Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

яни (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӳршӗ хӗрарӑмӗ упӑшки пилӗк уйӑх ҫухалса шарламасӑр пурӑннӑ хыҫҫӑн ҫыру яни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑна, ҫамрӑкскерне, никамах та ырламан ӗнтӗ, ашшӗ те ку таранччен ача вырӑнне кӑна хунӑ-ха, ҫапах та вӑл ял ҫинче ята яни те пулман.

Помоги переводом

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ҫакӑншӑн савӑнчӗ: ҫапах та Галимджан ҫыру яни ҫинчен амӑшӗ пӗлеймерӗ, вӑл пӗлесрен Укахви питех те хӑранӑччӗ.

Помоги переводом

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗҫленӗ хушӑра вӑл яланхи пекех нумай калаҫрӗ, паян халичченхинчен те ытларах сӑмахларӗ пулӗ, каҫ пулнӑ тӗле вӑл Алексей ҫыру яни ҫинчен сахалтан та ҫӗр ҫынна калама ӗлкӗрчӗ.

Помоги переводом

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тем каласшӑнччӗ Левентей, Анушка халь ӑна-кӑна итлесе тӑмарӗ, вӑл Левентейрен тем пулсан та хӑйне трактористсен курсне яни ҫинчен справка илме шутларӗ.

Помоги переводом

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Авӑн ҫапмалли машинӑна хута яни ӑна фронтра ҫӗмрӗк самолета юсанӑ пекех туйӑнчӗ.

Помоги переводом

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ку вӑл чӑннипе Турци султанӗ тахҫанах ӗмӗтре тытакан ӗҫе тепӗр хут тапратса яни пулать.

Помоги переводом

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Местничество тени, вӑрҫӑра пӗри тепӗрне путарса е элеклесе ят илме тӑрӑшни, вӑрҫӑ хыҫҫӑн воеводӑсене Белоозера пуҫ яни ӗлӗк те йышлӑ пулнӑ.

Помоги переводом

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хуҫалӑх пуҫлӑхӗ А.Ильина хӑйӗн ӗҫне аван йӗркелесе яни палӑрать.

Помоги переводом

Тӑрӑшакансене патшалӑх пулӑшать, вӗсем хӑйсем те алӑ усса лармаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9515-t-r-sha ... sa-larmacc

Халӑхшӑн кирлӗ паха сервиссене йӗркелесе яни те лайӑх», – тенӗ Олег Николаев.

Уместно налаживанияеработы сервисов, доступных для людей», — сказал Олег Николаев.

Олег Николаев регионсен бюджечӗсенчен кӗскелекен тупӑша саплаштармалли компенсаци механизмне ӗҫе кӗртме сӗннӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/09/08/oleg ... -cuhalakan

Ку вӑл, тӗрӗссипе, тепӗр вӑрҫӑ та мар, хӗл вӑхӑтӗнче чарӑннӑ вӑрҫӑ ӗҫӗсене тепӗр хут хускатса яни, пӗлтӗр пуҫланӑ япалана малалла тӑсни ҫеҫ пулать.

Помоги переводом

14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хыпӑнса ӳкнӗ хӗр макӑрса яни Эльгеева ыйхӑран вӑратрӗ тейӗн.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эмел яни килӗшмерӗ-ши, — ик куҫне те аллисемпе хупласа ӳпкелешрӗ ача.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Халат улӑштарса тӑхӑнма кӑна ӗлкернӗччӗ Эльгеев — хӑрлатакан сасӑпа хӑрушшӑн кӑшкӑрса яни илтӗнчӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чи хӗрсе вылянӑ вӑхӑтра ача ҫухӑрса яни Эдмунд рольне вылякан режиссера уртарсах ячӗ курӑнать.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӗччен перкелешни кашкӑр кӗтӗвне уртарса яни кӑна пулӗччӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тифпа чирлесе чылайччен йывӑр выртни ҫинчен, Поля Баландинӑпа санитари поезчӗ ҫинче тӗл пулни ҫинчен, Георгий Петровича чиперех поезд ҫине лартса яни ҫинчен — кусене вӑл пӗтӗмпех тӗрӗс каласа пачӗ.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ҫирӗм пӑт тырра ҫараттарса яни ытла кулмалли япалах мар та ӗнтӗ, шӑллӑм, — кӳренчӗклӗн каларӗ Марье.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑл ҫыруран Тоньӑн упӑшки те фронта тухса кайни ҫинчен пӗлнӗ Миша, ӑна Францие кӑларса яни ҫинчен те Тоня илтнӗ иккен.

Помоги переводом

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Йӑнӑш вакун ҫине кӗрсе ларни ҫинчен те, старикпе пӗрле Мухтоловӑран килни ҫинчен те, Кутемертен саламсем каласа яни ҫинчен те (пуринчен ытла Лисукран!) — ҫул тӑршшипе каласа пычӗ Павлуш.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней