Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

эрехне (тĕпĕ: эрех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эрехне эс кулленех килсе ӗҫме пултаратӑн.

А водку можешь пить каждый день.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эрехне ӗҫмесӗр хӑварма шеллерӗ вӑл.

Не выпить — жалко оставлять водку.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Утлас эрехне ҫеҫ ӗҫрӗ.

Утлас выпил не закусывая.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эрехне ӗҫсе пӗтерсен вӗсем решеткеллӗ чӳречесем енне ашса тухрӗҫ те пӑртак каялла чакрӗҫ.

Допив водку, они пробрались по глубокому сугробу обратно к кабаку.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Куратӑн-и? — тесе эрехне Михайлов сӑмси умӗнче шӑмпӑр-шӑмпӑр тутарчӗ.

— Видал? — Он помахал бутылкой перед носом Спиридона.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Валтан эрехне ӗҫсе ярар-ха, — тесе Янтул кӗтмен ҫӗртенех чӑвашла калаҫма тытӑнче, кӗсйинчен пулӑштух кӗленчине туртса кӑларчӗ.

— Для начала выпьем, — вдруг заговорил Яндул по-чувашски, вынимая из кармана непочатый полштоф.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ун юлташӗ эрехне ҫеҫ ӗҫрӗ.

Его товарищ выпил только водку.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эрехне вӑл ҫынсен куҫӗ умӗнчех хӑйӗн савӑтне каялла ярать те ҫавӑнтах ӑна тепӗр хут сутать.

Хозяин с охотой все это принимает, но водку не пьет, а тут же продает ее заново.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫамрӑксем энӗҫ курӑк эрехне ӗҫрӗҫ.

Приятели выпили анисовой.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫамрӑксем эрехне шалт ӗҫсе ячӗҫ те кӑшт ҫех авӑнса анмарӗҫ.

Друзья разом опрокинули содержимое в рот и едва не задохнулись.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсем такам ҫӗрне те касса илсе пама хатӗр, укҫупа эрехне ҫеҫ ан шелле.

Да уж, эти кому хочешь и у кого хочешь отрежут наделы, только не пожалей им денег да водки.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫич-сакӑр ҫӑмарта ҫисе эрехне ӗҫсе петерсен Яка Илле Яриле еннелле ҫаврӑнать:

Съев семь-восемь яиц и выпив всю водку, Илле повернулся к Яриле:

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сехре Иванӗ ун пек ҫын мар, вӑл килне васкамасӑр кӑна утса ҫитрӗ те чӗринче нимле ҫилӗ туймасӑр ӑшӑ сӗтпе каҫхи апат турӗ, эрехне вара шкапа хӑйӗн вырӑнне лартса хучӗ.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем юлашки эрехне ӗҫсе, юлашки аш татӑкне туртса илсе кайӗҫ.

Помоги переводом

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Эрехне те ятнех лайӑххине илсе кӗтӗм.

Помоги переводом

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Матрос шӑпланчӗ, ҫӑварне уҫнӑ хальлӗнех тӑнӑ та стаканне ҫилленчӗк аптӑравпа тӗсет — хӑй курайман капитана ҫавӑнта курать тейӗн; унтан эрехне шалтах пушатрӗ те чӗлӗмне вӗчӗххӗн тултарма пикенчӗ.

Он умолк, оставшись с открытым ртом и смотря на свой стакан в злобном недоумении, как будто видел там ненавистного капитана; потом разом осушил стакан и стал сердито набивать трубку.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫын сахал; пухӑннисен хушшинче хумханчӑк матроса асӑрхатӑп, — хӗремесленнӗ самантра ӗҫме маннӑ стаканӗпе хӑлаҫланнӑ май вӑл эрехне ҫине-ҫинех сыпкамлама хӑтланать, анчах манӑҫса каллех темӗн кӑшкӑрашать, кӗтесри сӗтел хушшинчи моряксен эрттелӗ ҫине тӗмсӗлнӗ те сӑмахӗсене аллисене авӑккӑн вылятса ҫирӗплетет.

Среди немногих посетителей я увидел взволнованного матроса, который, размахивая забытым, в возбуждении, стаканом вина и не раз собираясь его выпить, но опять забывая, крепил свою речь резкой жестикуляцией, обращаясь к компании моряков, занимавших угловой стол.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Гонасед хаваслӑ юлташӗ ярса панӑ вилӗм эрехне ӗҫнӗренпе пилӗк минут та иртмен-ха.

Не прошло и пяти минут, как Гонасед выпил смертельное вино, налитое веселым приятелем.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 363–369 с.

— Ҫапла, эпӗ хута варалатӑп, — тепӗр хут каланӑ май Ван-Конет эрехне тӑкрӗ.

— Да, я посажу кляксу, — повторил Ван-Конет, проливая вино.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Турӑ курать, капитансем-тӑванӑмсем, — Дюк сасси сивлекленсе ҫӗкленчӗ, — индентантлӑхра мана ҫапла хӑрушшӑн сӑйланӑ хыҫҫӑн эпӗ, ӗненсемӗр, сельтерпа сода эрехне фрахтлама та килӗшетӗп.

Видит бог, братцы-капитаны, — продолжал Дюк мрачно одушевленным голосом, — после такого свирепого угощения, какое мне поднесли в интендантстве, я согласился бы фрахтовать даже сельтерскую и содовую!

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней