Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

япалапа (тĕпĕ: япала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл хӑйӗн шухӑшне ӑнланасшӑн та мар, анчах унӑн ҫав ырӑ вӑхӑта астунинчен те вӑйлӑрах япалапа тытса чарасси килет, унӑн ҫывӑхра каллех Мария пулнине туяс килет, унӑн ӑшшине, сывланине туяс килет, акӑ ӗнтӗ хӑй ҫинче вӑл…

Он не старался уяснить самому себе свою мысль, но он чувствовал, что ему хотелось удержать то блаженное время чем-нибудь более сильным, нежели память; ему хотелось вновь осязать близость своей Марии, ощутить ее теплоту и дыхание, и ему уже чудилось, как будто над ним…

XI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

«Невски проспект», — тенӗ вӑл, — тарӑн шухӑшлӑ, ҫав вӑхӑтрах илемлӗ ҫырнӑ произведени; ку вӑл пӗр пурнӑҫах икӗ енчен илсе кӑтартни пулать, ку вӑл чаплӑ япалапа кулӑшла япалана пӗр-пӗринпе юнашар лартни пулать.

Помоги переводом

Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.

Анчах та эсӗ ӳлӗм асра тыт: вӑрланӑ япалапа тутӑ пулаймӑн, вӑл апат пыра ларать.

Но ты запомни на всю жизнь: «Ворованным сыт и богат не будешь».

Ҫӑмарта ӑшалани // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 25,27,29 с.

Ӑна ҫурӑм шӑмминчен темле йывӑр япалапа — пӑшал аврипе пулас — чышнӑ.

Его ударили в позвоночник чем-то тяжелым, видимо — прикладом.

XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Коридор Сергей куҫӗ умӗнче, асӑрханмасӑр йывӑр япалапа ҫапӑннӑ ещӗк евӗр, тайӑлса кайрӗ, вара, чӗтӗренсе илчӗ те, хытса ларчӗ.

Коридор в глазах Сергея качнулся, словно ящик, неосторожно задетый чем-то тяжелым, и, дрожа, замер.

15 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Лайӑхраххӑн пӑхрӗ те Сергей вӗсем шурӑ япалапа витнӗ наҫилкке йӑтса килнине ӑнланчӗ.

Взглянув ниже, Сергей заметил в их руках носилки, покрытые белым.

15 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Пуҫӗнчен темӗнле тӳрккес те йывӑр япалапа пекех.

Ее будто ударили по голове чем-то тупым и тяжелым.

10 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

«Урӑх ӗҫе куҫарас пирки приказ илсенех пӗр-пӗр йывӑр япалапа пуҫӗнчен таклаттаратӑп та-ха, — хӑй ӑшӗнче ниҫта кайса кӗрейми тилӗрсе шухӑшларӗ вӑл.

Думал с немой яростью: «Как только получу приказ о переводе — лупану его чем-нибудь тяжелым по голове.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫук, ун хӑйӗн совеҫӗ, ӑс-хакӑлӗ тӳсме пултарайман япалапа килӗшме юрамасть!

Нет, она не должна соглашаться с тем, что противно ее совести и разуму!

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах картишӗнчен урама тухсанах, вӑл тӳсеймен, каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ — ӑна ҫунтаракан темскерле япалапа чӗринчен чикнӗ пек туйӑннӑ…

Но когда выехали на улицу со двора, он не выдержал, еще раз оглянулся, и будто жгучим чем полоснуло его по сердцу…

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Унӑн шурса кайнӑ ҫаврака ҫамки ҫине, тарпа йӑлтӑртатакан ҫӳхе кимӗрчеклӗ сӑмси ҫине тусан вӗҫе-вӗҫе ларать, анчах хӑй пӗрехмай урине пӗр-пӗр ӑшӑ япалапа кӗптеме тилмӗрет, ҫамки ҫинчи тарне шӑммипе тирӗ кӑна юлнӑ шӑнӑрлӑ аллипе сӑтӑрса ятлаҫать:

На выпуклый бледный лоб его, на тонкий хрящеватый нос, поблескивающий испариной, садилась пыль, но он все время просил укутать ему ноги чем-нибудь теплым и, вытирая пот со лба костистой, жилистой рукой, ругался:

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӑкӑр шӑмми айӗнче темскер ӗмрӗ, пырӗ патне, темле шӗвӗр япалапа тирӗнтернӗ пек ыраттарса, йӗксӳ капланчӗ.

Сосало под ложечкой, к горлу подступала колючая тошнота.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗр пуля хӳтлӗх ҫине чӑнклатса тӑрӑнчӗ те, вӑл пӳрнине темле вӗри япалапа пӗҫерттернӗ пек аллине хӑвӑрт каялла туртса илчӗ.

Пуля с силой цокнула в щит — и он отдернул руки, как от горячего.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ун пек япалапа шӳтлеҫҫӗ-и вара?

Разве этим шутят?

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тр-р-р, теҫҫӗ, аҫа ҫапманскер! — ыйхӑллӑ тенорпа ҫухӑрса ячӗ те Дугин, ура ҫине сиксе тӑрса, ҫывӑхри лашана темӗнле йывӑр япалапа туртса ҫапрӗ.

Тр-р-р, проклятый! — заспанным тенорком вскричал вскочивший Дугин и чем-то тяжелым ударил ближнюю лошадь.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах ҫакӑнта пулса иртрӗ те пӗр ырӑ мар тамаша: Листницкий тулалла тухма алӑк хӑлӑпне тытнӑччӗ кӑна, — стена ҫумӗнче темӗнле шӗвӗр япалапа питех те ӑста чӗртерсе тунӑ ӳкерчӗк — шӑлне йӗрсе пӑрахнӑ йытӑ пуҫӗпе шӑпӑр курӑнса кайрӗ.

Но тут произошел неприятный казус: держась за дверную скобку, он увидел на стене мастерски выцарапанный каким-то острым предметом рисунок, — оскаленную собачью голову и метлу.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пуҫӗнче карттусӗ ҫук, пуҫ купташкин ҫӳлти пайӗ те курӑнмасть: снаряд, ванчӑкӗ ӑна ҫивӗч япалапа каснӑ пек тип-тикӗс татса кайнӑ.

На нем не было фуражки, не было и верхушки черепа, чисто срезанной осколком снаряда.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Гауптшарфюрер господина чӗри тӗлӗнчен ҫӗҫӗпе чиксе вӗлернӗ пулнӑ, пуҫне вара темӗнле йывӑр япалапа ҫапса амантнӑ.

Господин гауптшарфюрер был заколот ножом в сердце, а голова его повреждена тяжелым предметом.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Ҫак самантра Травкин ку нимӗҫӗн ҫурӑмӗ хыҫӗнче кутамкка ҫакӑнса пынине тата унӑн сулахай аллине шурӑ япалапа ҫыхса лартнине асӑрхаса илнӗ.

В этот момент Травкин заметил ранец на спине немца и белую повязку на его левой руке.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Табак туртса киленесси, ҫав япалапа киленесси пекех, каярах ҫеҫ пуҫланать: киленес тесен, мӑшӑрланнӑ ҫынсен ҫав аскӑнла кӑлтӑка пӗчӗккӗн вӗренсе пымалла.

Наслажденье от куренья, так же как и от этого, если будет, то будет потом: надо, чтоб супруги воспитали в себе этот порок, для того чтоб получить от него наслажденье.

XI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней