Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

юрра (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кудряшовемпе Абрамовсен ҫемйисенче чӑвашла кашни юрра перекетлӗн упраҫҫӗ, ҫавна май вӗсем 12 ҫул каялла ҫемье ансамблӗ йӗркелесе янӑ.

В семье Кудряшовых и Абрамовых так трепетно хранят каждую песню на родном языке, что 12 лет назад сделали свой семейный ансамбль.

Пӗрремӗш канал Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34864.html

Ҫав юрра аса илнӗ май эпӗ, клуб умӗнче тӑраканскер, тӳпери Хуркайӑк ҫулне салтак ҫулӗпе танлаштартӑм.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӑнасем «Хурӑн ҫулҫи» юрра юрласа карталанса утрӗҫ.

Помоги переводом

Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr

Тен, ӑса кӗрӗҫ вӗсем манӑн юрра итлесе.

Помоги переводом

Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Утсем те юрра итлеҫҫӗ тейӗн.

Помоги переводом

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ку юрра пӗлместӗп ҫав, — старик патне пырса ларчӗ Эмир.

Помоги переводом

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эх, юрласа яратчӗҫ ҫак юрра юнташӑмсем-тусӑмсем, пӗтӗм тавралӑх янӑраса кӑна тӑратчӗ.

Помоги переводом

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Юрататӑп ҫак юрра, — терӗ старик юрласа пӗтерсен.

Помоги переводом

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара старик юрра хӑй пӗчченех вӗҫлерӗ.

Помоги переводом

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Эпӗ ку юрра юратнине ӑҫтан пӗлеҫҫӗ-ха вӗсем? — тӗлӗнсе шухӑшларӗ Аванкай мучи.

Помоги переводом

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак юрра юрлакансем чухӑн хӗрӗн, тӑлӑх хӗрупраҫӑн шӑпи еплерех пулнине пӗлнӗ пуль ҫав.

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юрласах ятӑм ҫакӑ юрра Ҫунакан чӗрене те, ай, тускайӑм, пусарма.

Помоги переводом

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Ту-уй, ту-уй, туй тесен Пыртан каска явӑнать, Пире туя чӗнмесен Епле ыр ҫын авланать?» — Тесе юрра тӑсаҫҫӗ Арлӑ-арӑмлӑ мӑшӑрсем, Алтӑрсемпе туртаҫҫӗ Сар сӑрана тутисем.

Помоги переводом

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сайра хутра юрра юрлать унӑн чӗлхи (Ӗҫҫыннишӗн юрӑн пит паха сӑмаххи): «Аслӑ улӑхра утӑ ҫултӑмӑр Ҫавасем ҫине эпир тайӑлса, Ҫитӗнсе ҫитсе арӑ пултӑмӑр Атте-апписем ҫине тайӑлса».

Помоги переводом

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Эпир ку юрра тӗрлӗ сасӑпа юрлама вӗреннӗччӗ, халь аппа тон панӑ пек харӑс, кашни хӑй вӗреннӗ сасӑпа юрласа ятӑмӑр.

Помоги переводом

Хурлӑхлӑ кунсем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Ленина хисеплесе вӑл юратнӑ юрра юрлар, — терӗ.

Помоги переводом

Хурлӑхлӑ кунсем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Апат ҫисе кӳлӗ хӗрне ларсан, Ҫатюк хӑй пӗлекен юрра юрлама пуҫларӗ.

Помоги переводом

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Шурик та илтнӗ вӑл юрра.

Помоги переводом

Тилли Куҫми // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӗҫне ҫитиех, сывламасӑр тенӗ пек, сӑмахӗсене куҫҫуль витӗр ҫӑта-ҫӑта тимлерӗ Павӑл юрра.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Пурте шепӗр хӑналанчӗҫ: кӗреке курки ҫавӑрса ӗҫрӗҫ, ҫирӗҫ, ӗрехетленчӗҫ, киккирикӗсем самаях хӗрсен хӑюҫахсем е йӑпӑш-япӑш та тӑпӑр-тӑпӑр тӑпӑртаткаларӗҫ, е яшши-вутлисем хӗм сирпӗтсе, урайне силлентерсех, пӳрте чӗтрентерсех ташша сӳрӗҫ, чун тӗпӗнчи чи вӑрттӑн, ҫывӑх туйӑмӗсене халӑхӑн кӗмӗл ҫӑриллӗ, ылтӑн уҫҫисемлӗ юман сунтӑхӗнче упранса юлнӑ пӗр-ик юрра ҫавӑракансем те пулчӗҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней