Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫав тӑватӑ легиона, ҫирӗм пин паттӑра ӑна хӑйӗн аллине парас пулсан, вӑл пӗтӗм тӗнчене туртса илнӗ пулӗччӗ, Рима тытса тӑракан пулӗччӗ, патрицисемшӗн аслати пек хӑрушӑ ҫын, ахаль халӑхшӑн чи юратакан ҫын пулса тӑнӑ пулӗччӗ.
IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Спартак вӑл ыталанинчен вӗҫерӗнесшӗн туртӑнчӗ те Валерие ачашласа: — Эпӗ тупа тунине саншӑн пӑсма ирӗк илсен, сан патна таврӑнӑп… эпӗ ыран, тепӗр кунне, май килсенех таврӑнӑп. Эсӗ вара мана каҫаран, мана тата хытӑрах юратакан пулӑн… енчен пирӗн хушӑра хальхинчен те пысӑкрах юрату пулма пултарать пулсан… Чипер юл! — терӗ Спартак.
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Пирӗн юратакан Сулла вилнине пула манӑн пуҫ ҫине темиҫе инкек ӳкрӗ.
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вара Римри халӑх юратакан сенаторсенчен пӗри чи ҫамрӑк Кней Помпей Великий ҫӗкленчӗ; вӑл илемлӗ калама пӗлсех каймасть, анчах вӑл чӗререн тухакан сӑмахӗсемпе Суллӑна мухтарӗ.
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫавӑншӑнах вӑл, май килнӗ таран ҫав хӑй юратакан, халь ӗнтӗ курайми те пулса тӑнӑ ҫынна, унпа пӗрлех хӑйӗн юратуне пӳлекен телейлӗ хӗрарӑма тавӑрма шут тытрӗ.
VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Николай Иванович Дубовӑн повеҫӗсенчи ҫынсем тӗрлӗрен — ырӑ та усал, ӑслӑ та айван, хаваслӑ та тӗксӗм, хӑйсен ӗҫне юратакан, ӗҫсӗр ҫапкаланса ҫӳрекен ҫынсем; ыттисемшӗн чун-чӗререн тӑрӑшакан, хӑйшӗн тата хӑйӗн ырлӑхӗшӗн ҫеҫ шухӑшлакан ҫынсем.
Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Темле вӑрттӑн вӑй ертсе кайнӑ пек, вӑл Сулла ҫурчӗн портикӗ патне ҫӳреме пуҫларӗ, унта вӑл, колонна хыҫне пытанса, Валерия тухасса кӗтетчӗ; курмассерен вӑл хитререх те хитререх туйӑнатчӗ, Спартак ӑна кашни кун иртмессерен хытӑрах юратакан пулчӗ.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Кирек хӑш патриций те, кирек хӑш консул званиллӗ ҫын та, чапа юратакан кирек кам та, енчен вӑл ҫителӗклӗ пуян пулсан, хӑйӗн аллинче пилӗкҫӗр-ултҫӗр клиент тытнӑ, хӑш-пӗрисен вара клиентсем пинрен те иртнӗ.
IV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вӑл пӗчӗк Кассипе тата хӑйӗн чи ҫывӑх тусӗпе, литературӑна, искусствӑна тата философие чунтан юратакан ҫамрӑк Кай Меммий Геммелпе калаҫатчӗ.
II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Марк Красс чи пуян патриций, хыткукарскер, хӑйне хисеплеттерме юратакан ҫын.Марк Красс очень богатый патриций, известный своей скупостью и честолюбием.
II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Кала-ха ҫакна: пирӗн халӑхӑн шӑнӑрӗсенче халӗ те ирӗке юратакан асаттесен юнӗ ҫӳренӗ пек туйӑнмасть-и сана?
II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫӗр пин ытла граждансем хӑйсен юратакан представленисене: гладиаторсен юнлӑ ҫапӑҫуне кӗтсе, вырӑн йышӑнчӗҫ.
I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫав гладиаторсем, Рим циркӗсенче пӗр-пӗринпе ҫапӑҫса-чикӗшсе, юн тӑкнине курма юратакан чура хуҫисене култарса савӑнтармалла пулнӑ.
Умсӑмах // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 5–9 с.
Вӑл сӑмахлама юратакан ҫын мар.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Юратакан куҫӗсенчен куҫҫуль шыв пек юхать.
Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Кӗтесре мантӑр питлӗ сутӑ тӑвакан хӗрарӑм Лысуха, пур ҫынна та хӑйӗнчен сирсе яма пултаракан, намӑса пӗлмесӗр чупма юратакан арӑм ларать: пуҫне самӑр хулпуҫҫийӗ ҫумнелле пытарса лартнӑ та макӑрса ларать, хайӗн намӑса пӗлмен куҫӗсене хуллен куҫҫулӗпе ҫӑвать.
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Певчисем — ӳсӗр те сахал интереслӑ халӑх; юрлассине вӗсем юрлас килмесӗр, хӑна пулассишӗн тата яланах тенӗ пек чиркӳ юрри таврашне ҫеҫ юрлатчӗҫ, турра кӗлтума юратакан пьянцӑсем вара трактирте чиркӳ юррине юрлани вырӑнлӑ мар тесе шутлатчӗҫ, ҫавӑнпа хуҫи вӗсене хӑй пӳлӗмне чӗнетчӗ, эпӗ вара юрланине алӑк витӗр ҫеҫ илтме пултараттӑм.
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл турра кӗлтума юратакан ҫынсене: штукатурпа каменщика яланах пӑртак тӑрӑхлакалать; вӑл вӗсене юратмасть пулӗ тен, анчах ҫавна лайӑх пытарса пурӑнать пулӗ.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Мана чи тӳрӗ те турра кӗлтума юратакан ҫын вӑл — каменщик Петӗр пулнӑ пек туйӑнатчӗ; вӑл пурин ҫинчен те кӗскен, ӑс парса вӗрентмелле калатчӗ, ун шухӑшӗ час-часах турӑ ҫинче тата тамӑкпа вилӗм ҫинче чарӑнса тӑратчӗ.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫав мӑнаҫланнӑ ҫынсем пурте ҫавӑн чухне мана витӗрех лайӑх ҫынсем пек туйӑнатчӗҫ; кашниех хӑйне майлӑ интереслӗччӗ, Кунавино слободинчи вӑрлама юратакан, кутӑн та ӗҫекен мещансенчен пурте ӑраснах уйрӑм тӑратчӗҫ.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.