Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

яваплӑх сăмах пирĕн базăра пур.
яваплӑх (тĕпĕ: яваплӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паянхи слесарь-сантехник вӑл хӑйӗн профессине лайӑх пӗлекен, хӑйне шанса панӑ питех те кирлӗ участӑкшӑн яваплӑх туякан, йӗркеллӗ, тӗп-тӗрӗс, ҫыпӑҫуллӑ, хӑй ӗҫне тӗрлӗ условисенче, ҫав шутра аварисенче те, хӑвӑрт та чи пысӑк пахалӑхпа тӑвакан ҫын.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ку тапхӑр яваплӑх, хӑй тӗллӗнлӗх туйӑмӗсене ӳстермешкӗн аван.

Это хорошее время для развития чувства ответственности и самостоятельности.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эсир нумай ӗҫ-хӗлре ҫитӗнӳсем тӑватӑр, пӗлтерӗшлӗ пуҫарусемпе анлӑ проектсене пурнӑҫлас тӗлӗшпе пысӑк социаллӑ яваплӑх кӑтартатӑр.

Вы добиваетесь успеха во многих профессиях, проявляете высокую социальную ответственность в реализации важнейших инициатив и масштабных проектов.

Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/03/08/ole ... nim-zhensk

Унӑн тӗп тӗллевӗ — наркоманипе ҫыхӑннӑ саккунсем, ку енӗпе саккуна пӑссан тивекен яваплӑх пирки ӑнлантарасси, наркотикпе суту-илӳ тӑвассине, унпа усӑ курассине хирӗҫ кӗрешессине профилактикӑласси тата ҫак ӗҫе общественноҫа анлӑн явӑҫтарасси.

Помоги переводом

Округ пурнӑҫӗ // О.КОРОТИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%b5%d0%b ... %81%d0%b0/

«Ҫак ҫул ӑнӑҫлӑ ирттӗр, эпир вара педагог статусне ҫӗклес, сирӗн чун-хавалӑра ҫирӗплетес, кирлӗ пулӑшупа тивӗҫтерес тесе хамӑртан мӗн килнине пурне те тӑвӑпӑр. Ачасем — пирӗн пуласлӑх. Вӗсем мӗнле ҫитӗнесси аслисенчен нумай килет. Ҫак тӗлӗшпе ашшӗ-амӑшӗн те, педагогсен те яваплӑх пысӑк», — палӑртрӗ вӑл.

Помоги переводом

Педагогсемпе ачасене телейлӗ ҫулталӑк кӗттӗр // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%bf%d0%b ... %b0%d0%bb/

Юлашки ҫулсенчи ансат мар условисенче те Раҫҫей Президенчӗ лартнӑ тӗп тӗллеве - чухӑнлӑх шайне чакарассине - тивӗҫтерес ӗҫ пирӗн яваплӑх шутӗнчех пулчӗ.

В непростых условиях последних лет с нас не снималось выполнение приоритетной задачи, поставленной Президентом России, – снижение бедности.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Патшалӑх служащийӗсен туллин уҫӑлма, лару-тӑрӑва кура ҫирӗплӗх е яваплӑх кӑтартма тивӗ.

А вот государственным служащим предстоит раскрыться по полной и, в зависимости от ситуации, проявить то исполнительность, то твёрдость.

3-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

«2021 ҫулта кашни харпӑр хӑй ҫине яваплӑх илнӗ.

«В 2021 году каждый взял на себя обязательство.

Палӑртса хунинчен чылай маларах юсаса ҫӗнетнӗ Чӑваш Енри виҫӗ шкула // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/09/palr ... cnetn-chva

Водитель йӑнӑш тунине ӑнланса илмерӗ, каллех ку сӑлтавпах автоинспекторсен аллине лекрӗ пулсан, яваплӑх уголовлине куҫать.

