Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Юратусӑр мӗнле пурӑнмалла, — юратмалли никам та ҫук-ҫке» — тесе шухӑшланӑ вӑл.
VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Вил, анчах юратусӑр хӑвна ан чуп тутар текен сӑмахсене темле кӗнекере вуланӑччӗ…
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Ку тарана ҫитсе те ун ҫине никам та ҫапла пӑхманччӗ, анчах вӑл Федьӑн хӑйпе юлташла хӑнӑхнӑ юратусӑр пуҫне, акӑ халь унӑн куҫӗсенчен пӑхакан урӑх юрату пуррине сисмен.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
— Вӑл, — хутшӑнчӗ адвокат, майра ҫине кӑтартса, — вӑл мӑшӑрлану кӑмӑл туртмасӑр, юратусӑр пулмалла мар тет, унсӑрӑн мӑшӑрлану, мӗнле калас, нихӑҫан та чӑн-чӑн таса япала пулма пултараймасть, тет.
II // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
— Мӑшӑрлану ҫинчен ун пек шутлакансем чи кирлине пӗлмеҫҫӗ: юратусӑр авлану — авлану мар, мӑшӑрланӑва юрату кӑна хисеплӗх парса тӑрать, чӑн-чӑн таса авлану юратусӑр нихҫан та пулмасть.
II // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
— Илюша, юратусӑр ан ҫыр…
VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Нивушлӗ сире хамӑр ытла йӗрӗнӗҫ, ытла ирсӗрле хӑтланнӑ текен шухӑш хӑратмасть, эпир пӗр-пӗрин ытамне нимӗнле юратусӑр, кичемлӗхе пула, йӑпанассишӗн кӑна, мӗн унта, пач кӑсӑкланмасӑрах та-ха, кӗрсе ӳкрӗмӗр-ҫке, мӗнле калас… горничнӑйсем уявсенче хӗвелҫаврӑнӑш кишӗкленӗ евӗр ҫеҫ.
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
«Камӑн юратусӑр ӗҫлеме май, хастарлӑх ҫук, ӑна вӑл ҫавсене парать. Камӑн вӗсем пур, ӑна вӑл вӗсемпе усӑ курма вӑй парать».
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мӗнле те пулин юратусӑр — ҫынна пурӑнма май ҫук: юратма тесе ӑна чун панӑ…Без любви какой-нибудь — жить человеку невозможно: затем ему и душа дана, чтобы он мог любить…
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ун вырӑнне Обломов ӗҫре тӗрӗс пулнӑ: пӗр хура пӑнчӑ та, сивлӗх те, чунсӑр намӑссӑрлӑхшӑн ӳпкелешни те юратусӑр тата кӗрешӳсӗр унӑн совеҫне вырнаҫман.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эхер те, — хӗрӳллӗн калаҫма пуҫларӗ Ольга, — эсир кӗнекерен, ӗҫрен, ҫынсенчен ывӑннӑ пекех юратуран ывӑнтӑр пулсан; эхер те вӑхӑт ҫитсен, манпа ӑмӑртса, хӑвӑра юратакансӑр, урӑх юратусӑр, хӑвӑр диванӑр ҫинчи пек, ман ҫумра сасартӑк ҫывӑрса кайсан, манӑн сасӑ сире вӑратаймасан; эхер те чӗре шыҫҫи иртет, урӑх хӗрарӑм пулмасан та, хӑвӑр халатӑр хаклӑ пулсан?..
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Юратусӑр ҫырӑнманах вӑл.
«Яла кӗрсен мӗн сас лайӑх?» // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d1%8f%d0%b ... b9a%d1%85/
Ан пӗрлешӗр, ан пурӑнӑр юратусӑр! — ҫак лайӑх шухӑша автор «негативлӑ» майпа — геройсен йӑнӑшӗ урлӑ кӑтартать.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Юратусӑр ҫын чӗри ванать, таланчӗ мӑкалать.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
- 1
- 2