Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

юхтарса (тĕпĕ: юхтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл: «Эс юхтарса ятӑн ӑна!» — тет.

Помоги переводом

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӑнах, ку сарӑпа тӳсиччен ярлӑка вута пӑрахса ҫунтарас е Карлӑ шывӗпе юхтарса ярас.

Помоги переводом

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вучах кутӗнче тар юхтарса ӗҫлекен тимӗрҫӗсем ку хитре пикене лайӑххӑн курса юлма та ӗлкӗреймерӗҫ.

Помоги переводом

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Северьян халь тарҫӑ та мар — ӗҫлекен выльӑх, иртен пуҫласа каҫчен тар юхтарса ӗҫлекен выльӑх.

Помоги переводом

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑҫта каян, савни, эс манран уйрӑлса, Ик хура куҫунтан куҫҫульне юхтарса?

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш пайӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑҫта каян, чӗкеҫ, вӑйлӑ ҫумӑр витӗр, Ик ҫунату тӑрӑх ҫумӑр шыв юхтарса?

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш пайӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Шывпики, юратнӑ тантӑшӑм, каҫар мана, каҫар мана,.. — Сарпике, типсе ҫурӑлнӑ тутисемпе, куҫҫулӗсене юхтарса пӑшӑлтатать.

Помоги переводом

Чӗнӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Михел сӗлехине юхтарса сурӑх ашне ҫисе ларатчӗ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе пырне тасатма пыллӑ сӑрана, ӗҫкелесе илетчӗ.

Помоги переводом

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Юн юхтарса ывӑннӑ тутар ҫарӗ пӳртсене йышӑнса, ӗҫкӗ-ҫикӗ туса савӑнса канчӗ.

Помоги переводом

Вӗренӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пысӑк ункӑра Аспар йӗри-тавра вуникӗ тутар юн юхтарса выртрӗҫ.

Помоги переводом

Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӑлхар ҫӗрне ҫӗмӗрсе, юн юхтарса килсе кӗчӗҫ чӗнмен хӑнасем.

Помоги переводом

Ухӑ йӗппи Хӗвеле тӑрӑнать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

«Ун хулпуҫҫи ҫинчен кӗреҫе анман, хӑйпе пӗрле йӑтса ҫӳренӗ чух ӑҫта шыв кӳлленчӗкне уҫса юхтарса янӑ е ҫул ҫинчи лупашкана тӳрлетнӗ», — илтнине аса илет ман юлташ.

Помоги переводом

Ҫӑлтӑрлӑ кирпӗч // Николай Адёр. https://ru.chuvash.org/content/6051-%D2% ... D1%87.html

Тарса килтӗм — тек нихҫан та ун пек кану ҫурчӗсене кайса ҫӳреместӗп, — терӗ килсе кӗни, кранран вӗри шыв юхтарса илнӗ май. — йӑлӑхтарчӗ мана пӗр пек апат: кашни кун хӗрлӗ кӑшман яшки ҫитереҫҫӗ.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ку мыскарана малтанах пӗлнисем сӗтел пуҫӗнчи пӗчӗк пичкерен спирт юхтарса шывпа хутӑштара-хутӑштара ӗҫме хатӗрленнӗ.

Помоги переводом

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӑл ҫырмари мӗнпур ӑпӑр-тапӑра хӑйӗн чарусӑр пӑтранчӑк шывӗпе юхтарса каять.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Юн юхтарса выртакан старик куҫ умне тухса тӑчӗ.

Помоги переводом

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӗсенченех кивҫенле тырӑ илнӗ, уншӑн укҫа вырӑнне тар юхтарса ӗҫлесе татма пикеннӗ.

Помоги переводом

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пичке пӑккине уҫса, ҫур витре краҫҫын юхтарса илчӗ.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑйне тепӗр майлӑ ҫавӑрса вырттарнине те, вӑрӑм йӗппе ҫурӑм шӑмми миминчен шӗвек юхтарса кӑларнине те туймарӗ Соня, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ҫеҫ кӑшт йынӑшса илчӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах ун пек тар юхтарса ӗҫлеме пурте пултарайман: тӗреклӗ сывлӑх кирлӗ.

Помоги переводом

Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней