Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӗлсулттан ҫинчен элек хыҫҫӑн элек сарчӗ:
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Элекпе мӑшкӑл — икӗ пуҫлӑ вутҫӗлен: пӗр пуҫӗпе сӑхсан — элек сарӑлать, тепӗр пуҫӗпе сӑхсан — мӑшкӑл юлать.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Каярахпа вара вӗсен каллех пирӗнпе ҫывӑх кӳршӗллӗ пурӑнас килет; вӗсем ҫав эл… элек… элек…А потом они снова захотят жить с нами в близком соседстве; они от этого… элек…
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Ленин пирки ҫакнашкал ирсӗр элек сарни ӑна, таса чунлӑ та тӳрӗ кӑмӑллӑ хӗрарӑма, ытти мӗнпур элексенчен усалтарах, хӑрушӑрах пек туйӑнчӗ.
9 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Е вӗсем Ленина элекрен хӳтӗлеҫҫӗ, Церетели ҫӑварӗнчен тухнӑ сӑмахсемпе Ленин «идейӑллӑ, принциплӑ пропаганда» сарни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ, «Ленин ӗҫне» пӑхса тухма следстви комиссийӗ тӑваҫҫӗ, е, элек хыҫҫӑн кайса, следстви комиссине салатса яраҫҫӗ, Ленина буржуази судне кайма хистеҫҫӗ.
5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ҫак пупсен тӑванлӑхӗн икӗ питлӗ организацийӗ Совет Российи ҫинчен тӗлӗнмелле элек шухӑшласа кӑларма пуҫланӑ, ҫав элеке вара Америка тӑрӑх сарнӑ, инҫетри Карпат ҫӗршывне ҫитернӗ.
12 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Енчен те, калӑпӑр, сӑвӑ вуланӑ чухне е премьерӑра, е вернисажра — турӑ ан хуштӑр! — пӗр-пӗр пӑтӑрмах евӗрри пулнӑ-тӑк, урӑх нимӗн те кирлӗ мар, салон ҫумӑр хыҫҫӑнхи ҫурхи курӑк пек хускалса чӗрӗлет: хӗрсех пӗри тепӗрне ӑнлантарать, пӗри тепӗрне пӳлет, сӑмах ҫумне сӑмах, элек ҫумне элек хушӑнать.
14 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Вӑл пӗрре кӑна мар Павел Никоновӑн элекне аса илнӗ, — ҫав элек малашне мӗн пулассине тӗп-тӗрӗс пӗлтерсе хунӑ пекех пулса тухнӑ.Он не однажды вспоминал клевету Павла Никонова, — клевету, которая оказалась пророчеством.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Эпӗ элеке хирӗҫ ответлеме кирлӗ мар тесе шутлатӑп — вӑл элек сутӑнчӑк туссенчен е суеҫӗ тӑшмансенчен тухсан та, пурӗпӗрех.
ХLVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Комиссарӑн арӑмӗ те ун ҫинелле пӑхкаланӑ тесе калакансем пулнӑ, анчах ку ӗнтӗ элек ҫеҫ пулмалла, вӑл элек фортри паллӑ элекҫӗрен — тухтӑр арӑмӗнчен тухнӑ.
XII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӑл хӑйӗн юлташӗ ҫинчен элек шухӑшласа кӑларнӑ, ӑна хӑех сарнӑ, вара ҫав элеке тепӗр юлташӗнчен илтнӗ те — хӑй те ӗненмеллипех ӗненнӗ.
Кӑмӑлне тултарнӑскер // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 166–167 с.
Мӗн тӑвас тен, Николай Антоныч мана чи ирсӗр элекпе, этем ывӑлӗ-хӗрӗ мӗн таран элек тума пултарать, ҫав таранах элеклесе пӗтерчӗ, «вӑл таса мар юнлӑ ача», «ун пирки санӑн аннӳ вилсе выртрӗ» тесе те ӗнентерчӗ пулӗ ӗнтӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ятлаҫма та каварсем тума, элек ҫине элек сарма мӗн кӑна тупӑнмастчӗ-ши!
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кун хыҫҫӑн эсӗ ытлашши хӑюлланса кайманни: «Апла пулман! Суя ку! Элек!» — тесе кӑкӑрна ҫапманни кӑмӑла, хивре туйӑма йӑвашлатать кӑштах, тарӑху кӑварне амаланса кайма памасть…»
Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Радиограммӑсем тӑрӑх вӑл ӗҫ ҫыннисене Совет влаҫӗ ҫирӗпленсе пыни ҫинчен информацисем парса тӑнӑ, ют ҫӗршывсенчи пресса Совет влаҫӗ ҫинчен элек сарнине критикленӗ, вырӑнти влаҫсем ҫӗнӗ декретсене мӗнле ӑнланмаллине тата вӗсене мӗнле пурнӑҫламаллине кӑтартса панӑ.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
— Э-э, пӗлетӗп, эсӗ ман пирки асаннене элек пама килнӗ.
4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Эсӗ ун ҫинчен элек сарса ҫӳретӗн.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Ку элек, кума!
XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Ҫавӑн йышши этемсем ман упӑшкам ятне ҫӗртесшӗн элек сарнӑ.
XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Преми таврашне картма, тӗрлӗрен элек сарма тытӑнчӗҫ, «килӗнче вӑрттӑн ӗҫет», текелеме те пӑхрӗҫ.
Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.