Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗтӗм чиркӗве халӑх тулса ҫитсен, кая юлнисене систермешкӗн татах тепӗр хут чан ҫапрӗ, унтан вара чиркӳре питӗ шӑп пулса тӑчӗ, юрламалли вырӑнта тӑракан юрлакансем хи-хи тесе кулкаланипе пӑшӑлтатни ҫеҫ ҫав шӑплӑха пӑсрӗ.
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Уява-мӗне ют ҫӗршыв ҫыннине илсе килсе кӑтартсан – вӑл унта ытларах аслӑ ҫулти юрлакансем пулнине тӳрех асӑрхать.
Ватти вӑййа тухман // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/intervyu-stat ... ya-tukhman
Людмила Нямукова солистка, Людмила Белкова тата икшерӗн юрлакансем Надежда Корниловӑпа Маргарита Белкова, Еленӑпа Светлана Михайловасем куракансене хӑйсен уҫӑ та илемлӗ сассисемпе тыткӑнларӗҫ.
Пӗрле юрласа савӑнни аван // Н.ЕРШОВА. Каҫал Ен, 2019.02.26
«Пӗчӗк формӑллӑ вокал ансамблӗсем» номинацире (иккӗн, виҫҫӗн юрлакансем) «Задоринки» (Пикшик шкулӗ, С. Данилова), Еншик Чуллӑ (И. Герасимова), Кӗҫӗн Шетмӗ шкулӗн вӗренекенӗсем ( Л. Никитина) мала тухрӗҫ.
«Ҫуркуннехи тумлам» конкурсра // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30
Унта тӗрлӗ ҫынсем пулччӑр — юрӑ юрлакансем те, мультфильм хатӗрлекенсем те, дизайнерсем те, чӑваш чӗлхине ҫӗнӗ меслетпе вӗрентме пултаракансем те.
Александр Блинов: «Эпир хупӑ мар, пирӗн площадка уҫӑ» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2817.html
3. Эсир, асап кунӗ ҫитесси инҫе-ха тесе шутлакансем, пусмӑр ҫӗнтерессе ҫывхартакансем, 4. эсир, сӑлан шӑмминчен тунӑ чаплӑ саксем ҫинче выртакансем, вырӑнӑрсем ҫинче рехетленекенсем, кӗтӳри чи лайӑх такасене, чи сӗтеклӗ кӗтӳлӗхсенче ҫӳрекен пӑрусене ҫиекенсем, 5. кӗвве Давид пекех калама пултаратпӑр тесе кӗсле ҫеммипе юрлакансем, 6. куркапа эрех ӗҫекенсем, чи паха сӗрӗшпе сӗрӗнекенсем, эсир Иосиф асапӗшӗн хуйхӑрмастӑр та!
Ам 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ӗнтӗ хӑйсенӗн Ҫӳлхуҫине, Пурне те Тытса Тӑракана, Ҫӳлти Турра, пуҫҫапмашкӑн пӗтӗм халӑх пӗр харӑс ҫӗре ӳкнӗ; 20. псалом юрлакансем вара Ӑна янӑравлӑн мухтанӑ; сӑваплӑ Ҫурт талккӑшӗпе ытарайми юрӑ хӑватлӑн янӑранӑ, 21. Ҫӳлхуҫана мухтаса юрланӑ вӑхӑтра пӗтӗм халӑх Ырӑлӑхлӑ Ҫӳлти Турра кӗлтуса тӑнӑ, кӗлӗ пӗтичченех ҫапла тунӑ вӗсем.
Сир 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эй Турӑ, Эсӗ мӗнле пынине, манӑн Туррӑм, манӑн Патшамӑм сӑваплӑ Ҫурта пынине куртӑмӑр: 26. малта — юрлакансем, хыҫалта кӗвӗ калакансем пыратчӗҫ, варринче хӗрсем тӳнкӗр ҫапса пыратчӗҫ: 27. «эй Израиль вӑрлӑхӗнчен ҫуралнисем, пухусенче Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра мухтавлӑр!» 28. Унта вӗсен ҫулпуҫӗ — кӗҫӗн Вениамин; Иуда ҫулпуҫӗсем — вӗсен пуҫлӑхӗсем, Завулон ҫулпуҫӗсем, Неффалим ҫулпуҫӗсем.
Пс 67 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Вуникӗ ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑрах израильсем пӗтӗмпе, чурасемпе хӑрхӑмсемсӗр пуҫне, хӗрӗх икӗ пин те виҫҫӗр утмӑлӑн пулнӑ; чурисемпе хӑрхӑмӗсем вӗсен ҫичӗ пин те виҫҫӗр хӗрӗх ҫиччӗн пулнӑ; кӗлӗ каласа юрлакансемпе псалом юрлакансем — икҫӗр хӗрӗх пиллӗкӗн.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Кӗлӗ каласа юрлакансем: Асаф ывӑлӗсем — ҫӗр хӗрӗхӗн.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Турӑ Ҫуртӗнче юрлакансем, Асаф ывӑлӗсем, — Давид, Асаф, Захария, Еддинус вӗрентнӗ пек — хӑйсен вырӑнӗнчех тӑнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне ҫунса пӗтичченех пӗтӗм халӑх кӗлтуса тӑнӑ, юрлакансем юрланӑ, трупасем кӑшкӑртнӑ.28. И все собрание молилось, и певцы пели, и трубили трубы, доколе не окончилось всесожжение.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗччен юрлакансем - Н.Павлова, К.Бахомова, А.Маркова, Э.Иванова, З.Ефремова тата пӗртӑван Муллинасем - хӑйсен шӑпчӑк сассипе чуна тыткӑнлаҫҫӗ.
Ҫын ӗҫпе илемлӗ // Глафира ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№