Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хамӑра кичем пулсан та юрлатпӑр, хӗвеллӗ кун пулсан та юрлатпӑр, хамӑрпа текех нихҫан та тӗл пулмалла мар тухса каякан юлташа юрӑпа ӑсататпӑр, хӗвелтухӑҫӗнчен килекен ырӑ хыпарсене юрӑпа саламлатпӑр, чуна лӑплантарма юрлатпӑр та савӑннипе юрлатпӑр — ҫынсем ӗмӗр-ӗмӗр юрланӑ пек тата ҫӗр ҫинче пурнӑҫ пур чухне малашне те юрлас пек юрлатпӑр.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ӗҫлес килет, юрлас килет, вӗҫес килет ман халь.
Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Ай, мар, шутлас мар, Ҫамрӑк пуҫа ватас мар, Юратмасӑр юрлас мар, Юрламасӑр хурлас мар.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Пӑва районӗнчи Элшел вӑтам шкулне тавра ялсенчен юрлас пултарулӑхне кӑтартма шкулта вӗренекен ачасем пуҫтарӑнчӗҫ.
Тӑхӑрьял шӑпчӑкӗ // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15
Вӗсем вӑйӑ каланӑ чухне хӑвна мӗнлерех тытмаллипе, йӗркине, юрлас вӑрттӑнлӑхсемпе паллаштарчӗҫ, вӑйӑ каласа кӑтартрӗҫ.
Несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Пӗррехинче мана вӗрентекен Галина Владимировна Чижова преподаватель (хӑй вырӑс хӗрарӑмӗ пулсан та) ҫапла каласа хучӗ: «Карина, санӑн ытларах тӑван культура енне туртӑнмалла. Чӑвашла юрлас пулать».
Мал ӗмӗтлӗ Карина // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22
Чӑвашла юрлас туртӑм чунунта еплерех амаланчӗ?
«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №
6. Ҫап-ҫамрӑк хӗрсем, тин ҫеҫ каччипе мӑшӑрланнӑскерсем, тин ҫеҫ туя ларнӑскерсем, чунтан савӑнас вырӑнне хурланса йӗме пуҫланӑ, сӗрӗшпе сӗрӗннӗрен ырӑ шӑршӑ саракан ҫӳҫӗ ҫине кӗл сапнӑ, ӗнтӗ вӗсене ҫарамас халлӗнех хӑваласа пынӑ, туй юрри юрлас вырӑнне вӗсем, ют йӑх ҫыннисем асаплантарса-хӗнесе пынӑран, ыттисемпе пӗрле кӑшкӑрса макӑрнӑ.
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эрнере 2 хутчен – ташлама вӗренме, 1 хутчен юрлас ӑсталӑха аталантарма, тепре – волейбол секцине.
Ишек тăрăхĕн пĕчĕк «çăлтăрĕ» // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10
Юрлас ӑсталӑха аталантарса пыма ӑна Александр Пушкин вӗрентекен пулӑшса пырать.Преподаватель Александр Пушкин помогает ему развивать вокальное мастерство.
Ишек тăрăхĕн пĕчĕк «çăлтăрĕ» // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10