Поиск
Шырав ĕçĕ:
8. Ҫӳлхуҫа вӗсене Израиль ҫыннисен аллине ӳкернӗ, Израиль ҫыннисем вӗсене аслӑ Сидона ҫитиччен, Мисрефоф-Маима ҫитиччен, тухӑҫ енчи Мицфа айлӑмне ҫитиччен хыҫран хӑваласа пӗтерсе пынӑ, вӗсене тӗппипех пӗтернӗ, пӗри те чӗрӗ юлман, пӗри те ҫӑлӑнайман, [тарса хӑтӑлайман].
Нав 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Иисуспа пӗтӗм Израиль халӑхӗ, вӗсенчен сехӗрленнӗ пек пулса, каялла ҫаврӑнса пушхирелле пӑрахса тарнӑ; 16. вӗсене хӑваламашкӑн лешӗсем хулари мӗнпур халӑха чӗнсе тухнӑ, Иисуса хӑваланӑҫемӗн хуларан аяккарах та аяккарах кайнӑ; 17. ӗнтӗ Гай хулинче те, Вефиль хулинче те пӗр ҫын та юлман: пурте Израиль халӑхӗ хыҫҫӑн хӑваласа кайнӑ; израильсене хӑваласа кайса хӑйсен хулине уҫах хӑварнӑ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иордан ку енче тинӗс еннелле пурӑнакан аморрейсен патшисем, тинӗс хӗрринче пурӑнакан ханаансен патшисем пурте Израиль ывӑлӗсем Иордан урлӑ каҫнӑ чухне Ҫӳлхуҫа [Турӑ] вӗсен умӗнчи шыва типӗтсе тӑни ҫинчен илтсессӗн, вӗсен чӗри хавшаса ӳкнӗ, [сехри хӑпнӑ,] Израиль ывӑлӗсене хирӗҫ тӑма вӗсен хал та юлман.
Нав 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вара Ҫӳлхуҫа хирӗҫ енчен питӗ вӑйлӑ анӑҫ ҫилӗ кӑларнӑ, хӗрлӗ шӑрчӑка вӗҫтерсе кайнӑ та ӑна Хӗрлӗ тинӗсе пӑрахнӑ; пӗтӗм Египет ҫӗршывӗнче пӗр хӗрлӗ шӑрчӑк та юлман.
Тух 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Пӗтӗм Египет ҫӗршывне хӗрлӗ шӑрчӑк тапӑннӑ, вӑл, шутсӑр йышлӑскер, пӗтӗм Египет ҫӗрне сӑрса илнӗ; халиччен кун чухлӗ хӗрлӗ шӑрчӑк пулман, ҫакӑн хыҫҫӑн та ун пекки пулас ҫук; 15. вӑл пӗтӗм ҫӗр питне хупласа илнӗ, ҫӗрӗ те курӑнми пулнӑ; пӑр тивмесӗр юлнӑ пӗтӗм курӑка, йывӑҫ ҫинчи мӗнпур ҫимӗҫе ҫисе пӗтернӗ, пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче йывӑҫсем ҫинче те, хир курӑкӗсем ҫинче те пӗр симӗс ҫулҫӑ та юлман.
Тух 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ҫӳлхуҫа Моисей каланӑ пекех тунӑ: йытӑ шӑнисене фараон патӗнчен, унӑн чурисем патӗнчен, унӑн халӑхӗ патӗнчен сирсе янӑ, пӗр шӑна та юлман.
Тух 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Египет ҫӗрӗнче те, Ханаан ҫӗрӗнче те кӗмӗл юлман.15. И серебро истощилось в земле Египетской и в земле Ханаанской.
Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. [Ной пурӑнӑҫӗн] ултҫӗр пӗрремӗш ҫулӗнче, пӗрремӗш уйӑхӑн [пӗрремӗш] кунӗ тӗлне, ҫӗр ҫинче шыв юлман; Ной карап тӑррине уҫса пӑхнӑ та — акӑ ҫӗр ҫийӗ кушӑхнӑ.
Пулт 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑрмар районӗнчи организацисемпе предприятисем, учрежденисем, предпринимательсем, уйрӑм ҫынсем нихӑҫан та ҫак акцинчен пӑрӑнса юлман, кӑҫал та ҫапла пуласса шанатпӑр.
«Ыркӑмӑллӑх» ят ырӑ сӑмахран пуҫланать // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12
Ялта манӑн тантӑшсем юлман ӗнтӗ.
«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Ют ҫӗршыв ҫыннине чӑваш мӗнле пурӑннине пӗр ялта та туллин кӑтартса пама ҫук, мӗншӗн тесен чылай ҫемье хуралтӑсене ҫӗнетнӗ, кӑмака хутса пурӑнакан нумай мар, ӗлӗкхи ҫи-пуҫ пурин те сыхланса юлман.
Туристсене кану ҫурчӗпе тӗлӗнтереймӗн // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.25, 7 (6100) №