна таврари мӗнпур тӑшманӗнчен хӳтӗлесе лӑпкӑн усрӑп: ҫавӑнпа унӑн ячӗ те Соломон пулӗ. Ун вӑхӑтӗнче Израиле тӑнӑҫлӑхпа канлӗх парӑп. 10. Вӑл Манӑн ятӑмпа Ҫурт туса лартӗ, вӑл Манӑн ывӑлӑм пулӗ, Эпӗ унӑн ашшӗ пулӑп, ӑна Израильре ӗмӗрлӗхе патшана лартӑп» терӗ, тенӗ.
1 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эхер те эсир тата сирӗн ывӑлӑрсем Манран пӑрӑнсассӑн, Эпӗ панӑ ӳкӗтсемпе йӗркесене тытса тӑмасассӑн, урӑх турӑсене пӑхӑнма, вӗсене пуҫҫапма тытӑнсассӑн, 7. Эпӗ Израиле Хам панӑ ҫӗр ҫинчен пӗтерсе пӑрахӑп, Хам ятӑмпа тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ Ҫурта та пӑрахӑп, Израиль вара халӑх хушшинче ҫын мӑшкӑлӗ, тӗнче кулли пулса юлӗ.
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Давид аттемӗн чӗринче Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ ячӗпе Ҫурт лартас ӗмӗт пулнӑ; 18. анчах Ҫӳлхуҫа Давида, манӑн аттеме, каланӑ: «санӑн чӗрӳнте Ман ятӑмпа Ҫурт лартас ӗмӗт пур; ҫакӑ чӗрӳне канӑҫ паманни аван вӑл; 19. ҫапах та Ҫурта эсӗ мар, санран ҫуралас ывӑлу, Ман ятӑмпа ҫавӑ Ҫурт лартӗ» тенӗ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Туррӑмӑр каланӑччӗ: 16. «Хамӑн Израиль халӑхне Египетран илсе тухнӑ кунранпа Эпӗ Хамӑн ятӑмпа Ҫурт лартмашкӑн израильсен нихӑш йӑхӗнче те хула суйламан; [анчах Хамӑн ятӑм ҫавӑнта пултӑр тесе Иерусалима суйласа илтӗм] тата Хамӑн халӑхӑма Израиле тытса тӑмашкӑн Давида суйласа илтӗм» тенӗччӗ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Соломон, Хирама ҫапла калама хушса, ҫав элчӗсене каялла янӑ: 3. эсӗ пӗлетӗн ӗнтӗ: манӑн Давид аттем, таврари халӑхсемпе вӑрҫӑ вӑрҫнине пула, Ҫӳлхуҫа вӗсене унӑн ури айне туса парӑнтаричченех хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри ячӗпе Ҫурт туса лартаймарӗ; 4. халӗ вара мана Ҫӳлхуҫа Туррӑм лӑпкӑ пурӑнӑҫ пачӗ: йӗри-тавра нихӑҫта та хирӗҫ тӑракан ҫук, урӑх чӑрмав ҫук; 5. халӗ эпӗ Давид аттеме Ҫӳлхуҫа мӗн каланине: «Эпӗ санӑн аслӑ пукану ҫине лартас ывӑлу Ман ятӑмпа Ҫурт тӑвӗ» тесе каланине, тума шухӑшлатӑп, Ҫӳлхуҫа Туррӑм ячӗпе Ҫурт лартас тетӗп; 6. ҫавӑнпа та ман валли Ливанран кедр касса кӑларма хушсамччӗ; ман чурамсем сан чурусемпе пӗрле пулӗҫ, эпӗ сана чурусемшӗн ху мӗнле каланӑ чухлӗ тӳлесе тӑрӑп; эсӗ пӗлетӗн: пирӗн Сидон ҫыннисем пек лайӑх каскалакансем ҫук, тенӗ Соломон.
3 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӑл Манӑн ятӑмпа Ҫурт туса лартӗ те, Эпӗ унӑн патшалӑхне ӗмӗрлӗхе ҫирӗплетӗп.13. Он построит дом имени Моему, и Я утвержу престол царства его на веки.
2 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Манӑн ятӑмпа суя тупа ан тӑвӑр, хӑвӑн Турру ятне хисепрен ан кӑлар.12. Не клянитесь именем Моим во лжи, и не бесчести имени Бога твоего.
Лев 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эпӗ Авраама, Исаака тата Иакова «Пурне те Пултаракан Турӑ» ятпа курӑнтӑм, Хамӑн «Ҫӳлхуҫа» ятӑмпа вӗсене палӑрмарӑм; 4. вӗсене Ханаан ҫӗрне — хӑйсем куҫса ҫӳренӗ, хӑйсем ҫӳресе тухнӑ ҫӗре — пама пулса Эпӗ вӗсемпе халал хыврӑм.
Тух 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӑл Иосифа пиллесе каланӑ: манӑн Авраампа Исаак аттемсем Турӑ умӗнче ҫӳренӗ, ҫав Турӑ, мана мӗн ҫуралнӑранпа ҫак кунччен пӑхса усракан Турӑ, 16. мана пур тӗрлӗ усалтан хӑтарса тӑракан Ангел ҫак ачасене пиллетӗр; манӑн ятӑмпа Авраампа Исаак аттемсен ячӗсем вӗсем ҫинче пулччӑр, вӗсем ҫӗр ҫинче темӗн чухлӗ ӗрчесе-хунаса кайччӑр, тенӗ.
Пулт 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.