Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

юратма (тĕпĕ: юрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗршыва юратма тата унӑн пысӑк паттӑрлӑхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне хаклама пулӑшаҫҫӗ ҫакӑн евӗр мероприятисем.

Помоги переводом

Патриотсем пуртан ҫӗршыв тӗреклӗ // Е.ГЕННАДЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b5%d0%b ... %b5%d0%b2/

Тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентессине, кирлӗ вӑхӑтра ӑна хӳтӗлеме каяссине ачаранпах ӑша хывмалла.

Помоги переводом

Автомат салатса пуҫтарчӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60500

Ҫак ӑмӑртусем пысӑк пӗлтерӗшлӗ, вӗсем тӑван ҫӗршыва юратма, чӑн-чӑн патриот пулма тата хамӑрӑн несӗлӗмӗрсен паттӑрлӑхӗпе мӑнаҫланма вӗрентеҫҫӗ.

Помоги переводом

«Зарница» тата «Орленок» пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61154

Аслисем кӗҫӗннисене ҫут ҫанталӑка юратма вӗрентеҫҫӗ.

Помоги переводом

Кӑкшӑм пӗви тасалчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61086

Ҫак династисенче мӗн пӗчӗкрен ӗҫе юратма тата хисеплеме хӑнӑхтараҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӗр ӗҫре – ашшӗ-амӑшӗ те, ачисем те, мӑнукӗсем те... // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61063

Чӑваш Ен – ӗҫчен те ҫирӗп тӗллевлӗ ҫынсен ҫӗршывӗ, кунта кашниех хӑйӗн чун туртӑмне тупма пултарать тата халӑх ырлӑхӗшӗн яваплӑха туйса, аслӑ ҫутта кӑлараканӑмӑр Иван Яковлевич Яковлев халалне асра тытса ӗҫлет, вӑл пире мирлӗ ӗҫӗн вӑйне ӗненме тата ӑна юратма хушса хӑварнӑ.

Чувашия – земля трудолюбивых и целеустремленных людей, где каждый находит свое призвание и ответственно трудится на благо общества, следуя заветам великого чувашского просветителя Ивана Яковлевича Яковлева, который призывал нас верить в силу мирного труда и любить его.

Олег Николаев Ҫуркуннепе ӗҫ кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/05/01/gla ... aet-s-dnem

Чи пӗлтерӗшли вара – ачасене пӗчӗкренех Тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентесси теҫҫӗ аслисем.

Помоги переводом

105 ҫул ҫитрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60700

Шкулсенче, вулавӑшсенче, культура ҫурчӗсенче Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ куравсем, тематика каҫӗсем, хӑюлӑх урокӗсем иртеҫҫӗ, вӗсем ҫӗршыва юратма тата унӑн пысӑк паттӑрлӑхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне хаклама пулӑшаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫитӗнӳсем килӗшӳре ҫуралаҫҫӗ // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/25/c%d0%b8%d1% ... %d0%b0cce/

Эпӗ рабочи пулсан та, инженер пулсан та искусствӑна юратма пӑрахмастӑп, апла пулсан, мӗншӗн манӑн кунта пурӑнмалла?

Помоги переводом

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Ҫапла, вӑл тӗнчене ятарласах юратма килнӗ.

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Вӑл пурнӑҫа сӑнӗпе те чунӗпе илем кӳме кӑна мар, вӑл ятарласа пысӑк-пысӑк, чи хӗрӳллӗ юратупа юратма ҫуралнӑ.

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Эсӗ ҫулталӑк хушши Ленинградри пӗр ача ҫуртӗнче ӳссе аталансан, эпӗ сана хампа пӗрле илтӗм, сана питӗ нумай чухне хам сӑпка юрри юрласа ҫывӑратрӑм, ҫавӑнтан пуҫласа музыкӑна юратма та вӗрентрӗм.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Вӗсем шӑпах Иван Яковлева юратма, ӑна хисеплеме ӑша хываҫҫӗ.

Помоги переводом

Кӑнна Кушкинче - митинг // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60942

А. Афанасьевӑн «Пирӗн интернат», Е. Афанасьевӑн «Кентти ӳсет», Н. Васильевӑн «Тупмалли юмахсем» (сӑвӑласа ҫырнӑ), А. Галкинӑн «Ҫунатлӑ Улӑп» (сӑвӑласа ҫырнӑ юмах), В. Давыдов-Анатрин «Ҫурхи кунсем», Н. Теветкелӗн «Ҫамрӑклӑх сӑввисем», В. Чаплинӑн «Зеленый патруль» (вырӑсла) т. ыт. те ачасен пӗлӗвне ӳстерме пулӑшӗҫ, Тӑван ҫӗршывӑмӑра, Коммунистсен аслӑ партине юратма вӗрентӗҫ.

Помоги переводом

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Ун пек кӗнекесем уйрӑмах ҫамрӑксемшӗн усӑллӑ, мӗншӗн тесен вӗсем, чӑваш халӑхӑн ӗлӗкхи асаплӑ пурнӑҫне сапласа парса, хальхи пурнӑҫа тата ытларах юратма вӗрентеҫҫӗ, коммунизмшӑн кӗрешме хӑвхалантараҫҫӗ, хӑйсен пурнӑҫри тӗллевне тарӑнрах ӑнланса илме пулӑшаҫҫӗ.

Помоги переводом

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Ку паллӑ ӗнтӗ: ҫавӑн пек произведенисем совет ҫыннисене Тӑван ҫӗршывӑмӑра тата ытларах юратма вӗрентеҫҫӗ.

Помоги переводом

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Ачасене ҫуралнӑранпах Чӑваш Ене, тӑван тӑрӑха юратма хӑнӑхтараҫҫӗ».

Помоги переводом

Тин ҫуралнӑ ачасене парне пуххи хатӗрленӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60949

Питӗ савӑнтарать ҫакӑн пек проект ҫут тӗнчене килекен паттӑра, чӑнласах та, тӑван тӑрӑха, тӑван чӗлхене юратма вӗрентни.

Помоги переводом

Тин ҫуралнӑ ачасене парне пуххи хатӗрленӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60949

Вӑл хӑйӗн педагогика тытӑмне йӗркеленӗ, вӗренӳ заведенийӗсем уҫнӑ, ҫынна юратма тата тӑван чӗлхене хисеплеме вӗрентнӗ.

Он создал собственную педагогическую систему, открыл учебные заведения, учил любить людей и уважать родной язык.

Олег Николаев Чӑваш чӗлхин кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/25/gla ... aet-s-dnem

Тӑван ҫӗре вӗсем нихҫан юратма пӑрахмасла ҫатӑрах ыталаса-ҫупӑрласа тытнӑ.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней