Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ялсем те вӗсенчен юлмӗҫ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Хӗрарӑмсем арҫыннӑн ыркӑмӑллӑхне, тимлӗхне асӑрхамасӑр юлмӗҫ.Женщины не оставят без внимания широту натуры и великодушие мужчин.
44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
— Кун пек пурӑнсан, тен, юлмӗҫ те.
Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
— Ку тӗнчере, апла, ҫынсем те юлмӗҫ.
Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Ку эрнере эсир ӗҫе тимлӗ, тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланине асӑрхамасӑр юлмӗҫ.На этой неделе ваше серьезное и добросовестное отношение к работе не может остаться незамеченным.
41-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Шет, кайран та юлмӗҫ?
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Ну, ну, эсир хурчкасем пек тӳрех хӗрсем ҫине ан тӑрӑнӑр, ҫакӑн пек хӗрӳ ӗҫ вӑхӑтӗнче, пурте юратса пӑрахсан, ӗҫлекенсем те юлмӗҫ, — йӑл та ял тутарса хӗрсем ҫине чеен пӑхса ҫаврӑнчӗ Толя ятли, стройккӑра каменщикра ӗҫлекенскер.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Ан васка, ҫунтарӗҫ-ха, чӑвашсем те мӑрса умӗнче парӑмра юлмӗҫ…
20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ытти хӗрсем та манран кая юлмӗҫ тесе шутлатӑп.
Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.
Ҫил пек вӗҫсе иртетпӗр, сиссе те юлмӗҫ.
II сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Казаксен йӑли-йӗркисене аталантарма тӗллев лартнӑ Казаксен культура центрӗпе Чӑваш Енӗн вырӑс культура центрӗ те укҫасӑр юлмӗҫ.
Республика хыснинчен казаксен ушкӑнӗ тата виҫӗ Новруз валли укҫа уйӑрӗҫ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах
— Эсир общество тӳрленсен айван ҫынсем те, хаяр ҫынсем те юлмӗҫ, тесе шутлатӑр-и? — терӗ Анна Сергеевна.
XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Пӑх-ха, пӑх-ха, тата нумай та кирлӗ мар — нимӗҫсенчен пӗртте юлмӗҫ.— Гляди, гляди, еще немного — и совсем не хуже немецких будут.
Пудра — пӑшал тарӗ мар // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
42. Вӑл мана каларӗ: Манӑн сутӑм кӑшӑл евӗрлӗ пулӗ; юлашкисем кая юлмӗҫ, малтанхисем мала тухмӗҫ, терӗ.42. Он сказал мне: венцу уподоблю я суд Мой; как нет запоздания последних, так и ускорения первых.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Кунта мухтав юррисем илтӗнсе тӑрӗҫ, савӑнакансен шавӗ илтӗнсе тӑрӗ; Эпӗ вӗсене хунаттарӑп, вӗсен йышӗ чакмӗ, вӗсене асла кӑларӑп — вӗсем кӗҫӗне юлмӗҫ.
Иер 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Тӳрӗ ҫын хӑйӗн вилӗмӗпе чӗрӗ юлнӑ усал ҫынсене айӑплать, тасалса ҫитнӗ ҫамрӑклӑх ҫылӑхлӑ ҫыннӑн вӑрӑм ватлӑхне айӑплать: 17. ӗнтӗ йӗркесӗр ҫынсем тӳрӗ ҫын вилнине курӗҫ, анчах Ҫӳлхуҫа ун пирки малтанах палӑртса хунине, ӑна мӗншӗн хӑрушлӑхран хӑтарнине ӑнланаймӗҫ; 18. вӗсем курӗҫ ӑна, мӑшкӑллӗҫ, анчах Ҫӳлхуҫа вӗсенчен кулӗ ҫеҫ; 19. ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем ӗмӗрлӗхе вилнисем хушшинче чыссӑр виле те мӑшкӑл анчах пулса юлӗҫ: Вӑл вӗсене чӗнейми туса ҫапса ӳкерӗ, никӗсне хускатӗ, вӗсем вара пӗтмеллипех хӑрӑнӗҫ, вӗсене асап ҫитӗ, вӗсем этем асӗнче те юлмӗҫ; 20. вӗсем ҫылӑхӗсене шутлаттарма кайнӑ чухне сехӗрленӗҫ, ҫылӑхӗсем вӗсен умне тӑрӗҫ те вӗсене айӑплӗҫ.
Ӑсл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хула хапхи патӗнче тӑшманӗсемпе калаҫнӑ чухне намӑса юлмӗҫ вӗсем.Не останутся они в стыде, когда будут говорить с врагами в воротах.
Пс 126 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Айӑпсӑр ҫынсенӗн кунӗсене Ҫӳлхуҫа пӗлсе тӑрать, вӗсенӗн пурлӑхӗ ӗмӗре пырӗ: 19. хаяр вӑхӑтра вӗсем намӑса юлмӗҫ, выҫлӑх ҫулсенче те тутӑ пулӗҫ; 20. усал ҫынсем путланӗҫ, Ҫӳлхуҫа тӑшманӗсем путек ҫӑвӗ пек ҫухалӗҫ, тӗтӗм ӑшӗнче ҫухалӗҫ.
Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1