Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ял сăмах пирĕн базăра пур.
ял (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлашки ҫырӑвӗнче Сергей ҫапла ҫырать: «Юлашки кунсенче пурте улшӑнчӗ, пире хӗвеланӑҫнелле куҫарчӗҫ, ҫавӑнпа ҫырма пултараймарӑм тата ирӗк те памарӗҫ. Тухса кайиччен виҫӗ каҫ тӑтӑмӑр. Ирпе виҫӗ сехетре вагона кӗрсе ларсан, поезд тапранса кайнине те сисмерӗмӗр, мӗншӗн тесен питӗ ывӑннӑччӗ. Ӑсатнӑ чух пире хамӑр ӑҫта кайнине каламарӗҫ, нимӗн пӗлмесӗрех кайрӑмӑр. Ҫула май Новосибирскра мунчара шыва кӗтӗмӗр. Тухса кайсан, эпӗ хамӑр ҫулпа кайӑпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах тепӗр ҫулпа Омск, Свердловск, Хусан, Мускав урлӑ кайрӑмӑр. Мускавра каллех мунчара ҫӑвӑнтарчӗҫ, пире кӑлармарӗҫ. Эпир финсен ҫулӗпе каятпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах Минск урлӑ Старая Польшӑна кайни палӑрчӗ. Мичук — пирӗн ял ҫынни, финсен вӑрҫине хутшӑннӑскер, вилнӗ вырӑнсенче пурӑнатпӑр. Варшава патне ҫитиччен поезд ҫинчен анса 50 километр кайрӑмӑр, питӗ ывӑнтӑмӑр. Килнӗ хыҫҫӑн виҫӗ кун хушши ҫӳреме пултараймарӑмӑр. Ҫитнӗ ҫӗре пирӗн нимӗн те ҫукчӗ, пире граждансен килӗсене вырнаҫтарчӗҫ. Ялта апат ҫимесӗрех ҫывӑрма вырттарчӗҫ. Поляксем вырӑсла пӗлмеҫҫӗ. Сивӗ пулин те, эпир хӳшӗре пурӑнтӑмӑр, анчах ку нимех те мар, нумаях юлмарӗ, сивӗпе вилместпӗр. Чи хӑрушши - кӳршӗри патшалӑх питӗ ҫывӑхра, Германипе юнашар - эпир Милюшпа (Милюш Байгореевич Аливанов, пӗр ялтан пӗрле чӗнсе илсе, пӗрле служит тунӑ). Манӑн 200 тенкӗ пурччӗ, анчах ҫул ҫинче ҫиме тӑкакларӑм. Унтан пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тухса, кунта ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче килсе ҫитрӗмӗр. Ку ҫырӑва 1941 ҫулхи апрелӗн 13-мӗшӗнче ҫыратӑп, паян поляксен Мӑнкун. Манран стариксемпе ҫамрӑксене салам калӑр. Ҫыру илсен ял хыпарӗсем ҫинчен пӗлтерӗр. Тата Николай адресне ярса парӑр, вӑл ман пата ҫыру ҫыртӑр, мӗншӗн тесен эпӗ унӑн адресне ҫухатрӑм. Халӗ вӑхӑт ҫук, ҫавӑнпа сахал ҫыратӑп. Вӑхӑт ҫитсен татах ҫырӑп. Вера, хӗрсем качча тухман-и-ха?

Помоги переводом

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

2009 ҫулхи ака уйӑхӗнче хӑш-пӗр ял тӑрӑхӗсене пӑрахӑҫланӑ: Бобровски, Уфтюга тата Красавино (Нюксеница ял тӑрӑхне кӗртнӗ), Брусенец тата Брусноволово (Городищна ял тӑрӑхне кӗртнӗ).

В апреле 2009 года некоторые сельские поселения упразднены: Бобровское, Уфтюгское и Красавинское (включены в Нюксенское), Брусенское и Брусноволовское (включены в Городищенское).

Нюксеница районӗ // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... 0%BD%D3%97

Пуҫарулӑх ушкӑнӗн ертӳҫи, вырӑнти «Туслӑх» вокал ансамблӗн членӗ Венера Акимова ял ҫыннисен ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртме пулӑшнисене, хӑйсен вӑхӑтне тата вӑйне шеллемесӗр тӑрӑшнӑ ял ҫыннисене тав сӑмахӗ каларӗ, малашне ҫӗнӗ клуб ял ҫыннисемшӗн чӑннипех ту культура вучахӗ пулса тӑрассине шаннине палӑртрӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

Пухӑннисем умӗнче Пишпӳлек ял совечӗн пуҫлӑхӗ Александр Александрович Семенов, вӗренӳ пайӗн профсоюз организацийӗн председателӗ, Пишпӳлек ял совечӗн депутачӗ Роман Владимирович Тиманкин, ял старости Галина Владимировна Скоробогатова тухса салам сӑмахӗ каланӑ.

Перед собравшимися выступили и поздравили глава Бижбулякского сельсовета Семёнов Александр Александрович, председатель профсоюзной организации отдела образования, депутат Бижбулякского сельсовета Тиманкин Роман Владимирович, староста деревни Галина Скоробогатова.

"Пӗтӗм чунтан" кану каҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... ka-3461949

Слетра Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев фермерсем ялӑн тӗп шӑнӑрӗ пулса тӑнине, вӗсем ял хуҫалӑх продукцийӗ туса илнипе пӗрлех халӑха ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерес, ялсене аталантарас тӗлӗшпе те чылай ӗҫ тунине палӑртнӑ.

Помоги переводом

Фермерсем слетра пуҫтарӑннӑ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d1%84%d0%b ... %bd%d3%91/

Август уйӑхӗн 17-мӗшӗнче иртнӗ хурлӑхлӑ митинга ПР Патшалӑх Пухӑвӗн-Курултайӗн депутачӗ Марат Шафиков, Пелепей районӗнчи депутатсен Канашӗн председателӗ Сергей Лущиц тата Канаш секретарӗ Артур Садыков, Пушкӑртстанри вӑрҫӑ, ӗҫ ветеранӗсен, хӗҫ-пӑшаллӑ тата йӗрке хуралҫисен органӗсенче вӑй хунӑ ветерансен Пелепей хулипе районӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи Александр Буйлов, Пелепейпе Ермеккей районӗсенчи ҫар комиссариачӗн вӑрттӑн чаҫӗн пуҫлӑхӗ Евгений Ильясов, Пишпӳлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Данилов, Слакпуҫ ял хутлӑхӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Андреев, Пишпӳлек районӗнчи «9-мӗш рота» шырав отрячӗн аслӑ ертӳҫи Владимир Чернов, Пишпӳлек районӗнчи вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗсен Канашӗн председателӗ Елена Андреевапа Слакпуҫ ял хутлӑхӗнчи ветерансен Канашӗн ертӳҫи Вера Павлова, хыпарсӑр ҫухалнӑ салтакӑн тӑванӗсем, ҫарпа-патриотизм ҫул-йӗрӗллӗ обществӑлла пӗрлӗхсем тата ял ҫыннисем хутшӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Сакӑр вунӑ ҫул иртсен салтак тӑван кӗтесӗнче ӗмӗрлӗх канлӗх тупрӗ // Ольга АНДРЕЕВА. https://ursassi.ru/articles/patriotizm/2 ... pr-3398106

Ял ҫыннисемпе хӑнасене юбилей ячӗпе Пишпӳлек ял Канаш пуҫлӑхӗ Александр Семенов, Пишпӳлек районӗнчи чӑвашсен Канашӗн председателӗ Сергей Михайлов, ял старости Алексей Васильев саламланӑ.

Помоги переводом

Йӑлпӑлак ялне – 290 ҫул. Ташласа-юрласа савӑнатпӑр уявра! // Инга ВАСИЛЬЕВА. https://ursassi.ru/articles/yubiley/2023 ... ra-3398031

Ҫак ял яш-кӗрӗмӗ те ялта ҫичӗ туратран иртмен хурӑнташлӑ хӗрсемсӗр пуҫне урӑх тупӑнмасан ҫеҫ ют ялтан хӗр илет-мӗн.

Помоги переводом

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Унта ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн аграри, ҫут ҫанталӑк тата экологи ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитет председателӗ Алексей Шурчанов, Чӑваш АССР Министрсен Совечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ, РСФСР Верховнӑй Совечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ пулнӑ Валентин Агафонов, АПК ветеранӗсен республикӑри канашӗн председателӗ Александр Самылкин, АПК ветеранӗсен хисеплӗ председателӗ Василий Шадриков, аграри университечӗн ректорӗ Андрей Макушев, Ял хуҫалӑх министерствин ветеранӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ агрономӗ Лидия Семенова, Евлалия Васильеван ывӑлӗ — Владимир Зайцев тата унӑн ҫемйинчи ытти ҫывӑх ҫынсем, республикӑри муниципаллӑ округсен пуҫлӑхӗсем, ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе продукцие хатӗрлекен промышленноҫри предприятисен ертӳҫисем, АПК ветеранӗсем, аграри университечӗн преподавателӗсемпе студентсем хутшӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Евлалия Васильева агрономӑн пурнӑҫ уйӗ // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b5%d0%b ... 83%d0%b9e/

Ҫамрӑк предпринимательсем, пултаруллӑ ҫамрӑксем ялта пурӑнса, ялӑн сӑн-сӑпатне лайӑх енне улӑштарса пыма пулӑшсан, территорисем тата илемленӗҫ, ял пурнӑҫӗ ҫитӗнекен яш-кӗрӗме илӗртӗ.

Помоги переводом

«Ялти кадрсем» проекта пурнӑҫа кӗртессипе пилотлӑ регионсен йышне Чӑваш Ен кӗнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/29/yala ... ipe-pilotl

Раҫҫей тата Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх министерствисем ялсен инфраструктурине ҫӗнетме кӑҫал 1,8 миллиард тенкӗ пӑхса хӑварнӑ», — пӗлтернӗ Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов.

Помоги переводом

Патшалӑх программи ял-сала сӑн-сӑпатне улӑштарма пулӑшать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... b5-%d1%83/

Хамӑр ялтан тухнӑ паллӑ ҫынсемпе, пирӗн ялтан питӗ паллӑ ҫынсем нумай вӗсем ҫинчен те ял историйӗ, шкул историйӗ, чиркӳ историйӗ ҫавна тӗпчетпӗр».

Помоги переводом

Професси уявӗпе саламларӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60472

Ку тӑрӑхра унашкал ял ҫук, анчах ҫак ял ятӗнче, паллах, Шупуҫҫынни ҫуралнӑ Иккасси ялне тупма пулать.

Помоги переводом

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2025-мӗш ҫулччен ял хуҫалӑх валли уйӑрнӑ, анчах та усӑ курмасӑр выртакан 27 пин гектар ҫӗр лаптӑкне пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртме палӑртса хунӑ, ку республикӑри ял хуҫалӑх валли уйӑрнӑ мӗнпур лап-тӑкӑн 3,7 проценчӗ шутланать.

Помоги переводом

Олег Николаев ҫӗр ӗҫченӗсене кашни гектар ҫӗр лаптӑкӗпе тухӑҫлӑ усӑ курма чӗнсе каланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/27/oleg ... er-laptkpe

Енчен те малтан ялти ҫула, уй хапхине ял халӑхӗ пӗрле пухӑнса тунӑ пулсан — халь ку ӗҫе ял администрацийӗ пурнӑҫлать.

Помоги переводом

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Агропромышленность комплексӗ - пӗтӗм ӗҫ-хӗл ял ҫӗрӗпе ҫыхӑннӑ пӗртен-пӗр отрасль, ҫавӑнпа та ялсенче пурӑнакансен тӳпине сыхласа хӑварасси пирӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ, сӑмахран, ял территорийӗсене комплекслӑн аталантармалли программӑсен шучӗпе.

Поскольку агропромышленный комплекс – это единственная отрасль, которая практически вся сосредоточена в сельской местности, нам крайне важно сохранить долю жителей села, в частности за счет программы комплексного развития сельских территорий.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Нумай ачаллӑ ҫемьесем, ял хуҫалӑхӗнчи апат-ҫимӗҫ промышленноҫӗнче, АПКра вӑй хуракансем, муниципалитет служащийӗсемпе ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем валли – 0,5%, социаллӑ сферӑра ӗҫлекенсем, ял хуҫалӑх кооперацийӗнче, пушар хуралӗнче вӑй хуракансем валли – 1%, АПК е ветеринари ӗҫне кӳлӗннӗ ҫамрӑк специалистсем (35 ҫулччен) валли – 0,1%.

Помоги переводом

«Ял ипотеки» пулӑшать // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11309-ya ... i-pul-shat

Чи такӑр ҫул ялпа ял хушшинче мар, ялпа ҫӑва хушшинче пулать.

Самая накатанная дорога в ту зиму была не между селениями, а между селом и кладбищем.

Малтан калани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Ҫак программа ял ҫыннисен пурнӑҫ условине лайӑхлатма май парать, пур власть органӗшӗн те ялсен коммуналлӑ, инженери, транспорт инфраструктурине аталантарасси, хӑтлӑх шайне ӳстересси чи кирлӗ тӗллев шутланать», — тесе палӑртнӑ партин «Раҫҫей ялӗ» проекчӗн координаторӗ Сергей Артамонов.

Помоги переводом

Парти проекчӗ ялсене тӗрев парать // Ю.ЮРЬЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d0%bf%d0%b ... %82%d1%8c/

Иртнӗ ҫул «Чӑваш Республикинчи ял территорийӗсен комплекслӑ аталанӑвӗ» патшалӑх программипе яллӑ вырӑнсенчи автомобиль ҫулӗсене 174 ҫухрӑм юсанӑ, пуҫарулӑх бюджечӗн 916 проектне, ял территорийӗсене хӑтлӑлатма — 16, компактлӑ ҫурт-йӗр тума — 1, ял территорийӗсен комплекслӑ аталанӑвӗпе 7 проекта ӗҫе кӗртнӗ.

Помоги переводом

Парти проекчӗ ялсене тӗрев парать // Ю.ЮРЬЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d0%bf%d0%b ... %82%d1%8c/

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней