Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сире те, хӗрарӑм вӗҫҫӗн юлнӑскере, чунтан хӗрхенетӗп, — терӗ ҫурт хуҫи.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Халӗ акӑ ҫапла шухӑшлатӑп эпӗ: хӑрушӑ та тискер шурф патӗнче ман ывӑлӑн юлашки сехечӗ ҫитсен, ҫав йывӑр тапхӑрта Олега хаяррӑн асаплантарса минретнӗ хыҫҫӑн, вӑйсӑрланса юлнӑскере, унӑн телейлӗ ачалӑхӗ ӑшшӑн та ачашлӑн пӑхса ӑна йӑпатмарӗ-ши?
Тӑван ҫӗршыв // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Ӑна, кивӗ пӳртренех юлнӑскере, вӑрҫа тухса кайичченех ашшӗ ӑсталаса хӑварнӑ ятне усранӑ та усранӑ.Ее, оставшуюся в старом доме, хранили, как память об отце, смастерившем ее еще до ухода на войну.
1 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Маркиз пулнӑ де-Лантенака, Фонтене виконта хӑйне Бретани принцӗ тесе ят панӑскере, Францин ҫыранӗ хӗрне Транвиль патӗнче вӑрттӑн анса юлнӑскере, законсӑр ҫын тесе шутлатпӑр.
III. Шултра саспаллисен усси // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ҫав ҫӗре, колхоза тахҫанах касса панӑскере тата ҫӗрпе ӗмӗрлӗхех усӑ курмалли акт тӑрӑх колхоз аллинче юлнӑскере, Аникей чухне япӑхтарса янӑ, унта хурӑнсемпе тӗмӗллӗ йывӑҫсем ӳссе ларнӑ, хӑш-пӗр ҫӗрте, тӑпра тӑварлӑ вырӑнсенче, армути те ӳсмен.
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Подпоручика аякранах асӑрхаса, кая юлнӑскере юриех кулса хисеп тӑвасшӑн пулнӑн, Слива ротӑна тӳп-тӳррӗн тӑма команда паратчӗ те, аллине сехет тытса, вӑтаннине такӑнкалакан та хӗҫӗпе тӑлланакан Ромашов варах хушӑ хӑй вырӑнне тупаймасӑр ҫӳренине пӗр хускалмасӑр сӑнатчӗ.
X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Мана, телейсӗр Робинзон Крузона, ни вилӗ, ни чӗрӗ юлнӑскере, хум утрав ҫыранӗ хӗррине кӑларса ҫапрӗ.Я же, несчастный Робинзон Крузо, был выброшен полумертвым на берег этого острова.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Эпӗ ӑна, шӑммипе тирӗ ҫеҫ юлнӑскере, ҫӗклерӗм те, вӑл хыпалансах пуҫне чӳрече витӗр тулалла кӑларса итлеме тытӑнчӗ, унӑн типсе хӑрнӑ урисем, стена ҫумне сӗртӗнкелесе, вӑйсӑррӑн сулланса тӑраҫҫӗ.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Алексее, хӑйӗн патронӗсене йӑлтах персе пӗтернӗскере, чӑннипех те хӗҫ-пӑшалсӑр юлнӑскере, нимӗҫсен тӑватӑ самолёчӗ ҫавӑрса илнӗ те ниҫталла пӑрӑнма та е ҫаврӑнса тухма та памасӑр, хӑйсен аэродромӗ еннелле илсе кайнӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑр тӑлӑха юлнӑскере — вӑл кӑмӑлӗпе мӗнлерех кӑткӑссине, унӑн психики пӑсӑлнине, хамӑн сывлӑх тӑрӑмне кура опека йӗркелеме чӑрмавлӑ пуласса пӗлсен те — интерната епле те пулин парас марччӗ терӗмӗр, — виҫӗ ҫул каяллахине куҫҫуль витӗр аса илчӗ усрав ача амӑшӗ.
"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
24. Антиох кусем хӑйӗнчен йӗрӗнеҫҫӗ тесе шутланӑ, ҫак сӑмаха та хӑйне хӑртни вырӑнне хунӑ, ҫавӑнпа чи кӗҫӗннине, халлӗхе чӗрӗ юлнӑскере, ӳкӗтленӗ, сӑмахпа кӑна мар, тупа тусах шантарнӑ: «аҫусен саккунӗсене пӑрахсассӑн, сана пуйтарӑп, телейлӗ тӑвӑп, сана хамӑн тус тӑвӑп, сана хисеплӗ ӗҫ вырӑнӗ парӑп» тенӗ.
2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Арави ҫӗрне тытса тӑракан Арета умӗнче айӑпа кӗнӗскер, вӑл хуларан хулана тарса ҫӳренӗ, ӑна, саккунсенчен хӑпнӑскере, пурте йӗрленӗ, пурте курайман, ӗнтӗ йӗрӗнчӗке юлнӑскере, тӑван ҫӗршывпа халӑх тӑшманӗ тесе Египета хӑваласа янӑ — унӑн усал пурӑнӑҫӗ ҫапла вӗҫленнӗ.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1