Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ют тӳпе, ют ҫанталӑкӑн халиччен курман илемӗ, ӑнланма йывӑр хаваслӑх, ют ҫӗрте хӗвел аннине курни, ют тинӗс — ҫаксем пурте унӑн ывӑннӑ чунне вӑйсӑрлатсах янӑ…
XIX // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Эп халь анне ют диван ҫинче ҫывӑрнине, ют сӗтел ҫинче апат ҫинине, ют стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан ют сӑнӳкерчӗксем ҫине епле пӑхнине аван чухлатӑп.
1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
«Эппин, — ыйтрӗ вӑл хӑйӗнчен хай, — тӑнӑҫ вӑхӑтра пӗр чӗптӗм усӑ паман, ют ҫӑкӑра та ют аша ҫиекен, ют тума тӑхӑнакан, ют ҫуртсенче пурӑнакан, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хӑй пек ҫынсенех пач ним шутласа тӑмасӑр вӗлерме те чӑлахлатма каякан ҫав уйрӑм йӑх-сий мӗнле майпа пурӑнма пултараять-ха?»
XVII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӑл сасӑ Норвеги ҫыранӗсем тӑрӑх та янах кайтӑр тесе эпир хамӑр пултарнӑ таран пурне те турӑмӑр пулас, унта-ҫке-ха нимӗҫ караванӗсем ют ҫӗршывран ют ҫӗршывалла таркӑн ҫулне тытаҫҫӗ, Баренц тинӗсӗн сӗм каҫӗнче вӗсем ют хӗҫпӑшала пушатаҫҫӗ те ют ҫӗршывӑн тимӗр тӑприне тиеҫҫӗ, вара ӑна хӑра-хӑра турттараҫҫӗ…
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӗрхенмесӗр хӗрӗре Ҫичӗ ютӑн аллине, Ҫичӗ юта, ют ҫӗре Парса ятӑр мӗскӗне.
Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Чӑваш Республикин патшалӑхӑн хаклӑ хучӗсене вырнаҫтарса тата Раҫҫей Федерацийӗ ют ҫӗршыв кредичӗсемпе тӗллевлӗн усӑ курнӑ шайра федераци бюджетӗнчен, ҫавӑн пекех тӗнчери финанс организацийӗсемпе ют ҫӗршыв банкӗсенчен ют ҫӗршыв валютипе кӑтартнӑ кредитсем илсе, вӗсен тӗлӗшпе Чӑваш Республикин кивҫен илекенӗн евӗр парӑм обязательствисем йӗркеленеҫҫӗ, Чӑваш Республикин республика бюджетне Чӑваш Республики ячӗпе кивҫен укҫа-тенкӗ явӑҫтарасси.»;
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
Тӑварланӑ вӑтӑр пичке ют какая Чакӑл туллӑ Сандис парса хӑварӑпӑр, унтан вара малтанах палӑртса хунӑ плансӑр-мӗнсӗрех тинӗссемпе ҫӗрсене курса ҫаврӑнӑпӑр: ют пурнӑҫа тимлӗн, юратса, тинкерсе сӑнӑпӑр, пӗлтерӗшлӗ, кӑсӑк тӗл пулусем шырӑпӑр, васкамӑпӑр, тепӗр чухне таркӑна ҫӑлӑпӑр, тинӗсре инкек тӳснисене борт ҫине хӑпартӑпӑр; пысӑк юхан шывсен чечеклӗ, капӑр сад пахчисенче чарӑнӑпӑр, тен, ют ҫӗр-шывсенче вӑхӑтлӑх тымар ярӑпӑр, ан тив, яккӑр тӑварпа витӗнтӗр, унтан вара тунсӑха путса каллех вирхӗнӗпӗр те парӑссене ҫиле шанса парӑпӑр, — ҫапла аван-ҫке, Битт-Бой?
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Ҫитменнине тата кунта ӗҫ уншӑн ют халӑхшӑн, уншӑн ют интерессемшӗн, уншӑн ют ҫӗршыв интересӗсемшӗн пынӑ.К тому же дело шло о чуждых для него интересах чужого ему народа в чужой для него стране.
IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ӗмӗрех батракра ӗҫлерӗм: ют ҫын ҫӑкри, ют ҫын ҫурчӗ, ют ҫын выльӑх-чӗрлӗхӗ.
40 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ют ҫыран, ют ҫурт-йӗр, ют ҫутӑсем…
Тинӗсри хӗрлӗ ялав // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ун ҫинче тумтирӗ те ютскер пулнӑ — темле кӑвак тӗслӗ хресчен сӑхманӗ, ун пеккисене халь тӑхӑнмаҫҫӗ те ӗнтӗ; унӑн пичӗ, сухалӗ, ҫӑпати ҫинчи тусан та — ютскер, кунти мар, таҫти хӑяматри ҫулсем ҫинче тупнӑскер пулнӑ; вӑл хӑй те пӗтӗмӗшпех ют, палламанскер, йӳҫекскер пулнӑ.
1 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Ют хваттерти ют пӳлӗм — ютах ӗнтӗ вӑл.
1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
— Ну, апла калам сире, вӑл… мана килӗшмест мар, ют вӑл мана, эпӗ те ӑна ют… эсир те ют ӑна.
XXV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вырӑссен ӑслӑлӑх ҫыннисем ют ҫӗршывсенчи ӑслӑлӑх ҫыннисен ушкӑнӗнче мар, вӗсенчен малта пырса, ырӑ тӗслӗхсем кӑтарта пуҫланӑ, вӗсем ют шухӑшсен, ют теорисен, вилӗ схемӑсен витӗмне (влиянине) пӑхӑнма пӑрахнӑ.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
19. Эхер те: «Ҫӳлхуҫа, хамӑр Туррӑмӑр, мӗншӗн пире ҫапла тӑвать-ха?» тесе ыйтсассӑн, эсӗ ҫапла хуравла: «эсир Ӑна пӑрахрӑр та хӑвӑр ҫӗрӗр ҫинче ют турӑсемшӗн ӗҫлесе тӑтӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ сирӗн ют ҫӗрте ют ҫынсемшӗн ӗҫлесе пурӑнмалла пулӗ» те.
Иер 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Эсӗ тӳрех айккинелле сиксе ӳк, вырӑнта ан тӑр, ун ҫине ан пӑх: ҫапла эсӗ ют шыв урлӑ каҫса кайӑн. Нумай пурӑнас тесессӗн, ӗмӗрӳ вӑрӑм килтӗр тесессӗн, ют шывран аяккалла пӑрӑн, ют ҫӑлкуҫӗнчен ан ӗҫ.]
Ытар 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Эсӗ мана халӑх пӑлхавӗнчен хӑтартӑн, мана ют ӑрусен пуҫлӑхӗ турӑн; хам пӗлмен халӑхсемех мана ӗҫлесе тӑраҫҫӗ; 45. ман ҫинчен илтнипех мана пӑхӑнаҫҫӗ; ют ӑру ҫыннисем ман умра йӑпӑлтатаҫҫӗ; 46. ют халӑх ҫыннисем хӑйсен хӳтлӗхӗсенчех сӑнран кайса, чӗтресе тӑраҫҫӗ.
Пс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Тата ытти халӑх та — священниксем, левитсем, хапха хуралҫисем, юрӑҫсем, левитсене пулӑшакансем, ют халӑхсенчен хӑпса Турӑ саккунӗ енне куҫнисем, вӗсенӗн арӑмӗсем, вӗсенӗн ывӑлӗсемпе хӗрӗсем, тӑн илме пултаракансем пурте — 29. хӑйсен ятлӑ-сумлӑ тӑванӗсем ҫумне тӑчӗҫ те, тупа туса, тупана пӑссассӑн ҫитекен ылхана та йышӑнса, Турӑ саккунӗпе — Турӑ чури Моисей урлӑ панӑ саккунпа — пурӑнма, Туррӑмӑрӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл панӑ йӗркесене, Вӑл мӗн хушнине пурне те тытса тӑма, вырӑна килтерсе пыма пулчӗҫ: 30. эпир хамӑрӑн хӗрӗмӗрсене ют халӑх ывӑлӗсене памӑпӑр, вӗсенӗн хӗрӗсене хамӑрӑн ывӑлӑмӑрсем валли илмӗпӗр; 31. ют халӑхсем шӑматкун тавар тата ытти сутлӑх тырӑ илсе килсессӗн, шӑматкунпа таса кун вӗсен таварне туянмӑпӑр, кашни ҫиччӗмӗш ҫул пур тӗрлӗ парӑма та каҫарӑпӑр; 32. эпир кашнийӗ ҫулталӑкра сиклӗн виҫҫӗмӗш пайне Туррӑмӑр Ҫурчӗ валли кӳрсе тӑма сӑмах паратпӑр, ку вӑл ҫакӑн валли пултӑр: 33. Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсемпе кулленхи тырӑ-пулӑ парни валли, кулленхи пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли, шӑматкунпа ҫӗнӗ уйӑхра тата уявсенче кӳрекен парнесем валли, сӑваплӑ парне валли, Израиле тасатмашкӑн ҫылӑх каҫарттарма кӳрекен парнесем валли тата Турӑ Ҫуртӗнче туса тӑракан пӗтӗм ӗҫ валли пултӑр.
Неем 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Эсӗ мана халӑхӑм пӑлхавӗнчен хӑтартӑн, мана ют ӑрусен пуҫлӑхӗ пулма сыхласа хӑвартӑн; хам пӗлмен халӑхсемех мана ӗҫлесе тӑраҫҫӗ; 45. ман ҫинчен илтнипех мана пӑхӑнаҫҫӗ; ют ӑру ҫыннисем ман умра йӑпӑлтатаҫҫӗ; 46. ют халӑх ҫыннисем хӑйсен хӳтлӗхӗсенчех сӑнран кайса чӗтресе тӑраҫҫӗ.
2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫакӑ ют ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн те ҫапӑҫса пуҫӗсене хунӑ ҫынсемшӗн малашне ку ҫӗршыв ют пулмӗ, вӗсен вилтӑприйӗсем ҫинче ӗмӗрӗпех чечексем ешерӗҫ, анчах та хӑйсем ҫав чечексене тӑрса кураймӗҫ, ҫуралнӑ хулисемпе ялӗсене ҫитеймӗҫ, вӗсене ашшӗ-амӑшӗсем кӗтсе илеймӗҫ.
Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.