Поиск
Шырав ĕçĕ:
Савченко вара вут-ҫулӑм айӗнчех кӑкшӑм курӑкӗн ҫеҫкине асӑрханӑ та ытараймасӑр татса илнӗ, халь, ав, вӑл — сывӑ юлнисенчен чи ҫамрӑкки, сарӑ ҫӳҫлӗ, ҫаврака пит-куҫлӑ хитре каччӑ — ҫеҫке ҫине пӑха-пӑха калаҫать.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Хӑтӑлса юлнисенчен пӗри — Хусанкка.
Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Шӑплӑх нумая тӑсӑлнине кура пӳрте юлнисенчен пӗри, лутра та типшӗм этем, хускалса илчӗ.
Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Вӗсем чухӑна юлнисенчен юлашки кӗпи-йӗмне хывса илесшӗн.
8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Тӳррипе каласан, Хорькӑн юнланнӑ ҫаннипе вӑл нимӗҫсем килни ҫинчен каланӑ сӑмахӗсем, ҫав малтанхи ҫапӑҫу ҫинчен астуса юлнисенчен чи кайранхи фактсем пулчӗҫ.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫав ҫынсене аса илнӗ май, Ленин вӗсем халь, чи кирлӗ вӑхӑтра, ҫуккишӗн кулянчӗ; тунсӑх пусса ҫитнӗ тахӑш самантра ӑна вӗсем сывӑ юлнисенчен вӑйлӑрах та ӑслӑрах пулнӑ пек туйӑнса кайрӗҫ.
17 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Тепӗр вӑрӑ-хурахӗ, ахӑртнех, аялта капитан виллине ухтарма юлнисенчен пӗри пулас, трактир алӑкӗ умне тухрӗ.
V сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Унтан чӗрӗ юлнисенчен кашниех тепӗр тӑванне вӗлересси ҫинчен шухӑшлама тытӑннӑ.А потом каждый из них, оставшихся в живых, стал думать, как бы ему убить своего другого брата.
Виҫӗ тӑван // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гарин-Михайловский Н.Г. Корея юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 32 с. — 31–32 с.
Тен, ҫакӑ партизан ушкӑнӗнчен чӗрӗ юлнисенчен кам та пулин халь пушӑ вӑхӑтра ҫав кӗркунне нимӗҫсен миҫе автомашинине ҫунтарса янине, мӗн чухлӗ транспорт туртса илнине, хирти засадӑсенче тӑшмана мӗн чухлӗ пӗтернине, нимӗҫсен интенданчӗсем Германие турттарса кайма хатӗрленӗ тырра халӑха мӗн чухлӗ валеҫсе панине, е ҫунтарса янине шутласа кӑларчӗ пулӗ.
145 полк ялавӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 145–155 с.
Фашист шакӑлӗсем пирӗн ҫине тапӑннӑранпа икӗ уйӑх кӑна иртрӗ пулсан та, юн шыв пек юхать, тылра юлнисенчен нумайӑшӗсем халӗ хӑйсен ҫывӑх ҫыннисем пурӑннипе пурӑнманнине те, хӑйсене ыран мӗн кӗтсе тӑнине те пӗлмеҫҫӗ.
Тӑван ҫӗршыв чӗнет // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Юлнисенчен хӑшпӗрисем пӑр айӗнчен пулӑ тытнӑ ҫӗрте ӗҫленӗ, теприсем района пулӑ турттарса кайнӑ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Кунта юлнисенчен вӑл халӗ, ман шутӑмпа, чи хӑрушӑ большевик.
4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Тен, вӑл леш енче, ҫав чултан тунӑ Вавилон башнисемпе ирхи шуҫӑм килес умӗн ҫеҫ сӳнекен ҫутӑсем патӗнче халь кӑна шавласа чарӑннӑ ӗҫсӗр ҫынсен ушкӑнӗнчен татӑлса юлнисенчен пӗри пулнӑ.
XXI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ҫакӑнпа хӑйӗн вырӑнне ҫирӗп кӗрсе ларнӑ: тӑлӑх арӑмсем ялта упӑшкисем сывӑ юлнисенчен чылай ытларах.
Председатель касси // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Эпӗ алӑк хыҫӗнчен тухрӑм, апатланмалли пӳлӗм патӗнчен иртнӗ чух пӑхам-ха, виле ҫинче ларма юлнисенчен хӑшӗ те пулин мана курман-ши тетӗп; алӑк шӑтӑкӑнчен пӑхатӑп: пурте ҫывӑраҫҫӗ.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Аннерен ыйтса пӗлӗп-ха, тен, Мускавра юлнисенчен хӑшӗ те пулин шӑнкӑравланӑ?У матери узнаю — может, кто-нибудь звонил из тех, кто в Москве.
1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Кӗсменсемпе ишсе пыракансенчен тӑваттӑшне вырӑнтах вӗлернӗ, чӗрӗ юлнисенчен иккӗшӗ аманнӑ боцмана тытса судно ҫине ишсе тавӑрӑннӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Вӗсене ылтӑн шыравҫисем хӑйсен юлташӗсенченех, юхӑнса юлнисенчен, е пуйса кайнисенчен илнӗ, — терӗ Паганель, — хӑш-пӗрисем тата унсӑрӑнах майлашнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Кашни кун каярах юлнисенчен хӑшӗ те пулин килсе ҫитрӗ.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Часрах-часрах ҫав хыҫалта юлнисенчен, факеллисенчен, аяккарах каясчӗ, ҫурӑлса, кӗрӗслетсе тӑракан, вӑхӑт-вӑхӑт чалтӑртатса каякан шартлама сӗмлӗхрен часрах тухса тарасчӗ.
27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
- 1
- 2