Помоги переводом

Эрех ӗҫрӗн – руль умне ан лар! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10979-er ... mne-an-lar

Тӗнчери ҫар-политика лару-тӑрӑвӗ тӑтӑшах ҫивӗчленсе пыракан условисенче паян сирӗн ҫине калама ҫук пысӑк яваплӑх тиеннӗ.

В условиях постоянно обостряющейся военно-политической обстановки в мире на вас сегодня возложена огромная ответственность.

Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Хӑрушсӑрлӑх органӗсен ӗҫ­ченӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/20/ole ... ika-organo

Улшӑнакан лару-тӑрӑва сӑнаса ӗлкӗрӗр, хӑюллӑ йышӑнусем тӑвӑр, пулса иртнишӗн хӑвӑр ҫине яваплӑх илӗр.

Близнецы, быстро реагируйте на изменяющуюся ситуацию, принимайте смелые решения и берите на себя ответственность за происходящее.

50-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халӗ вара уголовлӑ яваплӑх пирки сӑмах пырать, - пӗлтерчӗ районти ГИБДД уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Казыкин.

Помоги переводом

Виҫҫӗн лекнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11521-vicc-n-lekn

Юрист пулса ӗҫлесси – пысӑк чыс кӑна мар, калама ҫук пысӑк яваплӑх та.

Быть юристом – не только большая честь, но и огромная ответственность.

Олег Николаев Юрист кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/03/gla ... et-s-dnyom

«Пуҫлӑхӑн яланах ертсе пымалла, тӗрлӗ йышӑну тума хӑрамалла мар, хӑйӗн ҫине яваплӑх илме пултармалла. Педагогсен йышӗ тата администраци ушкӑнӗ килӗштерсе тимленинче - ҫитӗнӳ никӗсӗ», - тет вӑл.

Помоги переводом

Пултаруллӑ директор // И.ВЛАСОВА, А.ПЕТРОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11572-pu ... l-direktor

Халь ӗҫрен пӑрӑннӑ, анчах хӑй вӑхӑтӗнче районсен администрацийӗсене ертсе пынӑ, шанса панӑ территорисемшӗн тата унта пурӑнакан ҫынсемшӗн яваплӑх йывӑрӑшне хӑйсем ҫинче туйнӑ ҫынсен шухӑшӗ интереслӗ.

Помоги переводом

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Ҫавӑн пекех чи маттуррисене, ыркӑмӑллӑх акцийӗсемпе мероприятийӗсенче социаллӑ яваплӑх кӑтартакансене, вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн Хисеп грамотипе тата Тавӗпе палӑртнӑ.

Помоги переводом

Ырӑ ӗҫ ырӑпа таврӑнать // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11839-yr ... a-tavr-nat

Ӗнтӗ уншӑн яваплӑх пирӗн ҫинче мар тесе алӑ сулма пулать, паллах, анчах…

Помоги переводом

Ырӑ ырӑпах таврӑнтӑрччӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 8 с.

Усрава илнӗ ҫынсен ачана ӗҫ ҫумне ҫыпӑҫма хӑнӑхтарас, ырӑлӑха вӗрентес яваплӑх ҫинчен те манмалла мар.

Помоги переводом

Ырӑ ырӑпах таврӑнтӑрччӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 8 с.

Хӑйӗн ӗҫӗнче пысӑк яваплӑх пулнине пӗр самантлӑха та манман, ӗҫӗн кӑткӑслӑхне те пӗлсе ҫитнӗ ӗнтӗ, йывӑрлӑхсене парӑнтарма хӑнӑхнӑ.

Помоги переводом

Ӗҫре тупнӑ чыспа хисеп // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/10/07/ec%d1%80%d0 ... 5%d0%bf-2/

Ӗҫченлӗх, тӳрӗ кӑмӑллӑх, яваплӑх, хастарлӑх кирлӗ ертӳҫӗ пулма.

Помоги переводом

Пултаруллӑ хӗрарӑм пур ӗҫре те хастар // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8926-pultaru ... te-khastar

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней